Комментари хушас

13 Çу, 2016

Пăхăнманшăн — штраф

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин чĕрчун тĕнчине хÿтĕлекен дирекцийĕ çуркуннехи сунар тапхăрĕнче кайăкçăсем сунар йĕркине 68 хут пăснине тупса палăртнă.

Вĕсенчен 3-шĕ вунăкунлăх пуçланичченех шыв-шур таврашĕнче пăшал çакса çÿренĕ. Куншăн кайăкçă правине 1-2 çуллăха туртса илме йышăнаççĕ.

17-шĕ кайăк-кĕшĕк пуçтарăннă лаптăка çывхарсанах пăшалтан пеме тытăннă. Çуркунне ку йĕркепе усă курма юрамасть, хÿшĕ-ÿплерен тĕллемелле.

Ака уйăхĕнче 33-шĕн акарçă билечĕ тата вăл е ку лаптăкра сунарта çÿреме ирĕк паракан путевка пулман. 7-шĕ кайăк тытмалли вăхăта пăхăнман, ăна илĕртмелли чĕрĕ кăвакалпа е пластик сĕмекепе усă курман. 5-шĕ транспортра пăшалне йĕнĕрен кăларсах пынă.

Сунар йĕркине пăхăнман тĕслĕхсене Шупашкар /12/, Куславкка /8/, Йĕпреç /7/, Вăрнар/6/, Етĕрне /6/, Çĕмĕрле /5/ районĕсенче, çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсенче /3/ шута илнĕ /вĕсене кирек хăçан та пăшалпа, сунар йыттипе кĕме юрамасть/. Шалти ĕçсен министерствинче регистрацилеттермен 2 пăшал, темиçе кăвакал туртса илнĕ.

Республикăра асăннă дирекци сунар билечĕпе çÿрекен 16 пине яхăн сунарçа шута илнĕ. Паллах, нумайăшне Чăваш Енре кайăк-кĕшĕк тытма ирĕк паман. Пысăк пайĕ сунара тулаша каять.

М.СЕМЕНОВ.
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.