Комментари хушас

31 Çу, 2016

Пысăк экран çине «Нарспи» тухас шанăç çуралчĕ

Питĕ хăвăрт иртсе кайрĕ Шупашкарта сахал йышлă халăхсен кинематографне халалланă Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль. Ултă кун тыткăнларĕ вăл Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнакансене. Мероприятисем çавăн пекех Çĕмĕрлере, Куславккара, Вăрмарта та иртрĕç. Малтан палăртнă пекех унта та кинокартинăсем кăтартнă, актерсемпе, режиссерсемпе тĕл пулнă, ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Кăçалхи фестивальте ытти çулти пек çĕршывĕпех пĕлекеннисем сахалрах пек туйăнчĕ. Çапах та

Раççей халăх артисчĕ Вадим Абдрашитов, Юсуп Разыков режиссерсем, Александр Пятков, Марина Коровина, Адам Булгучев, Сергей Фетисов актерсем, Михаил Кондрашевский оператор, ыттисем — пире çывăх çынсем пулса юлчĕç. Кинофестивале савăнăçлă лару-тăрура хупма СССР халăх артисчĕ Евгений Дога композитор та хутшăнчĕ. Çĕр-çĕр юрă, вун-вун классика произведенийĕн, нумай-нумай кинокартинăн музыка авторĕ Шупашкар кураканĕсемшĕн тĕлĕнмелле хаклă хăна пулчĕ.

Çĕнтерÿçĕсем

Чыслав шăматкун Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртрĕ. Актерсемпе режиссерсем, продюсерсемпе операторсем темиçе çул каялли пек хĕрлĕ кавир тăрăх утса кĕмерĕç, çурт умне те питĕ чаплă, Шупашкарта сайра тĕл пулакан автомашинăпа килсе çитнине асăрхаймарăмăр. Тум енчен те сăпайлăх палăрчĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та уява хутшăнчĕ. Михаил Васильевич кинофестивале хутшăннисене саламларĕ. «Шупашкар çыннисем кино курма çÿрени савăнтарать. Çакă вĕсене вăйлă пулма, тĕрĕс пурăнма вĕрентет, мĕншĕн тесен фильмсен тĕп шăнăрĕ — кăмăл-сипет, ăс-хакăл, патриотлăх ыйтăвĕсем. Фестивале сахал йышлă халăхсене халаллани ахальтен мар, Раççей регионсемпе пуян. Чăваш Енре те 128 халăх представителĕ пурăнать. Раççей кино çулталăкĕнче яллă вырăнти, пĕчĕк хуласенчи çынсем кино курма пултарччăр тесе нумай ĕçлетпĕр», — терĕ вăл.

Искусствăри гражданлăха, патриотлăха сăнлакан кинокартинăсем ÿкернĕшĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнине «Побег из Москвабада» /реж. Дарья Полторацкая/ тивĕçрĕ.

Этника тата регион шайĕнчи ĕçсенчен çаксем палăрчĕç. Сăмах май асăннă конкурса 7 регионти 20 фильм хутшăннă. «Чи лайăх сценари» ята Кабарда-Балкар Республикинче ÿкернĕ «Армия» фильм /Олег Хамоков/ тивĕçрĕ, «Чи лайăх режиссура» енĕпе «Суицид» /Геннадий Алхимов, Волгоград/ палăрчĕ. «Оператор ĕçне чи лайăх пурнăçлакан» номинацире «Заблудившиеся» кинолентăна ÿкерекен Михаил Кардашевские çитекенни пулмарĕ. «Чи лайăх фильм» ята Руслан Магомадов ÿкернĕ «Февраль» фильма /Чечня/ пачĕç.

Жюрин ятарлă парнипе чăваш наци кинематографне аталантарма хастар хутшăннă Юрий Спиридонов режиссерпа актера чысларĕç.

Тулли метражлă илемлĕ фильмсен конкурсне 12 кинокартина хутшăннă, жюри /председателĕ Вадим Абдрашитов/ вĕсене 7 номинаципе пахаланă. «Анне-статуэткăна» камсем тивĕçрĕç-ха? «Куравçăсем килĕштернĕ фильм» ята «Охрана» /реж. Александр Прошкин/ çĕнсе илчĕ.

«Иккĕмĕш планри роле чи лайăх вылякан» номинацире «14Œ» ĕçри Ольга Озоллапиня çĕнтерчĕ. «Арçын рольне чи лайăх калăплакан» ята «Трагедия в бухте Роджерс» фильмра вылянă Ярослав Жалнина пачĕç. Хĕрарăм сăнарне чи лайăх калăплас енĕпе Мария Коровина актрисăна /«Охрана»/ çитекен пулмарĕ.

«Оператор ĕçне чи лайăх пурнăçлакан» ята «Ангелы революции» фильма ÿкернĕ Шандор Беркеши тивĕçрĕ. «Илемлĕ фильмăн чи лайăх сценарийĕ» номинацире «Побег из Москвабада» фильм сценарисчĕ Юсуп Разыков çĕнтерчĕ. «Чи лайăх режиссура» ята «Чайки» фильм /Калмăк Республики/ режиссерĕ Элла Манжеева тивĕçрĕ.

Конкурсăн гран-прине Михаил Местецкин «Тряпичный союз» фильмне пачĕç. Вадим Абдрашитов палăртнă тăрăх — жюри членĕсем пурте çак фильмшăн сасăланă. Актерсен, режиссерăн ĕçĕсем вĕсене тыткăнланă.

Уяв программи пуян пулчĕ. Ăна Евгений Дога композиторăн хайлавĕ те пуянлатрĕ. «Мой ласковый и нежный зверь» фильмри вальса Чăваш Ен пикисем çĕнĕ чун пачĕç. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солистки Маргарита Финогентова композиторăн «Твои черные глаза» романсне ытла та хÿхĕм шăрантарчĕ.

Шухăшсем, сĕнÿсем

Шăматкун кинорежиссерсем, актерсем журналистсемпе тĕл пулчĕç. Вĕсем хăйсен шухăшĕсене палăртрĕç.

Сергей ЛАВРЕНТЬЕВ, кинофестивалĕн пултарулăх ертÿçи:

— Кинофестиваль вăй илсе пыни куç умĕнчех. Вăл Чăваш Ен кинематографне аталантарма пулăшнине палăртмалла. Малтанхи фестивальсенче Шупашкарсен пĕр ĕçĕ те çукчĕ, кăçал вара конкурса харăсах 5 фильм хутшăннă.

Юсуп РАЗЫКОВ, режиссер:

— Эпĕ Шупашкарти кинофестивале тăваттăмĕш хут хутшăнтăм. Пĕлтĕр сцена çинче «Нарспи» мюзиклăн пĕр сыпăкне кăтартрĕç. Сăмахне нимĕн те ăнланмарăм, анчах вăл мана тыткăнларĕ. Çавăнтанпа «Нарспи» фильм ÿкерес шухăш пуçран тухмасть. Хусанта ĕçлесе пурăнакан Денис Осокин сценаристпа çыхăнтăм. Вăл «Нарспие» пăхмасăр пĕлет. Фильм валли сценари çырма килĕшрĕ. Хамăн шухăша Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева пĕлтертĕм. Михаил Васильевич ăна хавхаланса йышăнчĕ. Унăн шухăшĕпе çакă Чăваш Республикин юбилейĕ тĕлне пысăк парне пулĕ.

Евгений ДОГА, СССР халăх артисчĕ, композитор:

— Шупашкар, ман шухăшăмпа, чуна, ÿте сиплекен хула. Çул çинче чирленĕччĕ, кунта вара чир наччасра иртсе кайрĕ. Хула çеç мар, çыннисем те çутă, таса, куçран тинкерсе пăхаççĕ. Çитес çул Раççейре гастроль ирттересшĕн. Шупашкарта пулатăпах. Тĕлĕнмелле юрăçсем, чаплă хорсемпе оркестрсем пур. Кунта — манăн публика. «Юратас тесен пĕлмелле», — тенĕ Карамзин. Шупашкарпа паллашрăм, ун çыннисене пĕлтĕм. Эпĕ Шупашкара юрататăп.

Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.