Халĕ çав клубра савăнма çамрăк та çук
Хальхи çамрăксем иртнĕ ĕмĕрти пурнăçа пĕлмеççĕ. Ваттисем вара пурнăçран уйрăлса пыраççĕ. Чылайăшĕ хуласенче тĕпленнĕ. Эпĕ Элĕк районĕнчи Тури Хурасан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан 1996 çулта пурăнма Шупашкара куçрăм. Манăн кăштах хамăр ял çинчен каласа кăтартас килет.
Иртнĕ ĕмĕрте пирĕн ялта икĕ çĕрме пуян пулнă. Пĕри — Сергей Демьянов, тепри — Ефим Тимофеев. Вĕсен пурлăхне туртса илнĕччĕ. Ефим Тимофеевичсем ял варринче, пирĕнпе юнашар вырнаçнăччĕ. Ку тĕп кил вырăнĕччĕ. Хуçалăхĕ пысăкчĕ: кĕлетсем, витесем, унта пысăк валашкасем ларатчĕç, пÿрчĕ урамалла виçĕ чÿречеллĕччĕ. Кил карти варринче — çăл, çул урлă — улмуççи сачĕ ешеретчĕ. Ун чухне çырма хĕррипе урам тăршшĕпех кашнин сад пурччĕ.
Колхоз йĕркеленсен унта ĕне, сурăх ферми турĕç. Хуçалăх йĕркеленĕ ятпа /50-мĕш çулсенче/ вĕсен пÿртĕнче колхоз ĕçки ирттерчĕç. Çынсем асаттене купăс калама ыйтрĕç ун чухне. Пĕр хĕрарăм урай варрине тухрĕ. Купăсçă чарăнчĕ те: «Сана ташă пуçлама кам ирĕк пачĕ, манăн хамăн кин пур», — терĕ. Вара купăс çĕнĕрен янăраса кайрĕ, кинĕ шуса тухрĕ. Пĕр çаврăм ташласан купăсçă патне пырса пуç тайрĕ. Пуçланчĕ ташă-юрă. Вĕлле хурчĕ пек сĕрлерĕ пÿрт тулли халăх. Эпĕ асаттене купăс каланине ун чухне пĕрремĕш хут куртăм. Унччен хут купăс калакана та курман. Эпир, ачасем, колхоз ĕçкине кăмака çумĕнчи сак çине хăпарса тăрса пăхрăмăр.
1950 çулта ĕнесене Чăваш Сурăм фермине куçарчĕç. Асăннă çурта 1951 çулта ялти çамрăк мăшăр пурăнма куçрĕ. Халĕ ку вырăнта кирпĕчрен тунă çĕнĕ çурт ларать. Ефим Тимофеевăн иккĕмĕш пÿрчĕ тĕп киле хирĕç, çырма урлăччĕ. Хуçине «кулак» тесе айăпласан ăна икĕ çырма хушшине куçарса лартрĕç, сысна пăхакансен канмалли вырăнĕ пулса тăчĕ вăл. Сысна фермине пуянсен витисемпе кĕлечĕсенчен тунăччĕ. Кайран ăна урăх яла куçарчĕç. Пÿрт пушанса юлчĕ.
Ĕлĕк кил-çурт çавăрма çĕр паман. Çуртне тума та укçа-тенкĕ пулман. Ефим Тимофеевичăн аслă ывăлĕн хĕрĕ 1968 çулта ял ачинех качча тухрĕ. Пурăнма кĕтес çуккипе шăтăк-çурăксене сапласа çав пÿрте куçрĕç. Колхоза кивçене кĕчĕç. Аслашшĕн çурчĕшĕн 3 çул тÿлесе пурăнчĕç. Пахчи тăм тăвайккиччĕ. Кайран икĕ пĕве хушшинчен упăшкин тĕп килне куçрĕç. Ефим Тимофеев мăнукĕ халĕ те çавăнтах пурăнать. Хуçалăхне те çĕнетсех тăрать. Кĕçех 80 çул тултарать вăл.
Ефим Тимофеевичăн ял пуçĕнче çил арманĕ пурччĕ. Хурăнлă çул çине ĕне çитерме тухсан унта эпир тем чухлех ларса каннă. Ун тавра пытанмалла выляттăмăр. Хуçа çав армана виçĕ ывăлĕпе /Никонор, Дмитрий, Иван/ пĕрле тытса тăратчĕ. Ял халăхне тырă авăртма пулăшатчĕç. Шел, совхоз йĕркелесен ăна юсаса пурăнаймарĕç, çапла вăл юрăхсăра тухрĕ.
Ефим Тимофеева 1932 çулта çĕрле килсе арестлесе илсе тухса кайнă, Улатăрти тĕрмере хĕнесе вĕлернĕ. Мăшăрĕ Ирина 1951 çулта кĕçĕн кинĕ патĕнче вилнĕ. Питĕ ĕçе юратакан çын пулнă вăл.
«Нумай вăхăт иртнĕ пулин те асаттепе асаннен тĕп килĕ умĕпе иртнĕ чухне хамăра йывăр туятпăр», — теççĕ мăнукĕсем. Чи кĕçĕн мăнукĕ, Зоя Никоноровна кĕçех 70 çул тултарать, шкулта тирпейлÿçĕре ĕçлет. Вăтам мăнукĕ Антонина Бакалова 75 çул тултарчĕ. Вăл та çулталăк каялла çеç ĕçлеме пăрахрĕ. Мăнукĕсем те тăрăшулăхĕпе асламăшĕпе аслашшĕнчен юлмаççĕ. «Мĕн акан, çавă шăтать», — тесе ахаль каламан ваттисем.
Ялти 2-мĕш пуян — Сергей Демьянович. Ывăлĕ Леонид 80 çултан иртсен 2012 çулта вилчĕ. Вăл ашшĕне кулаксен йышне кĕртнĕ вăхăтра 8 çулти ача пулнă. Юлашкинчен ĕнине илсе тухса кайнă чухне арçын ача: «Хăварăр-ха ĕнене, унсăрăн мĕнле тăранса пурăнас», — тесе макăрса ĕне хÿринчен тытса чупнине калатчĕç ялти çынсем. Амăшĕ нумаях та пурăнайман, куляннипе хĕне кайса вилнĕ. Леонид аппăшĕпе йыснăшĕ патĕнче Шупашкарта çитĕннĕ. Вĕсене ырăпа асăнатчĕ. Эпир унпа хулара тĕл пулсан яланах калаçаттăмăр. Вăл каçхи шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ, мастера вĕренсе тухнă, В.И.Чапаев ячĕллĕ заводра ĕçленĕ. Унта профком председателĕ пулнă. Ĕçе йĕркеллĕ, типтерлĕ, тимлĕ пурнăçланăшăн наградăсене тивĕçнĕ.
Пирĕн ялта колхоз правленийĕ йышăннипе 1978 çулта Сергей Демьянов кĕлетĕнчен клуб туса лартрĕç. Халĕ çав клубра савăнма çамрăксем те çук.
Алевтина ФЕДОРОВА.