Комментари хушас

24 Çу, 2016

Пусран тенкĕ пухăнать

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх акцийĕ вăй илнĕренпе — нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнченпе — унăн пухмачне 1500 ытла предприяти-организаци, юридици сăпатĕнче тăракан, уйрăм çын 7,2 млн яхăн тенкĕлĕх пуянлатнă.

Ку енĕпе Шупашкар хулипе /989075 тенкĕ/ районĕ /563499/, Комсомольски /439048/ тата Вăрнар /351622/ районĕсем, Çĕнĕ Шупашкар /342667/ хули, Канаш /335649/, Йĕпреç /332876/ тата Патăрьел /328308/ районĕсем уйрăмах пуçаруллă. Йывăр шăпаллă çул çитмен çамрăка ятран пулăшас текен те сахал мар.

Ниме укçипе тăлăхсене, йышлă, сусăр ачаллă çемьесене, ача çурчĕсене, интернат шкулсене пулăшаççĕ, чирлисене сиплеме, пултаруллисене малалла аталантарма усă кураççĕ. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çул çитмен çамрăксене патшалăх хÿтлĕхĕпе пĕрлех ахаль çынсен тимлĕхĕ те кирлине пурнăç çирĕплетет. Çакна тĕпе хурса «Единая Россия» партин Патăрьел районĕнчи политканашĕ, социаллă пулăшу центрĕ, Ю.Секретов предприниматель, ветеринари станцийĕ тата Пăла тăрăхĕнчи ытти коллектив пухмача самаях пуянлатнă.

Тăвай енĕн хастарĕсем марафона çулленех хастар хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, 2011 çулта вĕсем йывăр шăпаллă ачасем валли 116895 тенкĕ пухнă-тăк, пĕлтĕр — 184195. Çав шутран 157625 тенкине выляв оборудованийĕ вырнаçтарма тăкакланă, нумай ачаллă çемьесене укçан пулăшнă, йывăрлăха лекнĕ çул çитмен çамрăксене тумтир, атă-пушмак, эмел илсе памашкăн уйăрнă, ыттине Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кунпа килĕшÿллĕн ирттерекен мероприятисене йĕркелеме янă. Кăçалхи марафон вăй илнĕренпе районта пухмача 205398 тенкĕ хывăннă ĕнтĕ. Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем — 22739, «Акконд-агро» фирма — 14660, район администрацийĕнче ĕçлекенсем 9029 тенкĕ хывнă.

Шупашкар районĕнче те ыркăмăллăх акцине хутшăнакан çулсерен йышланать: «Теплоэнергосеть» ООО — 32700, «Приволжское» АУО — 30000, «Зодчий-Универсал» ООО — 25000, район администрацийĕ — 68611, вĕренÿ учрежденийĕсен педагогĕсен коллективĕсем — 130000, «ЧЕБО» компани, «Атлашевский» ЯХПК, «Регионжилстрой» компанисен ушкăнĕ» АО, «Комфорт-сервис» ООО, «ЧЭМЗ» АХО, Ишлей райповĕ тата «Строительствăн монтаж организацийĕ» ООО 10000-шар тенкĕ куçарнă. Пархатарлă миссие районти предпринимательсемпе ахаль çынсем те тÿпе хывнă.

«Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» сăваплă акцие кашниех хутшăнма пултарать. Кăмăл тăвакансене «Раççей ача-пăча фончĕ» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмне /Шупашкар хули, Петров урамĕ, 7-мĕш çурт, тел.: /8352/ 62-89-42/ йыхравлаççĕ.

Валентина СМИРНОВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.