Пуç хунă тăвансене пĕлмеллех
Аслă Çĕнтерÿ совет халăхĕшĕн питĕ хакла ларнă. Вăрçă пырса тивмен çемье çĕршывра çук та пуль. Пин-пин салтак шăпи халĕ те паллă мар.
Паян та вăрçăра пуç хунă салтаксен вил тăприйĕсене шырас ĕç малалла пырать. Çĕршыв хÿтĕлевçисен ячĕсене историе хывса хăварас ĕçе йĕркелес тата «Никама та манман, нимĕн те манăçман» лозунга пурнăçлас тĕлĕшпе РФ Президенчĕ тĕрлĕ йышăну тата хушусем кăларать. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри — РФ Хÿтĕлев министерстви йĕркеленĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕршыва тăшманран ирĕке кăларнă салтаксен, вăрçăра вилнисен, хыпарсăр çухалнисен пĕтĕмлетнĕ даннăйĕсен электрон банкĕ.
Çак проект миллион çынна харпăр хăй тăван-пĕлĕшĕ, çывăх çыннисем пирки, вĕсене ăçта пытарнине пĕлме пулăшать. Çакна хамăн тĕслĕхсемпе çирĕплетсе калама пултаратăп. Нумаях пулмасть Интернетри электрон банка кĕрсе архиври официаллă документсем тăрăх кукаçин вăрçăран таврăнайман икĕ пиччĕшĕ пирки пĕлме тÿр килчĕ.
Сăмах май, манăн кукаçи Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Серенкасси ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Çут тĕнчене 1936 çулта килнĕскер, çемьери тăхăр ачаран саккăрмĕшĕ пулнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ, Акулина Васильевнăпа Александр Егорович Бахметьевсем /аннен асламăшĕпе аслашшĕ/, вăрçă хирне тăватă ывăлне ăсатнă.
Пĕрремĕш ывăлĕ, Ерофей Александрович Бахметьев, 1918 çулта çуралнăскер, Çĕнтерÿччен пилĕк кун кăна пурăнса çитереймен иккен. Документсен тишкерĕвĕнчен вăл связист пулни, 1945 çулхи кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче хĕрÿ çапăçура вăйлă аманса госпитале лекни палăрчĕ. Йывăр сурансене пула вăл çав кунах вилсе кайнă. Унăн вил тăприйĕ — Калининград облаçĕнчи Первомайски салинче.
Тепĕр ывăлĕ, Иван Александрович Бахметьев, 1925 çулта çуралнăскер, çарта кĕçĕн сержант пулнă. 1944 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Волынск облаçĕнче хыпарсăр çухалнă.
1919 çулта çуралнă Николай Бахметьев Минск хулине ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Вăл çак хулари ашшĕ-амăшĕсĕр, кил-çуртсăр тăрса юлнă Катя ятлă хĕре тăшманран çăлса хăварнă. Вăрçă хыççăн унпа пĕрлешсе Минск хулинчех пурăннă. Вăрçăра хытă аманнă Коля пиччене ача-пăчаллă пулма пÿрмен. Мăшăрĕпе иккĕшĕ те 1980 çулта вилнĕ.
1923 çулта кун çути курнă Александр Бахметьев та хаяр çапăçусенче пулнă. Анчах фронтра нумай аманнă пулсан та тăван киле çаврăнса çитнĕ. Вăрçă хыççăн Туканашра пурăннă, ветеринари фельдшерĕнче ĕçленĕ. 1985 çулта вилнĕ. Ачи-пăчи çук. «Санька пичче вăрçăран суранланса таврăннă», — тет анне. Сайра-хутра хăйĕн çинчи суран вырăнĕсене, орден-медаль çакнă пиншакне шкапран кăларса ачасене кăтартнă. Ăна ялан тăхăнман. Тата унăн калаçăвĕнче час-часах «Тăван çĕршывшăн!», «Тăван çĕрĕм» йышши сăмахсем илтĕнсе тăнă. Харсăрлăхпа палăрнă вăл, сакăр нимĕçе пĕчченех тыткăна илни те пулнă. Документсемпе паллашсан ăна нумай награда панине пĕлтĕмĕр, ăçта мĕнле паттăрлăх кăтартнине те çырса пĕлтернĕ. Питĕ лайăх та кăсăклă информаци.
Çапла РФ Хÿтĕлев министерствин /пурте кĕрсе пăхма пултаракан даннăйсен банкĕ/ «Подвиг народа в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг./ сайчĕ кукаçин пиччĕшĕсен кун-çулне уçăмлатма пулăшрĕ. Харсăр каччăсем пулнă вĕсем, сахал мар орден-медале тивĕçнĕ. Архивра нумай çул выртса сарăхнă документсене те унта PDF мелĕпе курма пулать. Мĕнле наградăсем тата мĕншĕн илнине йăлтах çырса кăтартнă. Вуланă май тăвансем паттăррăн çапăçнăшăн мăнаçлăх туйăмĕ тыткăна илет.
Унсăр пуçне аннен кукашшĕ пирки те кăшт пĕлме тÿр килчĕ. Егор Николаевич Елгайкин 1908 çулта çуралнă. Районти çар комиссариачĕ ăна 1942 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче вăрçа янă. Çав çулах, авăн уйăхĕнче, мăн кукаçи хыпарсăр çухалнă. Мăн кукамай тăватă пĕчĕк ачапа тăрса юлнă, мăшăрĕнчен вăл пĕтĕмпе те виçĕ çыру илсе вуланă.
Пĕр çырăвĕнче çапла çырнă пулнă: «Хамăн çи-пуçа Сорăм ялĕнчи çынран парса ятăм. Вĕсенчен ачасене кĕпе-йĕм çĕлесе пар. Наçтаç, ачасене лайăх пăхса çитĕнтер, ан хĕне, выçă ан усра…»
Ват кукамай мăшăрĕн сăмахĕсене пурнăçланă. Икĕ ывăлпа икĕ хĕре тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе çын тунă, выçлăх çулĕсенче те выçса вилме паман, шкула çÿретме тăрăшнă. Темĕнле йывăр пулсан та ĕне тытнă, фермăра ĕçленĕ.
Çапла, вăрçă пырса тивмен çемье пирĕн çĕршывра çук та пуль. Ялти культура керменĕ умĕнчи палăк хăми çинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисен ячĕсем нумай. Вĕсенчен çиччĕшĕ — Бахметьев хушаматлисем. Каламасăрах паллă: вĕсем — пирĕн тăвансем. Телейлĕ пурнăç парнеленĕ ентешĕмĕрсемпе тăванăмăрсене пирĕн, çамрăк ăрăвăн, пĕлмеллех. Паттăрсене асра тытасси — пирĕн тивĕç.
Алиса ЗАМУТКИНА,
8-мĕш «б» класс.
Хĕрлĕ Чутай районĕ,
Хĕрлĕ Чутай шкулĕ.