Комментари хушас

25 Пуш, 2014

Ĕçлеттерсен - тÿлемелле!

Предприяти-организацире вăй хуракансене ĕç укçине вăхăтра тата туллин тÿлес, ĕçлев саккунĕсене пăсасран сыхланас ыйтусене прокуратура органĕсем куçран вĕçертмеççĕ. Шел те, прокурорсем валли ку сферăра ĕç пайтах.

Тăвай районĕн прокурорĕ О.Ястребова, сăмахран, «Новый путь» ЯХПК ĕçченĕнчен предприятире ĕçлекенсен йышне чакарнă чух саккуна пăсни пирки çăхав килни çинчен пĕлтерчĕ. Прокуратура тĕрĕслев ирттернĕ те - çăхавра çырни тÿрре тухнине çирĕплетнĕ. Асăннă çынна ĕç укçине те вăхăтра тÿлемен-мĕн. Çавăнпах предприятире ытти çынна шалăва вăхăтра тÿленипе те кăсăкланнă. 17 çын умĕнче ĕç укçи тĕлĕшпе парăм пуррине тупса палăртнă. Пĕтĕмпе 12 пин тенкĕ - темле пысăк виçе мар, анчах ĕçлекеншĕн, паллă, кашни тенкĕ хаклă.

Çавна май район прокуратури хуçалăх председателĕ В.Ананьев тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă, Патшалăх ĕçлев инспекцийĕ ăна 4 пин тенкĕлĕх штрафланă. Ĕç укçин парăмне предприятире туллин татнă.

Палăртни вырăнлă: ĕç укçине вăхăтра тÿлемесен Тăвай районĕнче кашниех прокуратурăран пĕр чăрмавсăр пулăшу ыйтма пултарать - çак тĕллевпе «хĕрÿ лини» йĕркеленĕ: 2-12-83, 2-17-59 телефонсемпе шăнкăравламалла.

Тепĕр тесен çак ĕç пĕлтерĕшне асăннă районта кăна мар, ытти çĕрте те ăнланаççĕ. Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн аслă пулăшуçи Ф.Кадырова та çакнашкал хыпар пĕлтерчĕ: ЧР прокуратурин кăтартăвĕсене пурнăçласа ĕçлевĕн «вăрттăн» рынокне легализацилес тĕллевлĕ саккунсене пурнăçланине çирĕп тĕрĕслесе тăма Ленин районĕн прокуратуринче те «хĕрÿ лини» уçнă - 62-25-51 телефонпа çыхăнма пулать.


Н.ДМИТРИЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.