Комментари хушас

30 Ака, 2016

Тивĕçе пурнăçласа...

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕ чылай çын асне ĕмĕрлĕхех юлнă. 30 çул каялла шăпах çак кун тĕнчери чи пысăк техноген аварийĕ пулнă. Чернобыльти АЭС инкекĕ историре «хура йĕрпе» юлнă. 1 сехет те 23 минутра атом станцийĕн тăваттăмĕш энергоблокĕ йĕркерен тухнă, сирпĕнсе çунма тытăннă. Атом энергетикинче вăл шар курнисен шучĕпе те, тăкак пысăкăшĕпе те чи пысăк инкек пек палăрса тăрать.

Вилнисене асăнса ытларикун Шупашкарти «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнче Чернобыльти тата радиаци ытти инкекне сирме пулăшнă ентешсене халалласа лартнă обелиск умĕнче митинг иртрĕ. Унта ЧР ĕçпе социаллă хÿтĕлев министрĕ Сергей Димитриев, Раççей МЧСĕн республикăри тĕп управленийĕн ертÿçи Станислав Антонов, инвалидсен «Раççей «Чернобыль» союзĕ» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн президенчĕ Виктор Байдулов тата сумлă ытти хăна, радиаци инкекне сирме хутшăннисем, вĕсен тăванĕсем, хула çыннисем пухăнчĕç. Радиаци инкекне пула вилнисене тата ăна сирме хутшăнса пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнисене асăнса пĕр самант шăп тăчĕç, обелиск умне чечек хучĕç.

Чернобыль инкекĕ пирĕн республикăра пурăнакансене те пырса тивнĕ. 1986—1990 çулсенче авари вырăнĕнче пирĕн 1957 ентеш ĕçленĕ. Паян вĕсенчен çурри те пурăнмасть ĕнтĕ. Чылайăшĕ сусăрланнăран килĕнчен те тухаймасть. Радиаци шелсĕр, никама та хĕрхенмен. Çирĕп арçынсем вара малашлăхра мĕн кĕтни пирки ун чухне пачах шухăшламан, тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçлама васканă.

Патăрьелте пурăнакан Валерий Краснов та мăшăрĕпе икĕ хĕрне хăварсах хушăва пурнăçлама тухса кайнă.

— Чернобыле 1989 çулхи çурлан 28-мĕшĕнче илсе кайрĕç. Малтанах Эрĕнпура çитрĕмĕр. Приборсемпе ĕçлеме тепĕр хутчен вĕрентрĕç те, Киева ăсатрĕç. Унтан Чернобыле çитрĕмĕр. Çĕрле пулин те тÿрех станцине ăсатрĕç, — аса илет хĕсметре Венгри тăрăхĕнче аслă химик-разведчик тивĕçне пурнăçланăскер.

— Чи сиенлĕ вырăна — 3-мĕш зона тетчĕç ăна — илсе кĕчĕç пире. 200-300 рентген çинче ĕçлерĕмĕр. 25 хутчен ÿкертĕмĕр те текех тытмарĕç пире. Киле ăсатрĕç. Пурĕ 20 талăк пултăм унта, — тет Валерий Николаевич.

Строительство техникумĕнчен вĕ-ренсе тухнăскер çак енĕпех ĕçлесе ĕмĕрне ирттернĕ.

— Çар комиссариатĕнчен повесткăна эпир мăшăрпа ĕçре чухне килсе панă. Аслă хĕр ун чухне 4-мĕш класра вĕренетчĕ, кĕçĕнни шкула каяймастчĕ-ха. Упăшкана ăçта, мĕн тума, мĕншĕн илсе кайнине те ăнланса юлман ун чухне, хăрама та пĕлмен. Тепĕр кунхине тухса та каймаллаччĕ. Мĕншĕн шăпах манăн мăшăрăн каймаллине те ăнланман ĕнтĕ. Ара, вăл химик те, строитель те-çке. Чернобыль аварийĕ пирки илтнĕ-ха ун чухне, анчах хăрушлăхне тавçăрсах çитереймен-ши? Каймалла тенĕ те — кайнă. Тÿрĕ чунлă пулнă, çĕршыв умĕнчи тивĕçе туйнă, — тет Валерий Николаевичăн мăшăрĕ Галина.

Патăрьел районĕнчен пурĕ 5 çын лекнĕ Чернобыле. Паян тăваттăшĕ çеç пурăнать. Пĕр-пĕринпе çывăх хутшăнаççĕ вĕсем. Шупашкарти митинга та пĕрлех килнĕччĕ.

Чернобыль инкекне сирме хутшăннă кашни çын шăпи — уйрăм истори. Канаш районĕнчи Вырăскас Пикших ялĕнче çуралса ÿснĕ Юрий Малов та аса илÿре иртнĕ кунсене таврăнать.

— Эпир хамăр ялтан иккĕн пултăмăр: эпĕ тата Борис Белов. Вăл чирлет халĕ. Ĕнер тăван ялти шкула чĕнсе илчĕç. Ачасене Чернобыль пирки каласа кăтартрăм. Вăл мĕнле сиен кÿни çинчен калаçу пуçартăм. Хăть те хăш вăхăтра та, ĕçре те, килте те хăрушсăрлăха пăхăнмалла. Çакна та аса илтертĕм.

Чернобыль станцинче кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ эпир. Пĕр кун та канман. Эпĕ шăпах çу уявĕсен вăхăтĕнче пултăм унта. Сирпĕннĕ 4-мĕш энергоблока хăвăртрах бетон ăшне хупмалла пулнă-çке. Хамăрăн тĕллеве туллин пурнăçланă эпир.

Юрать-ха сиплеççĕ пире. Тав тухтăрсене. Инкек пулнăранпа 30 çул çитрĕ паян. Мĕн тăвас тетĕн, пурнăç — малаллах. Ачасене, мăнуксене ура çине тăратмалла халĕ, — тет Юрий Николаевич.

Çар çыннине Казахстанра хĕсметре тăнă вырăнтан янă. Инкек хыççăн çулталăкран лекнĕ вăл Чернобыле.

— Пурĕ те 65 кун пултăмăр унта, кайран каялла Казахстана таврăнтăмăр. Пирĕн строительство çар чаçĕ атом энергетикин министерствин шутне кĕретчĕ — çавăнпах эпир те инкеке сирме хутшăнтăмăр. Юрать Интернет пур халĕ. Ун урлă Чернобыльте пĕрле пулнă тантăшăмсемпе çыхăну тытатпăр, шăнкăравласа та калаçатпăр.

Татьяна НИКОЛАЕВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.