Комментари хушас

25 Çу, 2016

МĂЯН ПУЛСАН АПТРАМĂПĂР

Пахчара тарăхтарсах çитерекен мăяна /лебеда обыкновенная/ хурлама васкар мар-ха. Çак çумкурăк пулсан пурăнма пулать тесе ахальтен каламаççĕ. Вăл тĕрлĕ чирпе кĕрешме пулăшать. Мăяна чечеке ларнă вăхăтра пухмалла, лупас айĕнче уçăрах вырăнта типĕтмелле, кĕленче савăтра упрамалла.

Ÿслĕкрен, шăнса пăсăлсан

Вĕтетнĕ типĕ /çулла чĕрĕ/ 4 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен пĕр сехет маларах çуршар стакан ĕçмелле. Курс — сываличчен.

Çăвар шыçсан

Çăвар шыçсан, çăварта суран пулсан, шăл туни юнăхсан кунне темиçе хут çак шĕвекпе чÿхемелле. 5 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ курăка тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Курс — сываличчен.

Сыпă ыратсан

Мăянăн 4 апат кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ çулçине 1 стакан вĕри шыва ямалла. 15 минут вĕретмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Малтанхи калăпăшне çитерме вĕренĕ шыв хушмалла.

Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле. Профилактика курсĕ — 1 уйăх, пĕр эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.

Пысăк çăпанран

Чĕрĕ мăян çулçине марля витĕр пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Унра йĕпетнĕ темиçе сий бинта çăпан çине хумалла. Çиелтен полиэтиленпа витмелле, пластырьпе çирĕплетмелле. Çыхха ирхине тата каçхине çĕннипе улăштармалла.

Виçĕ кун сипленнĕ хыççăн çăпан шăтса юхать, суран тасалать.

Радикулит вĕрĕлсен

Радикулит вĕрĕлнине пула пилĕк чăтма çук ыратсан та мăян ырă витĕм кÿрет. Чĕрĕ çулçисене вĕри шывпа пăшăхласа илмелле, лÿчĕркемелле, пилĕк çине хумалла. Полиэтиленпа витмелле, ăшă шарфпа чĕркесе çыхмалла. Компреса çĕрĕпех тытмалла.

Курс — ыратни иртиччен.

Сăмах май, авалхи инксем мăяна пысăка хурса хакланă.

Çар çыннисем инçетри походсенче вăй пухма унăн вăррипе выльăх çăвне хутăштарса çинĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.