Комментари хушас

22 Пуш, 2014

Раççей тата Украина: яланах пĕрле

Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче паллă художникĕн, чăвашсен профессионал ÿнер искусствин никĕслевçин Алексей Кокелĕн тăван çĕрĕнче, Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче, Халăхсен хушшинчи X Кокель вулавĕсем вĕçленчĕç.

Ăслăлăх тата культура форумне И.Н.Уль­янов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ Украинăпа Раççей пĕрлешнĕренпе - 360, Тарас Шевченко çуралнăранпа 200 çул çитнине халалласа Раççей тата Украина халăхĕсен туслăхĕн фестивалĕн программипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.

Кокель вулавĕсем нумай енлĕн иртрĕç - пĕлтерĕшлĕ пулăм, тĕл пулу чылай пулчĕ. Мероприятие «Художникĕн халăхсен туслăхне çирĕплетес ĕç-хĕлти вырăнĕ» ятпа йĕркеленĕ «çавра сĕтел» уçрĕ. Хальхи вăхăтшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сÿтсе явма Атăлçири, Украинăри наци университечĕсен паллă ăсчахĕсем, культура тата искусство ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Чăваш Ен тата Украина ученăйĕсем хăйсен тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарчĕç, 2013 çулта пĕрле туса ирттернĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç.

Чăваш патшалăх университечĕн искусство факультечĕ хатĕрленĕ «Туслăх кăшăлĕ» юрă-кĕвĕ вернисажĕ форума хутшăнакансен кăмăлне çĕклерĕ. Студентсем тĕрлĕ халăхăн музыка культурин хăйне евĕрлĕхне, асамне çÿллĕ шайра кăтартма пултарчĕç.

Куçса çÿрекен «Туслăх асамат кĕперĕ - Радуга дружбы - Веселка дружбы» куравра Раççей тата Украина художникĕсен 40 ĕçĕ. Картинăсене Кокель пленэрĕсенче кун çути кăтартнă. Çак курав - глобализации саманинче наци культурисен хутшăнăвне сăнама, тĕпчеме май паракан хăйне евĕр лаборатори.

Кокель вулавĕсене хутшăнакансем Шупашкарти электроаппарат заводĕнче 1941 çулта Харьковри электромеханика завочĕпе пĕрле куçса килнĕ рабочисен тăхăмĕсемпе тĕл пулчĕç. Аса илÿсем, ăшă калаçусем чылайччен асра упранĕç.

2015 çула Патăрьел районĕнче А.Кокель çулталăкĕ пек ирттерме сĕнчĕç.

Докладсене, ăслăлăх ĕçĕсене пăхса тухнă май ăсчахсемпе культура ĕçченĕсем пĕрлехи ĕç-хĕле малалла аталантармаллине палăртрĕç. Йăлана кĕнисемсĕр пуçне /пĕрле ăслăлăх монографийĕсене, кĕнеке-альбомсем кăларни/ çĕнĕ мероприятисем ирттерме йышăнчĕç. Тĕслĕхрен, Атăлçири наци университечĕсен тата ют çĕр-шывсенчи аслă шкулсен гуманитари ăсчахĕсен онлайн-конференцийĕсене йĕркелесси. А.Кокелĕн живопиç произведенийĕсене тĕпчеме Хусан университечĕн паллă искусствовечĕ М.Яо хутшăнни лайăха шантарать. Чăваш Енре ют çĕр-шыв студенчĕсене археологи, этнографи, музей практикисене ирттерме майсем туса парассипе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Украинăра кăткăс лару-тăру хуçаланнă вăхăтра Чăваш çĕрĕнче Кокель вулавĕсем иртни ăслăлăх тата культура тăванла халăхсене пĕрлештерекен тĕп паллă пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ.


Владимир ВАСИЛЬЕВ,

культурологи докторĕ,

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.