Комментари хушас

13 Çу, 2016

Тăван кĕтесрен хакли нимĕн те çук

Вулакана паян каласа кăтартас çын çинчен нумайăшĕ илтнĕ ĕнтĕ. Сăмахăм Çĕмĕрле районĕнчи Тури Кăмаша ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Адăр Тувалкин çинчен. Хулара тĕпленсе вăй илнĕскер çамрăк ăс-пуçпа амăшĕ вилсен тăван килне сутса янăшăн пĕрре мар ÿкĕннĕ вăл. Пушаннă пÿрт вырăнĕн пĕр кĕтесĕнче кашни çуркуннех сыхланса юлнă сирень тĕмĕ тăлăххăн чечек çурни чуна пушшех те ыраттарнă.Айăпне туйса-ши пĕтме пуçланă тăван яла мĕнле те пулин çăлса хăварас шухăш канăç паман, унтан та ытларах — вăл унăн пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă тени пĕрре те йăнăш мар.

Николай Михайловичпа унăн тăван ялне çитсе килтĕмĕр. Эпир кашнийĕ хамăр çуралса ÿснĕ кĕтесе юрататпăр, уншăн тем тума та хатĕр тетпĕр. Николай Адăр Тури Кăмашара пурнăçланă ĕç пирки вара эпĕ ĕмĕтленме те пултарайман.

Чĕрĕк ĕмĕр каялла Николай Михайлович Шупашкарта сĕтел-пукан кăларакан «Мария» фабрика йĕркеленĕ. Вăл йывăрлăхсене парăнмасăр ăнăçлă аталанса пынă. Республикăри малтанхи предпринимательсен йышĕнчи хастарскер ыркăмăллăх ĕçĕсене хутшăнма пуçланă, хăйĕн «пăлхавлă» шухăшĕсене вырăнти хаçатсенче уççăнах пĕлтернĕ. «Ыр ут хыççăн пин ут юртать», — тесе ахаль каламан халăхра. Республика ертÿлĕхĕ те ăна асăрханă, 1998 çулта Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă.

Николай Михайлович пенсире пулсан та Шупашкарти, ялти предприниматель. «Адер» ООО ертÿçи, «Мария» фирмăна ывăлĕ Антон ертсе пырать. «Адер» ĕçĕ-хĕлĕ, тĕпрен илсен, тăван хутлăхĕпе ытларах çыхăннă. Кунта — унăн вăйĕпе çĕкленĕ социокультура центрĕ, лавккасем, ĕне витисем. Канăçа пĕлменскер тем те туса пăхнă вăл. Икĕ çул каялла йĕркелесе çитернĕ фермăри хĕрĕх пуçа яхăн ĕне-выльăха сутса яма тивнĕ. Çĕр çитменнипе, ĕçлекен çуккипе. Кăçал вара пытарнă ĕмĕт çурхи курăк пек тепĕр хут чĕрĕлсе çĕкленнĕ: пушаннă фермăн картиш-пÿлĕмĕсене яла таврăннă çемьеллĕ çамрăк йĕкĕте парнеленĕ, çитĕнтерме темиçе теçетке пăру кĕтмелле туянса панă. «Ĕмĕтсем çунатлантараççĕ!» — тет кулкаласа Николай Михайлович. Çакна та асăнас пулать: паян вăл тĕрлĕ тапхăрта хатĕрленĕ ĕç вырăнĕсенче хăма-чус çураççĕ, çăмăл машинăсем юсаççĕ, çăм таптараççĕ, çăматă йăвалаççĕ... Сÿннĕ кафе те тепĕр хут çуталчĕ, вăл чавнă пĕвесене пулла çÿреççĕ. Николай Михайловичпа тата вăл пурнăçа кĕртекен ыркăмăллăх ĕçĕсемпе тĕплĕнрех паллашар-ха эппин.

«Ман тĕнче пуçланать çак ялтан, ман хунавăн тымарĕ кунтан...»

Çак хăй çырнă сăввăн йĕркисемпе ят панă вăл малтанхи икĕ кĕнекине. «Тури Кăмаша — маншăн тĕнчери чи юратнă вырăн. Пирĕн пÿрт вăрмантан юхса анакан Кăмаша шывĕ тата ял витĕр юхса тухакан икĕ пĕчĕкрех юханшыв пĕрлешнĕ тĕлте вырнаçнă. Çуркуннехи вăхăтра кунта чăннипех те чун çĕкленет: çырмасем кайăк юррисемпе тулаççĕ. Апай асапланса лартнă пĕчĕк пÿртре иртнĕ манăн ачалăх. Эпĕ кунти кашни тĕмескене паллатăп, кашни сукмак тăрăх çарран чупнă, çырмари çĕмĕрт тата хăмла çырлине çинĕ. Пурнăç, йывăр пулсан та, илемлĕччĕ», — çапла пуçларĕ калаçăва ял меценачĕ.

Ача чухне кирпĕч çурт тума ĕмĕтленнĕ вăл. Пĕр пÿрт кăна мар, фабрика çĕклесе лартнă. Шухăшĕсем, тĕллевĕсем пурнăçа кĕрсе пынă, тăван ялĕ вара юхăнма та арканма пуçланă. Çакă, чĕрене ыраттаракан самант, хистенĕ те ăна 1999 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче Тури Кăмашасене хăй патне «Мария» фирмăна пуçтарса ентешсен пĕрремĕш «съездне» ирттерме. Çав кун халăхпа калаçса тăван ялне чĕртсе тăратмалли программа йышăннă. Унта вăтăр ытла ĕç пурнăçлама палăртнă. Çавăнтан «пăр тапраннă».

Пĕрремĕш мероприяти — Ял кунĕ — çав çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче иртнĕ. Утă уйăхĕнче Тури Кăмашара çывăхри 15 ялăн «Выля, хуткупăс!» фестивалĕ кĕвĕ-çемĕ ăстисене пуçтарнă. Ял çыннисене республикăри паллă юрăçсемпе поэтсене — Вячеславпа Иван Христофоровсене, Петĕр Ялкира, Светлана Асамата, Раиса Сарпине, ыттисене — итлеттернĕ. Пĕр вăхăт /1999-2001/ ял чĕрĕлĕвĕн пуçаруçин вăйĕпе шкул та уçнă. Ялти пилĕк ача валли вĕрентекен тупнă. Çапла икĕ вĕренÿ çулĕ, шкул автобусĕсем тухиччен, тытса тăнă ăна. Кивĕ çăвана /1937 çулта хупнăскере/ карта тытса тирпейленĕ.

Ял урамĕсене йĕркене кĕртме, вĕсене тикĕслесе щебень сарма 2005 çулта Николай Михайлович 250 пин тенкĕ укçа тăкакланă, çывăхри типнĕ шурлăха экскаваторпа тарăнлатса анлă кÿлĕ тума 280 пин тенкĕ янă.

Пĕр çуртра — вулавăш та, медпункт та, музей та

«Ялти шкул, фельдшер пункчĕ, библиотека, клуб хупăннă тапхăрта вĕсене пĕрлештерсе общество центрĕ тăвас шухăш çуралчĕ, — тет Николай Михайлович. — Çак ĕçе 2009 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуçăннă. Никĕс айне, йăлана пăхăнса укçа хунă самантра, райадминистрацийĕн ун чухнехи пуçлăхĕ Владимир Мурашкин халăх умĕнче «çак çурт пуян пултăр, туса пĕтернĕ çĕре кунта шыв кĕртĕпĕр, такăр çул сарăпăр» тесе шантарчĕ».

13 миллион тенке ларнă «Сувар» социокультура центрне тепĕр икĕ çултан уçнă. Анчах шантарнă кайăк йăвара пулман. Артскважинăна та чавтарма, шыв пăрăхĕсене те урам тăрăх километра яхăн хума пуçаруçăн хăйĕн тивнĕ. Çак ĕçе пурнăçлама Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă 90 çулти Николай Тувалькин 100 пин тенкĕ парса пулăшнă. Çула май ялти 24 киле шыв кĕртме мехел çитернĕ.

— Мана теприсем çапла та калаççĕ: «Çакăнта çавăн чухлĕ укçа тăкиччен Çĕмĕрлере пĕр лавкка тумаллаччĕ те, укçа пыратчĕ». Ман лавкка Шупашкарта та пур-ха. Эпĕ ăна пуяссишĕн мар, чуншăн, ял çыннисемшĕн тунă. Паллах, хамшăн та. Центр ĕçлесе каясса шанатăп, вăхăчĕ çитĕ, — тет меценат.

Центрпа паллашрăмăр. Уйрăм çын вăйĕпе çакăн чухлĕ ĕç тума пултарни питĕ тĕлĕнтерчĕ. Кунта Тури Кăмаша, Анат Кăмаша ялĕсен кун-çулĕ, пурнăçĕ, культурипе йăли-йĕрки туллин сăнланнă. Сăмахран, Анат Кăмашари хупăннă шкула нумаях пулмасть сÿтсе тăкнă. Ăна хăй вăхăтĕнче чиркÿ ларнă вырăнта уçнă пулнă. Николай Михайлович та вĕреннĕ унта, çавăнпа шкул шăпи уншăн та пĕлтерĕшлĕ. «Çурта пăсса пĕчĕк чиркÿ лартас терĕмĕр», — тет вăл. Шкулти япаласене вара — вĕренекенсен упранса юлнă тетрачĕсене, журналсене, вĕренÿ хатĕрĕсене, ытти документа çÿп-çап хушшинче пуçтарса центра куçарнă. Кунта Анат Кăмаша шкулĕн асăну кĕтесĕ уçăлнă.

Истори музейĕнче

Истори музейне чăннипех «тури чăвашсен пуян музейĕ» теме пулать. Вырăнта пурăнакансен алĕç хатĕрĕсем, тумĕ, йăли-йĕркипе çыхăннă япалисем кунта çĕнĕ пурнăç илнĕ. Уйрăм пÿлĕмре архив докуменчĕсем упранаççĕ.

Ял илемне, унăн ытарайми самантне ÿнерçĕсем сăнланă темиçе пейзаж чуна уçса ярать.

— Эпĕ хам та мĕн пĕчĕкрен ÿкерме юратнă. Ĕçлеме пăрахсан, тен, алла киçтĕк çĕнĕрен тытăп-и-ха? — тет меценат.

Аялти хутра — клуб. Тепĕр культура çуртĕнче те çук пулĕ унашкал хатĕрсем. Сăмахран, хăш клуб пианино пуррипе мухтанма пултарать? Тата хăшĕнче кино кăтартмалли хатĕр упранса юлнă? Нумай мероприяти иртнĕ кунта. Çĕнĕ çул елкисем те, тĕлпулусем те, концертсем те. «Анчах та унта ĕçлекен çын çук. Район администрацийĕ çур ставка панă пулсан та тем пекехчĕ, ăна хам та тÿлесе пулăшăттăм, ĕçлекене пурăнма çурт та парăпăр, — тет Николай Михайлович. — Вăл çеç мар-ха, центрти медпункт та, библиотека та çав сăлтава пулах халăха йышăнаймаççĕ».

Библиотека та чухăн мар. Ытларах — парнеленĕ кĕнекесем. Тури Кăмаша хăй те çыравçăсемпе пуян, пилĕк-ултă писатель тухнă кунтан. Николай Михайлович та, ачаран сăвă-калав çырнăскер, темиçе кĕнеке кăларнă. Галина Лосевăн, Николай Тувалькинăн кĕнекисене те кун çути курма вăлах пулăшнă.

Çул ыйтăвĕ татăлман-ха

Ун историйĕ питĕ вăрăм. Виçĕ хут тĕрлĕ проект хатĕрлеме тивнĕ Николай Михайловича хăйĕн укçипе. Пĕлтĕр патшалăхăн çул-йĕр тĕлĕшĕпе «вăхăтлăх çăмăллатнă» программине кĕме те пултарнă. Нухратне те — 3,4 миллион тенкĕ таран — уйăрнă пулнă. Çакна та палăртмалла: Тури Кăмаша ялĕн урамĕсенчи çулсене Николай Адăрăн укçи-тенкипе, техникипе ял çыннисем субботниксене тухса тикĕсленĕ, хăйăр сарнă, гранитлă вак чулпа витнĕ. Кунта шăтăк-путăксем çинчен тахçанах маннă. Яла ятарлă комисси те килсе кайнă, ун хыççăн проекта çĕнетсе асфальт сарма йышăннă, ăна каллех Адăр хăй çине илнĕ. Тата тепĕр 70 пин укçа кăларса хунă, экспертиза витĕр тухнă. Ĕçе пуçăнмалли кăна юлнă темелле.

Мĕн тетĕр? «Лав» вырăнтан тапранма та шухăшламан. Çĕмĕрле районĕн «экспертникĕсем» сĕннипе-ши администраци пуçлăхĕ Лев Рафинов çул тăвас контракта татнă, уйăрнă укçана тепĕр çул пайлама министерствăна ăсатнă. Халĕ вара укçи те çук, çул тăвассине те плана кĕртмен.

Ĕçсене хăвăртлатас тĕлĕшпе Николай Михайловичăн предприятийĕн техникисем çул тăвакансене 150 пин тенкĕлĕх пулăшма ĕлкĕрнĕ пулнă. Ĕмĕте, шанăçа хуçаççĕ унашкаллисем. Николай Адăр Тури Кăмаша ял тăрăхĕн депутачĕн полномочийĕсене хăйĕн ирĕкĕпе хывни те, тен, çакăнпах çыхăннă. Йăнăшмарăм иккен. Ун пирки вăл çапла ăнлантарчĕ: « Нумай пулмасть пĕр канашлура Лев Геннадьевич Рафинов Тури Кăмаша çулне Николай Михайлович тăвать», — тесе хучĕ. Çак сăмахсем манран мăшкăлланă пекех илтĕнчĕç. Çакăн пек яваплă ĕç мĕншĕн уйрăм çыннăн тивĕçĕ кăна пулмалла вара? Сахал тунă-ши эпĕ ялпа район администрацийĕсем тумалли ĕçсене? Нумай пулмасть Анат Кăмашара çĕнĕ шкул тăватпăр тесе шантарчĕç. Проектне тума геодезистсене 148 пин тенкĕ тÿлерĕм. Шкул çинчен шавлама пăрахрĕç, манчĕç пулас... Кун пек партнерсемпе ĕçлеме пултараймастăп. Паллах, çул проблеминчен аякка пăрăнса каймăп. Вăл — ялшăн чи кирли!»

Шанчăка çухатасшăн мар

Адăр «вăратнă» яла халăх туртăнма пуçланă. Пушă кил вырăнĕсенче çĕнĕ çуртсем çĕкленни чуна савăнтарать. Унтан та ытларах, Николай Михайлович хăй пушă килсене туянать, вĕсем вырăнне çĕннисене лартать. Хальлĕхе пиллĕкĕшĕ хатĕр ĕнтĕ, тата пиллĕк тума тĕв тытнă. Ял ан пĕттĕр, çамрăксем каялла таврăнччĕр — акă, мĕнле унăн тĕллевĕ. Вĕсене хăй хакĕнчен чакарса та сутма хатĕр. Шел, патшалăх сутнăшăн çапах налук сăптăрать.

Адăрăн тепĕр ĕмĕчĕ — вырăнти туризма аталантараси. Хуларан экскурсие килекенсем те пур. Вĕсем валли икĕ маршрут хатĕрленĕ ĕнтĕ, хăна çурчĕ те хатĕр.

Ял историйĕ те кăсăклантарать мецената. Ун пирки вунă çул ытла материал пуçтарнă. Архивсенче пулнă. Пĕрчĕн-пĕрчĕн пухнă документсем 700 страницăлăх иккен. Тăван ялĕ, унăн çыннисем ячĕпе нихăçан манăçми палăк вырăнĕнче пулĕ çав кĕнеке.

...Статьяна вĕçленĕ май Николай Михайлович каланă сăмахсем аса килчĕç: «Эпĕ хама меценат теместĕп. Манăн пĕтĕм вăй-хал, укçа-тенкĕ, тавлашу-тарăху — пурте — пурнăç хистенипе пулса пынă. Çапла майпа парăма тавăратăп».

Аллă пилĕк çул каялла çиччĕмĕш класра вĕренекене тăхăнмалли çуккипе шкултан хĕллехи ăшă костюм парнеленĕ...

Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.