Яла аталантарас ыйтусем яланах тĕп вырăнта
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне, Раççей Федерацийĕн суту-илĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне Валерий Павлова республикăра лайăх пĕлеççĕ. Вăл кооператорсем вырăнти халăха таварпа, пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен район центрĕсенче, ялсенче час-часах пулать. Потребительсен кооперацийĕнче Валерий Павлов 40 çул ĕçлет, çав шутра — 15 çул Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕнче. Çавна май ял çыннисен пурнăçне, йывăрлăхĕсене, шухăш-кăмăлне хăй курса-пĕлсе тăрать.
— Валерий Михайлович, саккун тăрăх республика парламенчĕн кашни созывĕн ĕç-хĕлĕ пилĕк çула тăсăлать. Сирĕншĕн асăннă тапхăр мĕнпе палăрчĕ?
— Çулсем питĕ хăвăрт иртеççĕ, сиссе юлма та çук. Тĕрĕссипе, çак тапхăр маншăн кăтартуллă тата тухăçлă пулчĕ. Республикăн саккун кăларакан влаçĕнче ĕçлени, Министрсен Кабинечĕпе, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе çирĕп çыхăну тытни куллен тĕл пулакан çивĕч ыйтусене татса пама пулăшаççĕ. Ку вăл — çулсем те, пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерни те, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсем те, ытти те.
Республикăна, ял территорийĕсене аталантарас ыйтăва паян ЧР парламентĕнче кăна çĕклемеççĕ. Республика делегацийĕн йышĕнче 2012 çулта Ĕпхÿре иртнĕ аграри форумне хутшăнма тÿр килчĕ. Владимир Путин хутшăннă пленарлă ларура ялăн социаллă аталанăвĕпе çыхăннă, хушма хуçалăхсене пулăшас ыйтусемпе тухса калаçрăм. Ял аталанăвĕн ыйтăвĕсене, уйрăммăн илсен, ялсем пĕтсе пынине, квалификациллĕ кадрсем çуккине, патшалăх ял хуçалăхне çителĕксĕр пулăшнине, Ял кооператорĕсен Пĕтĕм Раççейри с±ездĕнче те сÿтсе яврĕç. Федераци органĕсен представителĕсем чылай сĕнĕве шута илсе тивĕçлĕ йышăнусем туни савăнтарать.
Патшалăх Думин Экономика политики, инноваци аталанăвĕ тата предпринимательство, Регион политики тата Çурçĕрпе Инçет Хĕвелтухăç ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕсен ларăвĕсене пĕрре кăна мар хутшăнма, агропромышленноç комплексне аталантарас, пĕчĕк ялсене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес, ялти потребкооперацие пулăшас ыйтусемпе тухса калаçма та май килчĕ. Раççей планетăн типçĕрĕн пĕрре-саккăрмĕш пайĕнче вырнаçнă, çавна кура пысăк мегаполиссене кăна мар, монохуласене, райцентрсене, ялсене аталантарни те пĕлтерĕшлĕ. Кирлĕ инфратытăм йĕркелемелле, ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтермелле, килти хушма хуçалăхсене аталантармалла. Кĕркунне 4-6 соткăран пахчаçимĕç пухса кĕртни те аван паллах. Çĕр çинче чакаланас туртăм пирĕнте ген енчен çырăнса юлнă. Çавăнпа çамрăксене яла таврăнма условисем туса памалла: çуртсем пушă ан ларччăр, ачасен кулли илтĕнтĕр, çарансем çинче выльăх-чĕрлĕх йышлă пултăр.
— Депутатсенчен чылайăшĕ — сирĕн пекех “Единая Россия” парти членĕ. Анчах тĕрлĕ ыйтупа, çав шутра комиссисен ларăвĕсенче те, хĕрÿ тавлашу нумай пулать...
— Паллă ĕнтĕ, тĕрĕслĕх тавлашура çуралать. Чăн та, Патшалăх Канашĕн хальхи йышĕнчи 42 депутатран 33-шĕ Пĕтĕм Раççей “Единая Россия” политика партийĕнче тăрать. Республикăри çивĕч ыйтусене лайăх пĕлнĕ, ăнланнă май парти пуш сăмахсем каласа “вылямасть”, шантарнине пурнăçа кĕртессишĕн ĕçлет. Паллах, татса парайман ыйтусем те юлаççĕ-ха, ку — пурнăç. Çапах та паянхи кăткăс условисенче шайлашу, йĕркеллĕ килĕшÿ тупма пултармалла, мĕншĕн тесен медицинăна та, вĕрентĕве те, ытти отрасле те модернизацилес, хушма укçа-тенкĕпе тивĕçтерес, инноваци технологийĕсене аталантарас тĕлĕшпе ĕçлемелли питĕ нумай. Сăмах май, ытти регионти коллегăсем асăрханă тăрăх, пирĕн республикăри хальхи депутатсен корпусĕ саккунсем кăларас ĕç-хĕлне пысăк шайра пурнăçласа пырать.
— Хăвăрăн депутат тивĕçĕ пирки каласа парсан аванччĕ. Сирĕн пата тĕрлĕ ыйтупа пыракан сахал мар пулĕ?
— Бюджет, финанс, налуксем енĕпе тата Патшалăх строительстви, вырăнти хăйтытăмлăх, регламент, депутат этики енĕпе ĕçлекен комиссисен членĕ пулнă май çынсене час-часах йышăнатăп. Манăн общество йышăнăвĕн пÿлĕмне халăх нумай пырать.
Çынсем ыйтнипе Муркаш районĕнчи Нискассинче, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинче аптека пункчĕсем, Çĕрпури çĕнĕ микрорайонта “Солнечный” суту-илÿ комплексĕ, Етĕрне районĕнчи Мăн Явăшра, Советскинче, Çĕнĕ Тенĕмре, Муркаш районĕнчи Тереçре лавккасем уçрăмăр.
“Рубин”, “Заря” хоккейпа футбол командисене, Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутайри пултарулăх коллективĕсене спонсор пулăшăвĕ патăмăр. “Присурье”, “Хастар” физкультура-сывлăх комплексĕсем, шкулсен спорт залĕсем валли — спорт оборудованийĕ, ача сачĕсем валли сĕтел-пукан тата теттесем туянтăмăр. Пушара пула инкек тÿснĕ çынсене, нумай ачаллă çемьесене, сусăр ачаллă çемьесене пулăшма укçа-тенкĕ уйăртăмăр.
“Единая Россия” партин регион уйрăмĕпе пĕрле Чăвашпотребсоюз кашни Çĕнĕ çул умĕн “Ачасене — шăккалат” ыркăмăллăх акцийĕ ирттерет. Интернатсене, социаллă ытти учреждение çулсерен 10 пин ытла плитка шăккалат ăсататпăр. Юлашки çулсенче Хĕрлĕ Чутай тата Етĕрне районĕсенче раштав елкисем ирттересси йăлана кĕчĕ. Вĕсене сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене чĕнетпĕр, кашнинех пылак парнесемпе савăнтаратпăр. Артистсем ачасене юмах тĕнчине йыхравлаççĕ. Уяв вĕсемшĕн чылайлăха асра юлать. Пирĕн, аслисен, ачасем телейлĕ ÿсчĕр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тумалла.
— Эсир республикăри 8 пине яхăн çын ĕçлекен Чăвашпотребсоюза ертсе пыратăр. Ертÿçĕ тата çирĕп хуçа опычĕ ĕçре пулăшать-и?
— Паллах. Потребкоопераци, тĕпрен илсен, яланах ялта ĕçленĕ. Ял çыннисене ытлашши продукцие вырнаçтарма пулăшнă, ял хуçалăх продукцине тирпейленĕ, таварпа, пулăшупа тивĕçтернĕ. Халĕ коопераци организацийĕсем килти хушма хуçалăхсене аталантарма пулăшас тĕллевпе сысна çурисем, кайăк-кĕшĕк чĕпписем, комбикорм, удобрени сутаççĕ. Пĕлтĕр ял халăхне коопераци организацийĕсене панă ял хуçалăх продукцийĕшĕн 658 миллиона яхăн тенкĕ тÿленĕ. Çĕр çинче ĕçлекенсемшĕн ку хушма тупăш япăх мар темелле.
Юлашки 5 çулта кăна пурлăх-техника базине аталантарма 1,4 миллиард тенкĕ уйăртăмăр, 140 çĕнĕ об±ект — кафесем, лавккасем, хатĕрлев комплексĕсем, производство предприятийĕсем, аптекăсем — турăмăр. Ку çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, ялти инфратытăма пуянлатма май парать. Çул, лавкка, шкул пулсан çамрăксем яла таврăнаççех.
Раççей Центросоюзĕ ирттернĕ экономика ăмăртăвĕнче 2015 çулшăн Чăвашпотребсоюз ĕç-хĕле пĕтĕмĕшле аталантарас енĕпе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çак çитĕнÿ пирĕн пĕтĕм коллектив инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртес, производствăна модернизацилес, пурлăх-техника никĕсне упраса хăварас тĕлĕшпе тăрăшса ĕçленин тата пире ĕçре регион, муниципалитет влаç органĕсем, район Пухăвĕсен депутачĕсем, тавар туянакансем, пайçăсем пулăшса пынин кăтартăвĕ пулнине палăртмалла. Çак шанăç пирĕншĕн калама çук хаклă.
— Кăçалхи çула республикăра Ĕç çыннине халалланă. Эсир те ÿсĕм картлашкипе чи аялтан хăпарма пуçланине пĕлетпĕр.
— Пирĕн çемьере яланах кирек мĕнле ĕçе те хисепленĕ. Пире анне, Александра Дмитриевна, çакăн пек воспитани парса ÿстернĕ. Кукаçи фронта кайсан 16 çултискер пĕчченех юлнă, пилĕк шăллĕ-йăмăкне пăхса ÿстернĕ. Атте те, Михаил Семенович, çамрăклах ĕçлеме пуçланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче аслă сержант званийĕпе оруди командирĕ пулса Хĕвеланăç тата Хĕвелтухăç фронтсенче çапăçнă. Ăна “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн”, “Кенигсберга илнĕшĕн”, “Германие çĕнтернĕшĕн”, “Японие çĕнтернĕшĕн” медальсемпе наградăланă. Хăй вăхăтĕнче эпĕ грузчикра та, котельнăй газооператорĕнче те ĕçлерĕм. Кашни çулах студентсен бригадин йышĕнче Алтая водопровод хума каяттăм. Атте-аннене пире ĕçе хисеплеме, яваплă пулма вĕрентсе çитĕнтернĕшĕн чĕререн тав. Вĕсем тĕрек парса тăнипех шкул çулĕсенчех комсоргчĕ. Вăхăчĕ çăмăл пулман-ха. Студент чухне вĕренме те, ĕçлеме те ĕлкĕреттĕмĕр. Мурманск облаçĕнче вăрман та юхтарнă...
Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн малтанлăха Шупашкарти промышленноç тракторĕсен заводĕнче экономистра ĕçлерĕм, унтан атте вилнĕ хыççăн унăн çулĕпе кайма шухăшларăм. Шăпах вăл пирĕн çемье ĕç династине никĕслекенĕ пулса тăрать, пирĕн династин потребительсен кооперацийĕнчи пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ икçĕр çулран та иртрĕ ĕнтĕ. Чăвашпотребсоюзра та, республикăри ытти предприятипе организацире те çакăн пек династи нумай. Вĕсем республика мăнаçлăхĕ пулса тăраççĕ тесе шухăшлатăп.
— Эсир — Раççей Центросоюзĕн Канашĕн членĕ, Чăваш Ен Суту-илÿпе промышленноç палатин членĕ, республикăри Потребительсен ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен канаш членĕ, Федераци налук служби çумĕнчи Общество канашĕн членĕ, тата ытти те... Пĕтĕм тивĕçе пурнăçлама мĕнле ĕлкĕретĕр?
— Пирĕн атте-анне, асаттесем, мăн асаттесем мĕнле ĕлкĕрнĕ-ха? Колхозра шуçăмран пуçласа хĕвел аниччен ĕçленĕ, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă, ачисене ÿстернĕ... Çыннăн тĕллев пулсан вăл ăна пурнăçа кĕртме яланах вăхăт тупать. Спорт та пулăшать. Эпĕ пĕчĕкренпех ачасемпе çамрăксен шкулне йĕлтĕр секцине çÿреттĕм. Хамăн тренера, РСФСР тава тивĕçлĕ тренерне Владимир Григорьева, паянхи кун та чĕререн тав тăватăп. Вăл Олимп вăййисен чемпионне Владимир Воронкова, Раççей призерне тата чемпионкине Дина Григорьевăна, 40 ытла СССР спорт мастерне воспитани панă. Физкультурăпа спорт дисциплинăна çирĕп пăхăнма, кирек мĕнле йывăрлăха та парăнтарма хăнăхтараççĕ.
Пĕлетĕр-и тата, ял çыннисемпе тĕл пулнă, вĕсенчен ялти лавккана сыхласа хăварма /вăл тахçантанпах тăкаклă ĕçлесен те/, çул тутарма май тупнăшăн “тавах” тесе каланине илтнĕ хыççăн малалла тата хавхаланарах ĕçлеме вăй хушăнать. Парне парасси ăна илнинчен чылай кăмăллăрах.
Надежда АНТОНОВА
калаçнă