Комментари хушас

13 Çу, 2016

ВИЧ-инфекцие хальлĕхе парăнтарма май çук

Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх сыхлавĕн организацийĕ йышăннипе 1983 çултанпа çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче СПИДран вилнисен кунне паллă тăваççĕ. Унăн тĕллевĕ — ВИЧ-инфекци сарăлассипе çыхăннă ыйтусем тĕлĕшпе патшалăх влаçĕн органĕсене тата халăха тимлĕрех пулма сĕнесси, çынсене хăрушă амак пирки ăнлантарасси, унран сыхланмалли майсем çинчен пĕлтересси. Çакăн пирки паянхи кăларăмра Республикăри СПИДа, инфекци чирĕсене профилактикăлакан тата вĕсемпе кĕрешекен центрăн уйрăмĕн заведующийĕ Ирина Кочерова каласа парать.

— Ирина Владимировна, СПИД енĕпе тĕнчере, Раççейре тата пирĕн хутлăхра лару-тăру паян мĕнлерех?

— Амака тупса палăртнăранпа тĕнчере ВИЧ-инфекци ернĕ 75 млн çынна шута илнĕ. Раççейре 2015 çул вĕçленнĕ тĕле унпа 1 млн çын чирленĕ, вĕсенчен 210 пинĕшĕ вăхăтсăр вилнĕ. Сăмах май, Раççей Федерацийĕнче куллен 200 ытла çын асăннă амака çаклатать.

Пирĕн республика ВИЧ-инфекци тĕлĕшĕнчен пĕчĕк шайлă регионсен шутне кĕрет, федерацин Атăлçи округĕнче 12-мĕш вырăн йышăнать. Шел те, Раççейри пекех Чăваш Енре те чирлекенсен йышĕ ÿссе пырать: регистрацилеме тытăннă малтанхи тапхăртан пуçласа 2016 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ВИЧ-инфекцин 2087 тĕслĕхне шута илнĕ. Тĕрлĕ сăлтава пула 516 çын вилнĕ. Амака мĕнпур район-хуларах тупса палăртнă, çапах Канаш хулинче, Сĕнтĕрвăрри тата Канаш районĕсенче чирлекенсен хисепĕ республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах.

— Инфекци çав териех хăрушă-и?

— ВИЧ-инфекцие — вăраха кайнă ерекен чире — çыннăн иммунодефицит вирусĕ пуçарса ярать. Иммун тытăмне сиенлесе ăна юлашки тапхăрччен /СПИДчен/ аркатать. Организма лекнĕ вирус унта яланлăх юлать тата улшăнса пырать: малтанхи вăхăтра темиçе тĕрлĕ кăнаскер кашни тĕслĕхре уйрăм пахалăхсемлĕ пулса тăрать. ВИЧ-инфекцие сараканĕ унăн кирек хăш тапхăрĕнчи амакĕпе, çав шутра — инкубаци вăхăтĕнчипе, сиенленнĕ çын шутланать. Вăл чылай çул хăйне сывă туйма, ĕçлес пултарулăхпа пурăнма, йывăрланса çитиччен — инфекци СПИДа куçиччен хăй чирлине тата ыттисене амак ертес хăрушлăх пысăккине пĕлмесен те пултарать. Диагноза ятарлă тестпа усă курса ирттернĕ тĕрĕслев уçăмлатать. Вирус юнра, ар шĕвекĕнче, вагина секретĕнче тата кăкăр сĕтĕнче тытăнса тăрать, сывă çыннăн организмне ÿтри суран, лăймака сий тата юн урлă куçать: ар çыхăнăвĕ, юн панă е илнĕ /çав шутра наркотиксене юна таса мар шприцпа янă, стерилизацилемен инструментсемпе татуировка, пирсинг, маникюр, педикюр тунă самантра/, антиретровируслă препаратсемпе хими профилактики туман çире пур хĕрарăмран çуралма ĕлкĕреймен пепкине, ача çуратнă е ăна кăкăр ĕмĕртнĕ чухне.

— ВИЧран сывалма пулать-и?

— Хальлĕхе амакран сывалма май килмест. Çĕнĕ йышши препаратсем вируса пĕтереймеççĕ, ăна сарăлма памаççĕ кăна. Çавăнпа пурнăç тăршшĕпех антиретровирус терапийĕ илсе тăмалла. Хальхи вăхăтра асăннă сиплеве республикăри 739 пациент тивĕçет.

— Хамăра тата çывăх çыннăмăрсене вирусран мĕнле хăтармалла?

— ВИЧ-инфекцие сирес тесен сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, чир çинчен тулли информаци илмелле, çемьери хутшăнусен тасалăхне упрамалла, ар çыхăнăвне тĕлли-паллисĕр кĕмелле мар, ку енĕпе яланхи шанчăклă партнер пулмалла. Чирлĕ хĕрарăмсен тата вĕсен тин çуралнă тĕпренчĕкĕсен антиретровирусăн хими терапине вăхăтра тивĕçмелле, ачасене кăкăр ĕмĕртмелле мар. Наркотикпа иртĕхекенсен сиенлĕ йăларан тĕппипех хăтăлмалла.

— Центр специалисчĕсем профилактика мероприятийĕ сахал мар ирттереççĕ-çке.

— Паллах. Санитарипе вĕрентÿ ĕçне тивĕçлипе хаклатпăр: ВИЧ-инфекци профилактикин ыйтăвĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсенче, радио- тата телекăларăмсенче тухса калаçатпăр, вĕренÿ заведенийĕсенче, предприяти-организацире, ĕç коллективĕсенче çак темăпа лекцисемпе калаçусем ирттеретпĕр, листовкăсемпе брошюрăсем салататпăр. Халăх сывлăхне çулленех скрининг мелĕпе тишкеретпĕр. 2015 çулта республикăра пурăнакансен 20 проценчĕ асăннă тĕпчев витĕр тухнă.

СПИДран вилнисен кунне паллă тунă май çу уйăхĕн 10-19-мĕшĕсенче республикăра вунăкунлăх иртет. Çак тапхăрта Пĕтĕм Раççейри ВИЧ-инфекцие тупса палăртакан тест эрни вăй илчĕ: кашниех хăй ирĕкĕпе тата тÿлевсĕр, никама пĕлтермесĕр сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарать, ун хыççăн центр специалисчĕсен консультацине тивĕçет.

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи «Лакрей вăрманĕ» культурăпа кану паркĕнче пирĕн сиплевçĕсем 11-13 сехетсенче «Спидпа чирлесе вилнисене асăннă кун» акци ирттереççĕ. Çынсем ВИЧ-инфекци çинчен тулли информаци илме, хăйсене канăçсăрлантаракан ыйтусене уçăмлатма пултараççĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.