Кун йĕркинче каллех - пĕчĕк шалу
Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ юнкунхи ларăвĕн кун йĕркинче икĕ теçетке ытла ыйту пулчĕ. Нумайăшĕ пирки ытла пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн — Правительствăн унчченхи йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртессипе çыхăннăскерсем. Тĕп ыйтусен шутĕнче вара Информполитика министерствин пĕлтĕрхи ĕçĕ çинчен тунă отчет пулчĕ.
Александр Иванов министр хăй ертсе пыракан тытăмăн тĕрлĕ енлĕ ĕçĕпе тĕплĕ паллаштарчĕ. Ведомство яваплăхĕ анлă — универсаллă электрон карточкисенчен пуçласа МИХсем таранах. Регионăн патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсене электрон никĕсĕ çине куçарасси те — унăн сфери. Паян республикăра 94 пулăшу ĕçне электрон мелĕпе кÿреççĕ, вĕсемпе граждансен 40% усă курать — меллĕ, хăвăрт.
Информацин техника хÿтĕлевĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ака уйăхĕнче Чăваш Енре Мускав ку енĕпе тĕрĕслев ирттернĕ, республикăра çак сферăра пысăк ĕç пурнăçланине çирĕплетнĕ. Сыхлăх кирли вара куçкĕрет. Александр Степанович пĕлтернĕ тăрăх — 2015 çулта Чăваш Енре влаç тытăмĕсен ЭВМĕсене вируссемпе сиенлеме тăнипе çыхăннă 923 тĕслĕх пулнă. Патшалăхăн 8 органĕн компьютер программисене сиенлеме пултарнă. Тата — тĕрлĕ сервиса витĕм кÿме тăнă 2,5 миллион тĕслĕх. Ытларах тĕслĕхре ют çĕршывсенчен /Сингапур таранах/ çапла витĕм кÿме хăтланаççĕ иккен.
Хуласенче мобильнăй Интернет тĕлĕшпе паян чăрмав çук, ялсенче вара ку енĕпе ĕçлемелли пур-ха. Федерацин цифра телекуравне хута ямалли программине пурнăçласси пирки те сăмах пулчĕ. Шел те, Чăваш наци телекуравĕн кăларăмĕсене республикăн кăнтăр-хĕвеланăç енче çав-çавах пăхаймаççĕ-ха. Спутник урлă трансляцилесси ытла та хакла ларать, кабель тăрăх Интернет урлă кăтартас — ку та йÿнĕ мар. Хăйсен телекуравĕ тĕлĕшпе нумай регионăн çивĕчлĕх пуррине кура пурте вĕсене уйрăм мультплекс тытăмне кĕртме ыйтаççĕ — çак ыйтăва татса парсан пирĕн патра та çивĕчлĕх сирĕлмелле. НацТВ, Нацрадио, Тăван радио талăкĕпех ĕçлеççĕ. Телекурав хальлĕхе талăкра 7 сехете кăна хăйĕн кăларăмĕсемпе йышăнать. Нацрадиона вара малтанах унăн кăларăмĕсене Шупашкарта итлемессине тĕпе хурса йĕркеленĕ.
Пичет кăларăмĕсене илес-тĕк — райхаçатсем хăйсен позицийĕсене çухатмаççĕ-ха, республика хаçачĕсен тиражĕсем вара чакса пыни сисĕнет. Çакна министр почта тăкакĕсем пысăкланнипе сăлтавларĕ — çырăнтару хакĕн 70-75% шăпах вĕсем йышăнаççĕ. Хула Интернета «чăмнă», ялсенче вара пичет кăларăмĕсем кирлех — халăх шăпах вĕсене шанать. Сăмах май, иртнĕ çул вĕçĕ тĕлне Чăваш Енре 177 массăллă информаци хатĕрĕ пулнă. Паян — 154. Цифра пĕчĕкленнине Александр Иванов хăшпĕр МИХ вăхăтлăх, пĕлтĕрхи суйлав тĕлне йĕркеленĕскерсем, пулнипе ăнлантарчĕ. Суйлав иртнĕ те — текех кирлĕ мар, хупăннă.
Отчета ырларĕç, кун йĕркинчи ыйтусене малалла тишкерчĕç. Ял хуçалăх çĕрĕсене ытти тĕллев валли куçарасси аплах тавлаштаракан марччĕ — ку хутĕнче кĕтмен çĕртен самай хивре калаçу пулчĕ. Лаптăксен шутĕнче нефтепроводсем валли куçармаллисем те пур. Михаил Игнатьев çĕр айĕнчен иртекен пăрăхсен лаптăкĕсенче çумкурăк ашкăрмалла марри пирки асăрхаттарчĕ. Пурлăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева вĕсене акни-сухалани пирки калани тивĕçтермерĕ. «Ветерансем мана пушă выртакан лаптăксем пирки тарăхса калаççĕ, — терĕ Михаил Игнатьев. — Ман çÿллĕш хытхура ашкăрать! Унашкалли ан пултăр».
Тепĕр лаптăк — Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнчи сĕт завочĕ йышăнаканскер. Наталья Тимофеева вăл ăнăçлă ĕçлени çинчен каларĕ. Планĕсем те пысăк-мĕн: кĕçех типĕ сĕт кăларма пуçласшăн, сыр производствине йĕркелесшĕн. 31 çын вăй хурать, уйăхри вăтам шалу... 8 пин тенкĕпе танлашать. Республика Пуçлăхне шăпах ĕç укçин виçи кăмăлсăрлантарчĕ: «Мĕншĕн ытла та пĕчĕк? 8 пин тенкĕ — питĕ сахал, ку укçапа çынна ĕçлеттереймĕн. Эппин, ĕç укçине конвертпа тÿлеççĕ. Хăймине сĕрсе илеççĕ те ытти йывăрлăха пирĕн çине йăвантараççĕ».
Вăрттăн ĕç укçин теми сывлăх сыхлавĕн ыйтăвне сÿтсе явнă чухне те çиеле тухрĕ. Чăваш Енĕн «тĕп врачĕ» Алла Самойлова сывлăх сыхлавĕ валли уйăракан укçа виçи пысăкланни — пĕтĕмпе 12,3 миллиард тенкĕрен иртни — пирки каланă май ЧР Пуçлăхĕ республикăра пурăнакан кашни çын пуçне тивекен тăкаксемпе кăсăкланчĕ. Уçăмлă хурав пулчĕ: Медстраховани фондĕнчен — 9,9 пин тенке яхăн, республика бюджетĕнчен — 1,5 пине яхăн. Çапла вара çулталăкра кашни çын пуçне пĕтĕмпе 11,3 пин тенкĕ тивет.
Çивĕч тĕп ыйту — официаллă майпа ĕçлеменнисем йышли. 162 пин çын хыснана пĕр пус та налук тÿлемест. Анчах вĕсене те сиплемелле — тăкаксем бюджет çине тиенеççĕ. Министр шучĕпе, шăпах вăрттăн ĕç укçине легализацилесси — «пирĕн тĕп резерв».
— Кун пирки çур çул калаçатпăр ĕнтĕ. Çак ыйтăва эпĕ çĕршыв ертÿçисен шайĕнче çĕкленине те пĕлетĕр... Сирĕн министерство — ку енĕпе полномочи панă тытăм, — лав вырăнтан тапранманнине кура ÿпкевлĕн илтĕнчĕç Михаил Васильевич сăмахĕсем.
— «Вăрттăн ĕç укçипе» кĕрешесси пирĕн тивĕç мар-ха ĕнтĕ, — хирĕçлеме хăюлăх çитерчĕ министр.
— Çук, ку ыйту çинчен каплах сиксе анаймастăр, — сăмахне тăсрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. — Çынсене ăнлантармалла: тÿлевсĕр сипленес тесен тупăшăн пĕр пайне патшалăха памалла...
Ларура çу уйăхĕн 22-мĕшĕнчен республикăра пушартан сыхланмалли уйрăм режим туса хума йышăнчĕç. ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх — прогнозсем кăçал каллех шăрăх та типĕ çанталăк пуласса шантараççĕ, çавна май сыхлăх çирĕппи вырăнлă. Раççейĕн 55 субъектĕнче асăннă йышши режима «симĕс çутă» панă ĕнтĕ. Михаил Игнатьев вара иртнĕ кану кунĕсенче Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăм ялĕнчи пушарта 7 çын вилнине аса илтернĕ май унччен ялсенче халăх хăйĕн вăйĕпе каçхи хурал йĕркелени пирки каларĕ. Манăçнă йăлана çĕнĕрен вăй пани лайăх пулмалла. «Çавнашкал хурал пулнă-тăк, пушара маларах асăрханă-тăк, тен, инкек те çавăн пекех хăрушă пулмастчĕ, кама та пулин çăлма май килетчĕ...»
Николай КОНОВАЛОВ