Комментари хушас

28 Çу, 2016

Хырăм выçнăран

Тăвай район прокурорĕ Тăвай районĕнчи пĕр шкулта вĕренекен 17-ри çул çитмен çамрăк тĕлĕшпе РФ УК 158-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе — ют çын пурлăхне вăрланăшăн — ĕç пуçарнă.

Уголовлă ĕç материалĕсем тăрăх çакă паллă: кăçалхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче ирхине çул çитмен ача автовокзалăн 2-мĕш хутĕнче вырнаçнă суту-илÿ павильонне кĕнĕ. Сутуçă çуккипе усă курса кассăран 2 пин тенкĕ вăрланă.

Хĕрарăм укçа çуккине тепĕр кун ирхине çеç асăрханă. Видеосăнава тишкернĕ хыççăн вăл касса çывăхне çамрăк пынине асăрханă. Унпа усă курса полици ĕçченĕсем вăрра çав кунах тытнă.

Йĕкĕт айăпне тÿрех йышăннă. Ашшĕпе пурăннине, асли ăна тимлĕх çителĕксĕр уйăрнине пĕлтернĕ. Вăрланă укçапа вăл икĕ ыраш çăкăрĕ, тепĕр кунхине тепĕр çăкăрпа печени туяннă. Çак укçаранах вăл Интернетшăн тÿлесшĕн пулнă, ку тĕллевпе ашшĕ мул паман ăна.

Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче çамрăка тата унăн саккунлă представительне — ашшĕне — айăплав акчĕпе паллаштарнă. Ачине тивĕçлĕ шайра пăхманшăн аслине административлă майпа айăпланă.

Çакăн евĕрлĕ преступлениех Тăвай район миравай сучĕ иртнĕ уйăхра та пăхса тухнăччĕ. Ун чухне ют çын пурлăхне 16 çулти çамрăк хапсăннăччĕ.

Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче çул çитмен çамрăк хăйĕн юлташĕпе амăшĕ ĕçлекен ача-пăча центрне пынă. Амăшĕ чей ĕçтернĕ хыççăн йĕри-тавра пăхса çаврăнма шухăшланă. Пĕр пÿлĕмре никам та çуккипе усă курса унта кĕнĕ те тÿрех хĕрарăм сумкине тустарнă. Енчĕкре 1 тенкĕлĕх темиçе укçа выртнине курнă. Хуçи пĕр-иккĕшĕ çухалнине сисмессе шанса 2 хут укçана вăрласа тухнă. Кун хыççăн яш юлташне уçăлма чĕннĕ, лавккара вĕсем кукăль тата газ хушнă пылак шыв туяннă. Вокзала утнă май йĕкĕт хăйĕн пайне çисе янă, юлташĕ вара кучченеçе сумкине хунă. Пурте лайăх пек... анчах айăпа кĕнин кĕсйи шăтăк пулнă. Килне утнă май вăл вăрланă укçана çухатнă.

Шар курни укçа çухалнине пÿлĕмне таврăнсанах асăрханă. Ку ĕçе ĕçтешĕн ывăлĕ тума пултарнине тавçăрнă. Тепĕр кун ирхине ĕçе килсен вăл сĕтелĕ çинче 2 пин тенкĕ чикнĕ конверта курнă, полицие шăнкăравланă.

Çул çитмен çамрăк айăпне тÿрех йышăннă. Ача амăшĕпе ытларах пурăннине, вăл, тирпейлÿçĕре ĕçлекенскер, укçа сахал илнине пĕлтернĕ. Ашшĕ аякри хуласене çÿрет иккен, ялан нухратпа таврăнмасть.

Çул çитмен çамрăк тĕлĕшĕпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ. Амăшне ывăлне воспитани парас йĕркене çирĕплетме, ачине çирĕп тĕрĕслесе тăма хушнă.

Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай район прокурорĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.