Комментари хушас

5 Çу, 2016

Шупашкар калаçать

Владимир Сурков Чăваш радиора 10 çула яхăн ĕçленĕ. Ĕçтешĕсем ăна пултаруллă та анлă тавра курăмлă журналист тесе хаклаççĕ. Халиччен унпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçма тÿр килменччĕ. Апла пулин те чылай илтнĕ ун çинчен. Çывăхрах паллашас шутпа Владимир Петрович патне шăнкăравларăм. Тĕл пулма, хăйĕнпе тĕплĕнрех паллаштарма хирĕç пулмарĕ вăл.

Пурнăçра асра юлмалли самант чылай: шкулта вĕренни, çарта службăра тăни, студент çулĕсем, ĕç вырăнĕ тупни... Владимир Сурков Патăрьел районĕнчи Пăлакасси ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. 1982 çулта Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Диплом илнĕ хыççăн шăпа ăна Чăваш радиона илсе çитернĕ.

- Радиора ĕçлени пурнă-çăмра тарăн йĕр хăварчĕ, — тет Владимир Петрович. — Радиона ăнсăртран пырса лекрĕм. Ĕç шыраттăмччĕ. Шăпах çав вăхăтра телевиденире дикторсен конкурсĕ пырать. Мĕн пулать те мĕн килет тесе эпĕ те тĕрĕслеве хутшăнма шут тытрăм. Çĕнтереймерĕм, анчах финала тухрăм. Кăштах куляннине сиссе Арсений Тарасов журналист радиона кайса пăхма сĕнчĕ. Турткаланса тăмасăр килĕшрĕм. Радиора тепĕр хут тĕрĕслерĕç. Петĕр Хусанкай çырнă «Таня» поэмăн пĕр сыпăкне пăхмасăр вуласа панине хальхи пекех астăватăп. Йышăнчĕç. «Пирĕн почта» çырусен пайĕнче ĕçлеме пуçларăм. Ун чухне çырусемпе ĕçлесси, штатра тăман корреспондентсемпе çыхăну тытасси тĕп вырăнта пулнă. Кашни районтах журналистсене, паллă артистсене, çыравçăсене хутшăнтарса радио итлекенсемпе интереслĕ те ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ.

Эп ĕçлекен пай «Çĕнĕ хыпарсен» редакцийĕн тытăмĕнче пулнăран мана хыпарсем хатĕрлемешкĕн явăçтарма пуçларĕç. Унта чăвашла информаци кăларăмĕсен ăсти Иван Степанович Степанов ĕçлетчĕ. Вăл чылай вĕрентрĕ, ĕç вăрттăнлăхĕсене уçса паратчĕ. Каярахпа сасă пленка çине лайăх выртнине кура тĕрлĕ очерк, калав, сăвă, музыка кăларăмĕсен, концертсен тексчĕсене вулаттарма пуçларĕç.

 

Кашни сăмахăн, кашни йĕркен — хăйĕн вырăнĕ

Çĕнĕ хыпарсем радио итлекене республикăра, тĕнчере пулса иртнĕ пулăмсемпе паллаштараççĕ. Вĕсене хатĕрлесси — питĕ пысăк яваплăх. Кашни сăмах, кашни саспалли вырăнта пулмалла.

— Владимир Петрович, эсир ĕçленĕ вăхăтра хатĕрленĕ хыпарсемпе хальхи кăларăмсем уйрăлса тăраççĕ-и? Тытăмĕпе, калăпăшĕпе, жанрпа?

— Паллах, уйрăмлăх пур,— хуравларĕ вăл. — Ун чухне кашни сăмаха, кашни йĕркене питĕ хытă тĕрĕсленĕ. Пур япала çинчен те уççăн калама та юраман. Халĕ ку енчен кăшт ирĕклĕрех. Тĕллевĕ вара пĕрешкелех: кĕске, çав вăхăтрах питĕ пĕлтерĕшлĕ, информацие радио итлекен патне ăнланмалла чĕлхепе хăвăрт тата тĕрĕс çитересси.

«Çĕнĕ хыпарсем» хатĕрлекен Иван Степанов маншăн чăн-чăн вĕрентекен пулнă. Астăватăп-ха, малтанах пĕр-икĕ страницăлăх информаци çырса параттăм. Йăлт чĕрсе пĕтеретчĕ: виçĕ йĕрке хăваратчĕ те ик-виç сăмах хушса эпĕ темиçе страницăра калас тенĕ шухăша вунă йĕркере уçса паратчĕ. Нимĕн те çухалмасть, хыпар пĕлтерĕшĕ вара сумлăрах, вăйлăрах, çăрарах пулса тухать. Паллах, кунта ăсталăх, опыт кирлĕ. Вăл вара ĕçленĕçемĕн пухăнать.

Корреспондентра ĕçленĕ тапхăрта Владимир Сурковăн интервьюсем те илме тÿр килнĕ. Ман алăри пĕчĕк диктофона курсан вăл каллех асаилÿ авăрне путрĕ:

— Ун чухнехи техника пысăкчĕ, йăтса çÿреме меллĕ марччĕ. «Репортер-6» тата «Репортер-7» магнитофонсемпе пайтах ĕçлеме тÿр килнĕ. Çĕнĕ технологисем аталаннă тапхăрта пурнăç журналистсем валли çĕнĕ майсем уçать, ĕçне чылай çăмăллатать. Халĕ диктофонпа çырса илнĕ материала компьютерпа итлесе пăхма, кирлĕ маррине çийĕнчех касса кăларма, сăмахсене вырăнпа улăштарса лартма, ытти ĕç-хĕле пурнăçлама пулать. Унччен ку енĕпе ĕçлекен операторсем пленкăсене татса çыпăçтарнă.

 

Диктор ĕçĕ — чун туртăмĕ

Паллах, ку ĕçре сумлă сасă кăна çителĕксĕр, кашни кунах вĕренсе, пултарулăха туптаса пымалла. Хăй вăхăтĕнче Чăваш радиора Авель Харитонов, Серафима Ефимова, Екатерина Дубровина, Александр Слепов дикторсем ĕçленĕ. Чăн-чăн профессионалсем! Вĕсенчен вĕренсе пымалли нумай пулнă.

— Вĕсем пек пултарайăп-ши? Пуçра яланах çак ыйту пулнă. Çĕршывра чапа тухнă Юрий Левитан, республикипе паллă Авель Харитонов, Серафима Ефимова, Маргарита Кабетова диктор сассисем чĕрене пĕрре мар хумхантарнă, хăпартлантарнă. Вĕсене итлесе вĕсем пек пулма тăрăшнă. Малтанхи вăхăтра диктор сасси трибуна çинчен каланă пек янăрамалла пулнă. Эпĕ ĕçленĕ çулсенче сасă хăвачĕ хыçа юлчĕ. Чунпа вуласси, интонаци, дикци, сăмахсене тĕрĕс каласси мала тухрĕ. Çав хушăрах дикторăн тавра курăмĕ анлă пулмалла, литературăпа, политикăпа интересленмелле. Робот пек чунсăр вулани те килĕшÿсĕр.

Тивĕçлĕ канăва кайсан та Серафима Ефимова радиоприемник çумĕнче кунĕпех ларатчĕ. Эфирта йăнăш ярсан çийĕнчех шăнкăравласа калатчĕ. Нихăçан та вăрçмастчĕ вăл, асăрхаттаратчĕ. «Мĕнле вăл? Вула тĕнче илтмелле», — тетчĕ. Аслă юлташсен сăмахне яланах итленĕ, вĕсем ыр сунса каланине астуса юлма тăрăшнă. Çумра юлташсем пулни вара ĕçри йывăрлăхсене чăтса ирттерме пулăшнă.

Владимир Сурковăн опытлă дикторсенчен пĕринпе Маргарита Кабетовăпа çуммăн ларса ĕçлеме тÿр килнĕ.

— Владимир Петрович сасси — тулли, кăкăртан, шалтан тухакан пуян сасă, чăн-чăн арçын сасси, — аса илет Маргарита Кирилловна. — «Çĕнĕ хыпарсене» вуланă чухне унра партнерлăх туйăмĕ вăйлă сисĕнетчĕ. Йăнăшсан, çухалса кайсан пĕр-пĕрне ăнланса йывăр лару-тăруран тухма пулăшаттăмăр.

Владимир Петрович халĕ те пурнăçран юлмасть. Чăваш радио итлет, асăрхаттарать. Хăйне кăмăла кайнă кăларăмсене хакласа савăнма пĕлет. Чуна хумхантаракан япаласене илтсен çийĕнчех шăнкăравласа сĕнÿсем парать. Çамрăксене вĕрентсе пыма, ĕçе хăнăхтарма ыйтать.

 

Çынна усă кÿнипурăнма вăй парать

 

1992 çулта йывăр чире пула Владимир Сурковăн юратнă ĕçрен уйрăлма тивнĕ. Алă усса ларсан ÿт-пÿ те, ăс-тăн та, чун та хавшать теççĕ. Çавăнпах пулĕ радиори юлташĕсем Юрий Фроловпа Иван Перов ăна социаллă хÿтлĕх темисене çутатакан «Шанчăк» программа хатĕрлеме сĕннĕ.

— Кун пек пĕр вырăнта ларма юрамасть. "Атя, çыр, кăларăм хатĕрле", — хистесех тăратчĕç вĕсем. Радиопередачăна хатĕрлеме пĕрре те çăмăл марччĕ. Тĕп геройсене шыраса тупнисĕр пуçне вĕсемпе калаçмаллаччĕ, монтаж тумаллаччĕ. Çак кăларăма вунă çула яхăн йĕркелесе тăтăмăр. Тĕрĕссипе, ку ярăм маншăн чăн-чăн çăлăнăç пулнă. Вăхăт иртнĕçемĕн сывлăх тата та хавшама пуçларĕ. Тепĕр хут вăй илсен ман валли çĕнĕ ĕç тупăнчĕ. Куç курманнисем чăваш кĕнекисене вулаймаççĕ. Вĕсем ытларах Брайл шрифчĕпе çырнă кĕнекесене вуласа тата аудиокассетăсем итлесе тĕнчепе паллашаççĕ. Эпĕ вара куç курманнисем валли компьютерпа итлемелли аудиокĕнекесем çыратăп. Ман шутпа, ку питĕ кирлĕ вĕсене. Çынна пулăшма пултарни хавхалантарать, камшăн та пулсан усăллине туйни вăй парать.

 

Журналист — сăмах ăсти

— Хам пирки журналист теме хăюлăх çитерейместĕп эпĕ, — тет Владимир Сурков сăпайлăн. — Журналист вăл — сăмах ăсти. Çынна ĕнентерес тесен шанчăклă çул шырамалла. Журналистăн сăмахпа ĕçлеме пĕлмелле, яваплăха туймалла. Ăс-тăн, чăтăмлăх кирлĕ. Кашкăра ури тăрантарнă пек, журналиста та ура тăрантарать. Çил-тăман-и, çумăр-и, шăрăх-и — унăн сюжет хатĕрлеме каймалла. Пурнăçра кам мĕнле çулпа каясси хамăртан, саманаран, ăнсăртлăхран килет. Эпĕ ачаранах литературăпа, историпе, поэзипе кăсăкланнă. Халĕ те çак туртăм пур.

— Ĕçе яланах тĕплĕн те яваплăн пурнăçлама хăнăхнă специалист вăл, — В.Сурков пултарулăхне хакланă май аса илет Чăваш радиора ĕçлекен Галина Вастрюкова корреспондент. — Вăл питĕ лăпкă, сăпайлă çын. Тÿрĕ эфира тухнă чухне яланах тĕплĕ хатĕрленетчĕ. Текста темиçе хутчен тишкеретчĕ, сасса улăштарса та, артист пек те вулатчĕ. Хăнăхнă вăл хăйĕн ĕçне çапла яваплăн пурнăçлама.

Халĕ те ахаль лармасть Владимир Сурков. Сăвăсем çырать. Унăн сăввисемпе композиторсем юрăсем кĕвĕлеççĕ. Куçарупа та нумай ĕçлет. Уйрăмах В.Высоцкий сăввисене чăвашла куçарма кăмăллать.

Пурăнан пурнăçра çыннăн тем тĕрлĕ йывăрлăх та чăтса ирттерме тивет. Çумра çывăх çынсем пурри çав чун ыратăвне ирттерсе яма, канăç тупма вăй-хал парать. Владимир Сурковпа юнашар — юратнă çынсем. Шупашкар районĕнчи Турикассинче çуралса ÿснĕ Аполинария Семеновнăпа 30 çул пĕрле пурăнаççĕ. Виçĕ хĕр — Екатерина, Анна, Татьяна — çуратса ÿстернĕ, пурне те аслă пĕлÿ панă. Икĕ хĕрĕ çемьеллĕ ĕнтĕ, пĕр мăнук Дима пур.

— Чăваш радио сăн-сăпачĕ ытти радиостанципе танлаштарсан пач урăхла. Эпĕ ĕçленĕ чухне те, халĕ те журналист ĕçĕ çăмăл пулман. Чăваш радиора ĕçлекенсене çитĕнÿ, сывлăх сунатăп. Сывлăхсăр микрофон умне те лараймастăн, çил-тăманра та тухса чупаймастăн. Маттур пулăр! — калаçăва вĕçленĕ май ыр сунчĕ Владимир Петрович.

Ирина ПАРГЕЕВА.

Шупашкар хули

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.