Амăшĕн ăшши пурне те çитет
Амăшĕ çуратнă чухне ачине çунат парать теççĕ. Ахальтен мар тĕнчери чи çывăх çынна хĕвелпе, уйăхпа, çÿл тÿпери çăлтăрпа танлаштараççĕ. Унăн ăшши, чăн та, пурне те çитет.
Çут тĕнчене çĕнĕ чун парнелекен, ачи-пăчине тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерекен, ĕмĕр тăршшĕпех тĕпренчĕкĕсемшĕн тăрăшакан хĕрарăм хисепе тивĕçлĕ. Раççейре 1998 çултанпа чÿк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Амăшĕн кунне паллă тăваççĕ. Сăмах май, тĕрлĕ вăхăтра 53 çĕр-шывра уявлаççĕ ăна.
Ырă кăмăллă та çаврăнăçуллă амăшĕсене саламласа республикăри кашни районта, ялпа хулара, çемьере ăшă та çепĕç сăмахсем янăраççĕ. Çак куна халалласа организацисенче эрнипех «çавра сĕтел», курав, концерт йĕркелеççĕ. Çапах саламлакансем уяв кĕрекине пуçтарăнакансен кăмăлне мĕнле çавăрма тăрăшни çинчен ытларах çырас килет. Шупашкарти В.П.Воробьев ячĕллĕ ача-пăча музыка 2-мĕш шкулĕнче вĕренекенсем, тĕслĕхрен, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче «Амăшĕн чĕрин çути» концерт йĕркеленĕ. Чÿк уйăхĕн 22-мĕшĕнче чи ăста юрăçсемпе пултарулăх ушкăнĕсем сцена çине тухнă. Тĕрлĕ инструмент кĕвви мĕнешкел мăнаçлă янăранă тата!
Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăмри хĕрарăмсем «Анне - пурнăç илемĕ» концерта пуçтарăнĕç. Мăн Вылăри клубра «Анне чĕри» музыка каçĕ ирттерме палăртнă. Вутланта «Анне - кашнин пĕртен пĕрре» тĕл пулу йĕркелĕç. Элĕкри культура керменĕнче иртекен «Амăшĕн чĕрине упрăр» уяв концертне те районти чи хастар хĕрарăмсем пуçтарăнасси иккĕлентермест. Тĕп библиотекăри кĕнеке куравĕсене те хаваспах çитсе курĕç вĕсем. Унта та мухтавлă амăшĕсем çинчен ытларах пĕлме май килĕ.
Йĕркелÿçĕсем уява кашнин асĕнче хăварма тăрăшаççĕ. Шăмăршăри Мăшăрлану керменĕнче ачасене усрава илнĕ хĕрарăмсене чысланă. Унта 14 çемье ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă 26 ачана хăйĕн çунатти айне илнĕ. 29 çемьере опекăри 32 ача çитĕнет. Çак пепкесене чăннипех ăнăçнă. Вĕсем чи çывăх çынсен ăшшипе вăй илеççĕ. Оксана Филиппова 9 /!/ тĕпренчĕке ура çине тăратассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлет. Çак пысăк йышран пĕрне вăл хăй çуратнă, ыттисене усрава илнĕ. Пур пĕрех амăшĕ пур тĕпренчĕке те пĕрешкел юратать паллах. Кашнин çитĕнĕвне, куççульне, савăнăçне чун витĕр кăларать вăл. Çавнашкалах тĕл пулăва пынă Татьяна Амосовăн, Ирина Ефимовăн, Зиле Калаковăн... килĕнче усрава илнĕ ачасем хăтлăх тупнă. Вĕсем пĕрер кăна мар, темиçешер пепкене хăйсен хÿттине илнĕ. Чăн та, вăйлă та çирĕп шухăшлă паянхи хĕрарăмсем. Вĕсем йывăрлăхсенчен хăрамаççĕ, ниме пăхмасăр тĕпренчĕкĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшаççĕ.
Вăрмарти культурăпа кану центрĕнче амăшĕ тĕпренчĕкĕшĕн чун ăшшине шеллеменни тавра калаçу йĕркеленĕ. «Кил-йыш кăна мар, турă та упратăр сана» - çакнашкал пĕтĕмлетнĕ тухса калаçакансем.
Пурнăç тыткăчине мĕнпе тĕлĕнтерме пулать-ши? Акăлчансем, сăмахран, уявра амăшне килти ĕçрен хăтарассине, марципанпа илемлетнĕ тортпа хăналассине йăлана кĕртнĕ. Австрали хĕрарăмĕсем гвоздикăллă çынсен ытамне лекеççĕ. Çак чечек - уяв хăйне евĕрлĕхĕ. Чи çывăх çынсăр юлнă ачасем вара уявра кăкăр çине шурă гвоздика тиреççĕ. Çакă уншăн хурланнине пĕлтерет. Финляндире амăшĕ ячĕпе урамсене наци ялавĕпе капăрлатаççĕ. Ют çĕр-шывсенче те ир пуçласа каçченех юрă-кĕвĕ янăрать ахăр. Пирĕн патра та хаваслă иртет Амăшĕн кунĕ.
Ача алли хатĕрленĕ япала уйрăмах хаклă хĕрарăмшăн. Сĕнтĕрвăрри районĕнче «Анне валли парне» акци йĕркеленĕ. Чи çывăх çынна савăнтармашкăн тĕпренчĕкĕсем темĕн чухлĕ сувенир ăсталанă. Вĕсене Амăшĕсен слетне хутшăнакансене те парĕç. Унта çак кунсенче «Манăн анне - чи лайăххи» сочиненисен тата «Пĕтĕм тĕнче сан валли» ÿкерчĕксен конкурсĕсене пĕтĕмлетĕç.
Елчĕк районĕнче амăшĕсен ячĕпе сăн ÿкерчĕксен конкурсĕ йĕркеленĕ. Кашни тăрăх хутшăнать ку мероприятие. Хĕрарăмсене пур енлĕ сăнлакан ĕçсене темиçе номинацире хаклĕç.
Чĕре айĕнче пепке тĕвĕленсенех амăшĕ хăйĕншĕн мар, тĕпренчĕкĕшĕн пурăнма пуçлать. Ачи-пăчи сывлăхлă пулсан çеç хĕрарăмăн чунĕ лăпкă. Ывăлĕ е хĕрĕ телей тупсан унăн пичĕ кулăпа çуталать. Тĕнчипех саланнă ачисене пĕр вĕçĕм кĕтет, вĕсемшĕн тунсăхлать амăшĕ. Ывăл-хĕрĕ ан мантăр çакна. Чун каниччен калаçни ачи-пăчине кăна мар, амăшне те хăват парать.
Марина ТУМАЛАНОВА