Комментари хушас

28 Çу, 2016

Пулăхлă тăпрана - тарăн шăтăка

"Çав шăтăка выльăх-чĕрлĕх кĕрсе ÿксен — тухаймĕ," — теççĕ Раççей ял хуçалăх надзорĕн инспекторĕсем, нумаях пулмасть Куславкка район администрацийĕн çырăвĕ тăрăх вырăна çитсе килнĕскерсем. Пăрмас ял тăрăхĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче 1,2 метр тарăнăш траншея чавса тухнă. 500 метра тăсăлаканскерĕн сарлакăшĕ те пĕчĕк мар — 1 метр. Темиçе çул каялла чавни куç кĕрет — хĕррисем йăтăнса анса пĕтнĕ.

Тулăхлă сий юлманнине специалист кăна мар, ахаль иртен-çÿрен çын та ăнланса илĕ. Анчах та никама та явап тыттарма май килмен ун чухне: айăплине палăртайман, мĕншĕн тесен çав лаптăк тĕлĕшпе межевани туман тата ăна арендăна та паман иккен.

Асăннă районта инспекторсем çакăн евĕрлĕ ыйтупа тăтăшах пулаççĕ. Тимĕр пăрăхсене улăштарнă чухне пулăхлă тăпрана аркатса пĕтерни пирки унччен те систернĕччĕ çав енренех: Тутарстанри пĕр общество çĕре тăмпа хутăштарса янă. Самар тата Чĕмпĕр облаçĕсен çыннисем демонтаж ĕçĕсене йĕркеленĕ. Подрядчик вара ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинчи ĕç йĕрки пирки пуç ватман.

Управленин патшалăх аслă инспекторĕ Валерий Новосельцев каласа панă тăрăх, Чăваш Енре газ е нефть пăрăхĕсем хунă е автоçулсем тунă чухне çĕрĕн паха сийне вырăнтан тапратнă тĕслĕхсем кашни çулах тенĕ пек тĕл пулаççĕ. Пăрăхсем хума усă куракан ятарлă техника тата автотранспорт та ял хуçалăх çĕрĕсене сахал мар шар кăтартать. Сăмах май, стройтехника 1-2 хутчен иртсе кайнипех ÿсен-тăран тата çĕрĕн çиелти сийĕ арканать. Тăпра тытăмĕ япăхланни вара çĕре те, ÿсен-тăрана та начар витĕм кÿрет.

Чăннипе, саккунсем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче /ăна урăх категорие куçармасăр/ пăрăхсем хума чармаççĕ. Анчах та кунашкал ĕçĕн хăйĕн йĕрки пур.

Чи малтанах лаптăк хуçисене пĕлтермелле.

Ĕçе пуçăниччен хатĕрленÿ тапхăрне кирлĕ пек ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ: чи малтанах рекультиваци проекчĕ /япăхлатнă çĕрсене йĕркене кĕртес енĕпе ирттермелли ĕçсем/ пирки сăмах пырать.

Техника рекультивацийĕ ирттернĕ май çиелти сийе /гумус/ упрас енĕпе те тимлĕ пулмалла. "Питĕ тимлĕ" тенĕ пулăттăм. Кирлĕ ĕçсем ирттернĕ хыççăн каялла хăй вырăнне хуракан тăпран пахалăхĕ те, калăпăшĕ те чакмалла мар. Ăна ытти сийпе, сăмахран, тăмпа, хутăштарса ярасран сыхланмалла.

Специалистсем каланă тăрăх, çакнашкал ĕçĕн — хăйĕн вăхăчĕ. Калăпăр, пулăхлă тăпрана сивĕтсен, хĕле кĕриччен хырса илмелле. Рекультиваци ирттернин пахалăхне çĕр хуçи вегетаци тапхăрĕнче /çĕртме-авăн/ çеç хаклама пултарĕ: ÿсен-тăран епле шăтса тухнине тата çĕр мĕнле пулнине кура.

Çĕр пахалăхне чакарни çирĕпленсен ытларах чухне штрафлаççĕ. Саккун вара предприяти ĕç-хĕлне 90 кунлăх чарса лартма та ирĕк парать.

Надежда Васильева,

Раççей ял хуçалăх надзорăн

Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи

управленийĕн пресс-секретарĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.