Комментари хушас

18 Çу, 2016

ТЕХĔМЛĔХ ХУШСА ĔÇЕÇÇĔ

Инди медицининче ĕне сĕтне пысăка хурса хаклаççĕ, вăл этем организмне сиплĕ витĕм кÿрет тесе шухăшлаççĕ. Сывлăхшăн усăллă хăватне вăйлатма унта техĕмлĕхсем хушаççĕ. Ăна талăкăн тĕттĕм вăхăтĕнче — хĕвел ансан тата хĕвел тухиччен — ĕçсен кăна организм уйрăмах лайăх йышăнать иккен.

  • Пĕтĕмĕшле рецепт. 1 стакан сĕте пăтратсах тăрса вĕреме кĕртмелле те çулăм çинчен илмелле. Ăшă сĕте хăвăра кирлĕ техĕмлĕхе ямалла, пыл хушма юрать. Шĕвеке кислородпа пуянлатма, усăллă енĕсене вăйлатма техĕмлĕх хушнă чухне пăтратсах тăмалла. Сиплĕ сĕте ĕçнĕ хыççăн нимĕн те çимелле мар.
  • Метеоризм аптратсан, шыçнине, ыратнине ирттерме, шăк тухассине вăйлатма, иммунитета лайăхлатма сĕте фенхелĕн тÿнĕ вăррине хушмалла. Çак сĕте куллен ĕçсен апат ирĕлесси лайăхланать, пите илемлĕ тĕс кĕрет. Кăмăл пусăрăнсан, вăй чаксан фенхель вăррипе пĕрле кардамонăн тÿнĕ вăррине хушма юрать.
  • Канлĕ çывăрма, ыйхă вĕçес­рен хÿтĕленме сĕте пĕр виçепе илнĕ ырă шăршăллă пăрăçпа гвоздика хутăшне пĕр чĕптĕм ямалла. Çак техĕмлĕхсене хушнă сĕт лăплантаракан, шăнса пăсăлнинчен сиплекен витĕм те кÿрет, мĕншĕн тесен гвоздика — тахçантанпах паллă хăватлă антисептик.

Енчен те çак техĕмлĕхсен тутине килĕштерместĕр пулсан пĕр чĕптĕм мускат мăйăрĕ хушни те асăннă витĕмпе палăрать.

  • Вар-хырăм, пĕвер, пÿре, ват хăмпин ĕçне йĕркене кĕртме, энерги пухма корица пулăшать. Ăна 1 стакан сĕте пĕр чĕптĕм ярса ĕçни те çителĕклĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.