Комментари хушас

26 Çу, 2016

Хастар хутшăнса сасăланă

Иртнĕ вырсарникун, çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче, çĕршывра "Единая Россия" партин малтанхи сасăлавĕ иртрĕ. Унăн кăтартăвĕ тăрăх – Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсем суйлама кандидатсен списокне йĕркелĕç. Аса илтерер, тĕп суйлав кăçалхи авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртет.

Малтанхи сасăлава Патшалăх Думине парти списокĕпе тата пĕр мандатлă икĕ округпа суйланма - 30, республикăн Патшалăх Канашне пĕр мандатлă 22 суйлав округĕпе 169 кандидат хутшăннă.

Раççейпе илсен чăваш халăхĕ праймериза питĕ активлă хутшăннине, ку тĕлĕшпе яланхи хастарçăсенчен - Чечня Республикинчен, Тутарстанран - ирттернине те палăртаççĕ. Малтанхи кăтартупа, тĕслĕхрен, Патшалăх Думине кандидатсем суйламашкăн сасăлама ирĕк пур çынсен 15,2 проценчĕ, республикăн Патшалăх Канашне депутатсем суйлама вĕсен 20,3 проценчĕ хутшăннă.

Регионти йĕркелÿ комитечĕ çирĕплетнĕ тăрăх - Чăваш Енре, пĕтĕмĕшле илсен, малтанхи сасăлав йĕркеллĕ иртнĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче кăна пĕр вăхăтра йышлă килсе çитнĕ халăха пур шутлав участокĕ те шăнăçтарайман. Уйрăм çитменлĕхсене шута илнĕ, паллах, анчах унашкалли нумай пулманран сасăлав кăтартăвне витĕм кÿреймен.

Чăваш Енре пĕтĕмпе 236 шутлав участокĕ ĕçленĕ. Вĕсем яланхи суйлав участокĕсенчех вырнаçнă, анчах шучĕ сахалрах пулнă.

Регионти шутлав комиссийĕн председателĕ Сергей Тарасов асăннă тăрăх - малтанхи сасăлав кун пек масштабпа Чăваш Енре пуçласа иртнĕ. Шупашкарта кăна праймериза 52 пин çын хутшăннă /ку - хулари суйлавçăсен 14 проценчĕ/. Кандидат пулмашкăн 178 çын регистрациленнĕ. Хăш-пĕриншĕн суйлавçăсен 70 ытла проценчĕ сасăланă. Пирвайхи шутлав тăрăх - хулара тăватă кандидат малта пыни паллă. Раççейĕпе малтанхи сасăлава 2781 кандидат хутшăннă, çав шутра парти списокĕпе - 1171, пĕр мандатлă округсемпе - 2107. Вĕсенчен çурри /1187 çын/ партире тăманнине пĕлтернĕ "Единая Россия" Тĕп Канашĕн секретарĕ Сергей Неверов. 960-ăшĕ - предпринимательлĕх, 199-ăшĕ - сывлăх сыхлавĕн, 182-шĕ вĕренÿ тытăмĕсенчĕ вăй хурать. 829-ăшĕ - тĕрлĕ шайри депутат. Унсăр пуçне 160 кандидат хальхи вăхăтра ĕçлемен, 86-шĕ - пенсионер.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.