Комментари хушас

2 Çĕртме, 2016

Яла суйланă тухтăр

Унта пĕрле вĕреннĕ хĕрсем пурте тенĕ пекех хулара тĕпленнĕ. Наталья хăй те Сĕнтĕрвăрринче çуралса ÿснĕ. Шкул пĕтерсен Шупашкарти медицина институтне çул тытнă. Кунта лайăх ĕлкĕрсе пынă, ĕç тупасси те йывăрлăх кÿмен. Анчах... Пулать вĕт пурнăçра суйламалли. Ял каччипе паллашнă хĕр. Ăна питĕ юратнă пулас. Унсăрăн Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипеч ялне лекмен пулĕччĕ.

Кунта мăшăрĕпе 12 çул пурăнаççĕ. Çак тапхăрта пилĕк ача çуратнă. Асли паян 11 çулта, кĕçĕнни – 11 уйăхра.

Мăшăрĕ Сергей транспорт полицийĕн тытăмĕнче вăй хурать.

Хулара юлманшăн тепĕр чухне хĕрарăм вăрттăн ÿкĕнет те пулĕ, анчах ачисем çине пăхать те савăнăçне пытараймасть. Хăй вăхăтĕнче хулара пурăнмалли вырăн çукран çамрăксем яла таврăнма шухăшланă. Сергей килĕнче пĕртен-пĕр ывăл пулни те хистенĕ çапла тума. Наталья Канаш больницине ĕçе вырнаçнă. Малтан Васильевсем, ахăртнех, Канашра çĕр участокĕ илес тенĕ. Анчах вăл промышленноç зонине лекнĕрен килĕшмен. Халĕ нумай ачаллă çемье районта черетре тăрать. Патшалăх пулăшăвĕпе хăтлă çурта çывăх вăхăтра кĕтсе илессе шанмасть хĕрарăм. Черете тăнă çулхине унашкал пĕр çурт та хута яманнине асăннă. Тата ăна строительсем пахалăхлă тăвасси те иккĕлентерет мар-и? Ачисене ашшĕпе амăшĕн хăтлă услови туса парас килет. Çавăнпа мĕнпур укçана ялти çурта тĕпрен юсама тăкакланă. Иккĕмĕш хут хăпартнă, илемлĕ сĕтел пуканпа пуянлатнă.

Патшалăхăн вĕсене çурт çĕклеме тÿлевсĕр çĕрпе тивĕçтермелле. Анчах каллех черет çитмен темелле-ши? Наталья Родионовна ăнлантарнă тăрăх – ял тăрăхĕн территорийĕнче хальлĕхе кунашкал çĕр çук. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлине вара вăрман пусса илет.

"Тепĕр тесен патшалăх пулăшăвне шанса çуратман вĕт ачасене. Халĕ пирĕн тĕп тĕллев – вĕсене вĕрентесси, ура çине тăратасси", – тет кÿршĕри Чулкăмака ялĕнчи пĕрлехи практика офисĕн тухтăрĕ /хуларан Наталья унта куçнă/.

Чăн та, ачисене ялти шкулта вĕрентнипе кăна çырлахмаççĕ Васильевсем. Хушма пĕлÿ пама хулари занятисене илсе çÿреççĕ, анлă тавракурăмлă пулччăр теççĕ.

Пĕчĕк чухне ялта пурăнса йывăр ĕç мĕнне пĕлсе ÿсни вĕсемшĕн усăллине те палăртать амăшĕ. Аслисем килти хуçалăхра пулăшаççĕ, кĕçĕннисене те пăхаççĕ.

Асли Данил ĕне сума та пултарать. Палăртмалла, Сергейпе Наталья ăна ирсерен пĕрле сума тухаççĕ. Пахча та лартса ÿстереççĕ, чăх-чĕп те усраççĕ. Йывăрлăхсене пĕрле парăнтарса пыраççĕ. Натальăн хунямăшĕ те пур. Анчах тăтăш чирленĕрен ăна ытла ĕçлеттермеççĕ, упрама тăрăшаççĕ.

"Ÿссе çитĕнсен ачăрсене хуларах хăварасшăн пулĕ-ха", – ыйтатăп хĕрарăмран. "Хăйсен шухăшĕ, ирĕкĕ. Малтан пĕлÿ илччĕр, кашнин пурăнмалли кĕтес пултăр. Ял вара вĕсенчен ниçта та тармасть", – палăртрĕ шухăшне пилĕк ачаллă тухтăр.

Ирина НИКИТИНА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.