Комментари хушас

20 Çу, 2016

Чăвашăн ташши миçе-ши?

Çак калаçăва пуçарма нумаях пулмасть тĕп хулари «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра кун çути курнă «Вăйăра» кĕнеке хистерĕ. Ытти кăларăмран уйрăларах тăрать вăл. Унта чăвашсен вăйă ташшипе паллаштарнă. Ташă та, тĕрĕ те, юрă та, сăмах пекех — халăх пултарулăхĕн иксĕлми пайĕ. Апла пулин те чăваш ташши çинчен питех пĕлсе каймастпăр, çавăнпа ку енĕпе кашни çĕнĕ хыпар ылтăн пекех хаклă. Çакă та паллă: революциччен те, ун хыççăн та чăваш ташшине тĕпчекенсем тата сцена çине кăларакансенчен ытларахăшĕ урăх халăх çыннисем пулнă. Вĕсем пит тарăн тĕпчеменни пуриншĕн те паллă: майне те пĕлмен тата кăмăлĕ те пулман-тăр. Ахах-мерчен пек хаклă кĕнеке авторĕ — республикăри паллă педагог-балетмейстер, этнолог, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Милютин. Владимир Аркадьевичпа асăннă кăларăм, çавăн пекех чăваш халăх ташшисем çинчен калаçрăмăр.

— Вунтăххăрмĕш ĕмĕрте вырăссен паллă писателĕ Н.Гарин-Михайловский чăвашсен вăйă карти пирки çапла калани пур: «...Хĕр­сем алăран çавăтăнса вăйă картине тăчĕç, çурма çаврăм туса пĕр-пĕрин хыççăн хуллен те çăмăллăн утса кайрĕç, юрлама пуçларĕç... Пĕр утăмне вăрăмрах турĕç, чарăнчĕç, унтан тепĕрне васкамасăр куçарчĕç. Кунашкаллине эпĕ халиччен курман. Сцена çинче курнă-ха, балетра, оперăра. Анчах ку балет та, опера та мар, ку — пурнăç». Чăваш хореографийĕ чăннипех пурнăçпа тачă çыхăннă-ши? Теприсем ташăра авалхи ритуал йĕрĕсене те палăртаççĕ.

— Эпĕ те çак шухăш-кăмăлпах пурăнатăп. Хамăн ăслăлăх ĕçĕсенче чăваш ташшин чи пĕлтерĕшлĕ саманчĕсене палăртма май килчĕ. Вĕсем: ура шуса пыни, урапа таптани; алă çупни тата çаврăнни. Çаксем аваллăхран килекен пулăмсемпе çыхăннине лайăх палăртаççĕ. Кашнин пиркиех тĕплĕн чарăнса тăма пулать. Сăмахран, алă çупнине вĕçенкайăк çунатне силленипе, усал чунсене хăваласа кăларнипе танлаштармалла пулĕ. Чăваш ташшинчи çаврăну та мифологипе çыхăннă, ташăçă уçă хутлăхра çаврăнни чĕрчунсем пылчăкран, тусанран, шывран тасалма хăтланса силленнине, кивĕ пурнăçран çĕнни патне ăнтăлнине аса илтерет.

— Эсир чăваш ташшине тĕпчеме тытăннин сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă?

— Мускавра вĕреннĕ вăхăтра пирĕн ташăсем çинчен çырса кăтартнине вуласа пĕлес тесе тĕрлĕ библиотекăна çитсе куртăм, анчах унашкал литература питĕ сахалччĕ. Çавăнпа хам пуçăнтăм çак ĕçе. 1971-1973 çулсенче çуллахи каникулта республикăри районсем тăрăх çÿрерĕм, халăх ташшисене тĕпчерĕм, çырса, ÿкерсе илтĕм. Иртнĕ ĕмĕрĕн сакăрвуннăмĕш çулĕсен варринче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçченĕсемпе Ульяновск, Самар облаçĕсенче, Тутарстанра каллех чăваш ташшисене тĕпчес тĕллевпе экспедицире пултăм. Пирĕн халăх мĕн тĕрлĕ пуяннинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм.

— Çапла майпа миçе ташша çĕнĕ пурнăç парнелерĕр?

— Монографире 68 ташă-вăйă карти çинчен çырса кăтартнă. 48-не кĕнекесенче пичетлесе кăларма хатĕрлесе çитернĕ, 30-тан ытларахăшне расшифровка тунă.

— «Вăйăра» кĕнекен тĕллевĕ пархатарлă.

— Тĕнче тăрăх сапаланнă йăхташсем тĕлпулусенче ансат ташăсен кĕнеки кирлине темиçе те асăрхаттарнă. Шăпах вĕсен сĕнĕвне шута илсе пурнăçланă та ĕнтĕ çак кăларăма. Халăх пултарулăх коллективĕсенче ташлакансемпе вĕсен ертÿçисен — хормейстерсемпе балетмейстерсен — ал айĕнчи методикăпа практика пособийĕ пуласса питĕ шанатăп. Унта çырса кăтартнă композиципе пĕрлехи хорсемпе хореографи ансамблĕсен концерт программинче усă курма пулать. «Вăйăра» постановкăпа çавăн пекех пултарулăх коллективĕсем Акатуя, массăллă культурăпа курав акцийĕсене, тĕрлĕ мероприятие илем кÿрĕç. Ташлаканĕсем те тĕрлĕ çултисем — ачасенчен пуçласа аслă ăрурисем таранах.

Çак ташăра — несĕлсем хывнă, çĕр-çĕр çул ламран лама парса пынă йăла-йĕрке ахах-мерченĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн, пурнăç улшăнса пынă май ташă та аталаннă, улшăннă, çапах шăнăрĕ упранса юлнă.

Постановкăн музыка никĕсĕнче — чăваш композиторĕн Анатолий Тогаевăн Аркадий Ĕçхĕл сăмахĕпе çырнă «Вăйăра» юрри. Кĕнекере ташша ултă мăшăр /6 каччăпа 6 хĕр/ валли ăнлантарса çырса кăтартнă. Ăна пуçласа Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Урхас Кушкăри «Савăнăç» ансамблĕн ташă ушкăнĕ ташланă.

— Кĕнеке вулаканĕсемпе кураканĕсене мĕнпе савăнтарас терĕр?

— Ку ташша пĕр-пĕр йышпа лартас текене питĕ çăмăл пулĕ: кĕнекере ÿкерчĕксемпе тĕрлĕ тĕслĕ сăнÿкерчĕксем çеç мар, диск та пур. Ăна ярсан шăпах «Савăнăç» фольклор ансамблĕ ташланине курĕç.

— Эсир çак кăларăма чăваш ташшипе кăсăкланакан ют çĕршыв çыннисем валли те хатĕрленĕн туйăнать, мĕншĕн тесен унăн ятне, умĕнче-вĕçĕнче каланисене икĕ чĕлхепе кăна мар, акăлчанла та çырнă.

— Çапла, виçĕ чĕлхепе кăларма май килчĕ кĕнекене. Акăлчанла В.Платонов куçарчĕ. Кĕнеке хуплашкине тата ташă дискĕн питне Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Праски Витти илемлетрĕ. «Аксар» студи ертÿçи А.Иванов-Сĕрмек диск хатĕрлесе пачĕ. Меллĕ самантпа усă курса пурне те пысăк тав сăмахĕ калатăп.

Надежда СМИРНОВА

калаçнă

Пирĕн справка

Владимир Милютин — чăваш халăх хореографийĕн тĕпчевçи — 1948 çулта Куславкка районĕнчи Мушар ялĕнче çуралнă. 1975 çулта Мускав патшалăх культура институтне пĕтернĕ. «Чувашская народная хореография. Хороводы» монографи авторĕ, чăваш халăх сцена, çавăн пекех фольклор ташшисемпе 50 яхăн ăслăлăх ĕçĕ çырнă. Архив материалĕсен никĕсĕ çинче Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн ылтăн фондне кĕнĕ çак ташăсене çĕнетнĕ: «Ухинккел юрри-ташши», «Шурă çĕмĕрт çурăлчĕ», «Шапăртăк», «Ĕмĕрлетпĕр ĕмĕре», «Аххаяс», «Хора тяппа». Вĕсемпе Раççей кураканĕсем кăна мар, Испани, Итали, Франци, Бельги, Турци, Египет, Аслă Британи, Япони, Мексика, АПШ халăхĕсем паллашнă.

Геннадий ДЕГТЯРЕВ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ:

— Пирĕн халăхăн çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах теççĕ. Ташши вара миçе-ши чăвашăн? Хăш ташшине пирĕн халăхăн уйрăлми палли, унăн «паспорчĕ» теме пулать? Акă, калăпăр, украинсен гопак пур, белоруссен — лявониха, поляксен полькăпа краковяк, аргентинсен — танго, Кавказ халăхĕсен — лезгинка. Пирĕн вара хăшĕ: линкка-линкка-и, аххаяс-и, шапăртăк-и?

Пултаруллă ташă ăсти В.А.Милютин этнохореограф тата балетмейстер 30 çул ытла халăх ташшисене пухать, тишкерет, лартать, тĕнче умне кăларать. Çавна май чăваш хореографине хăт кĕртет: манăçса пыракан паха енĕсене çĕнĕ вăй парать, чăвашлăха пăсакан хусканусене пăрахăçлама тăрăшать. Владимир Аркадьевичăн кĕнекисемпе ăслăлăх статйисене вуламаннисем те вăл сцена çине кăларнă «Ухинккел юрри-ташшине», «Шапăртăка», «Аххаяса», «Хора тяппана» тата ытти хÿхĕм ташша курнах пулĕ. Вĕсем Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн, «Уявăн» тата ытти пултарулăх коллективĕн репертуарне кĕнĕ.

Халь акă Владимир Милютин «Вăйăра» кĕнекепе савăнтарчĕ. Унта карталанса ташламалли уяв ташшине сăнласа кăтартнă.

Зинаида КОЗЛОВА, ЧР, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ Правительствин “Раççей чунĕ” преми лауреачĕ, “Уяв” фольклор ансамблĕн ертÿçи:

— Владимир Аркадьевичпа туслă çыхăну тытса ĕçлетпĕр. Чăваш халăх пултарулăхне тĕпчес тĕлĕшпе пĕрле темиçе экспедицире пулнă, вăл ташăсене тĕпченĕ, эпĕ — халăх юррисене. Çапла майпа Тутарстанран, Пушкăртстанран питĕ пуян материалсемпе таврăннă. Вăл çĕнетнĕ “Сăпка ташши”, “Ухинккел ташши”, “Сăра ташши”, “Етĕрне ташши” тата ыттисем “Уяв” ансамблĕн программине илем кÿреççĕ.

Владимир Милютин пекки пирĕн урăх çук. Паллах, балетмейстерсем пур-ха, анчах педагог, тĕпчевçĕ питĕ сахал. Эпĕ ун умĕнче пуçăма таятăп.

Юрий ВАСИЛЬЕВ, Раççей халăх артисчĕ, Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн пултарулăх ертÿçи:

— Владимир Милютин тăван халăх йăли-йĕркине уçса панисĕр пуçне наукăра питĕ кирлĕ ĕçсем тăвать. Унăн кашни кĕнеки пĕлтерĕшлĕ, кĕмĕлпе тан. Вĕсенче ташă çинчен пĕтĕмпех ăнлантарса панă: мĕнле кĕвĕпе ташламалла, мĕнле хусканусем тумалла...

Владимир Аркадьевичпа вун-вун çул çыхăну тытатăп. Ансамбльте лартнă ташшисем тĕнчен пур кĕтесне те çитсе курнă, унти халăхсене хăйĕн хÿхĕмлĕхĕпе, хĕрÿлĕхĕпе, илемлĕхĕпе тыткăнланă. Малашне те тухăçлă ĕçлесчĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.