Комментари хушас

21 Çу, 2016

«Хыпар» никĕслевçине сума суса

Чăвашран тухнă пĕрремĕш профессор Николай Никольский çуралнăранпа кăçал 138 çул çитрĕ. Çавна май Николай Васильевич çуралнă тăрăхра — Муркаш районĕнчи Купăрляра — савăнăçлă уяв иртрĕ.

Паллă ăсчах çуралса ÿснĕ вырăна пырса кĕме те кăмăллă. Илемлĕ вырăнта вырнаçнă ял. Варринче — кÿлĕ. Шăпах ун хĕрринче — Николай Никольский ячĕллĕ парк. Çÿллĕ чăрăшсемпе хырсен хушшинче чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕн пĕрремĕш редакторĕн бюсчĕ вырнаçнă. Шăпах ун умне пухăнчĕç те ял çыннисемпе хăнасем, ырă сăмахсем каласа чĕрĕ чечексем хучĕç. Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче кунта пухăнса Николай Васильевичăн çуралнă кунне паллă тăвасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

Митинга Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Никифорова уçрĕ. Вăл ял халăхĕ паллă ентешĕпе мăнаçланнине палăртрĕ.

— Ачаран çак ялта çуралса ÿснĕ май Николай Никольский çуралнă кунне епле паллă тума тытăннине те ас тăватăп. Пĕрремĕш хутчен эпĕ ун çинчен 10 çулта чухне илтнĕ. Шкулта, шел те, пире ун пирки нимĕн те каласа кăтартман. Ун çинчен эпĕ тĕпчевçĕсен ĕçĕсемпе паллашса пынă май нумайрах та нумайрах пĕлсе пыратăп. Вăл чăннипех те мухтава тивĕç. Паянхи кун та хăйĕн ятне ямасăр, пысăк ĕçĕпе пире, Муркашсене, малалла талпăнма, ĕçлеме хистет. Вырăнта пурăнакансен уйрăмах ĕçе тĕплĕ тума вĕренес пулать, — терĕ Муркаш район пуçлăхĕ Игорь Николаев.

«Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Михаил Арланов Купăрля «Хыпарçăсемшĕн» сăваплине, Николай Никольский ĕçĕ чăваш халăхĕшĕн вышкайсăр пысăккине палăртрĕ.

— Николай Васильевич яланах пирĕнпе. Унăн портречĕ те пире куллен пăхса-сăнаса тăнăн туйăнать. Николай Никольский пире пулăшнине, унăн пехилне туятпăр, — сăмах илчĕ Михаил Михайлович.

Паллă таврапĕлÿçĕ, Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн ертÿçи Евгений Ерагин ăсчахăмăра сума суса унăн çуралнă кунĕнче Чăваш гуманитари ăслăлăхĕсен кунĕ тесе йышăнма пĕлтĕрех сĕннĕччĕ. Кăçал та вăл çак шухăшах палăртрĕ.

«Хыпар» хаçат тилхепине 23 çул тытса пынă Алексей Леонтьев кăçалхипе чăвашсен пĕрремĕш профессорĕн çуралнă кунне 21-мĕш хутчен паллă тунине каласа кăтартрĕ.

Митинг хыççăн паркра илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ.

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.