Маргарита Кабетова: Эфира тухмассерен хумханатăп...
— Республикăри нумай-нумай çыннăнни пекех кашни çĕнĕ кун маншăн мĕн хама ас тума пуçланăранпах сирĕн ăшă та çепĕç сассăра итленинчен пуçланать.
— Чăваш радиовĕ тăван халăхшăн информаци çăлкуçĕ кăна мар, тус-юлташ та, ырă кăмăллă канашçă та. Чăваш радиовĕ — манăн пурнăç. Манăн çамрăклăх. Манăн шăпа. Телейлĕ шăпа. Вăл асамлă вăйпа туртса кĕрсе каять те... Çакă — яланлăхах. Чăваш радиовне, паллах, итлеççĕ. Эпир ăна, кунта ĕçлекенсем, туятпăр, пĕлетпĕр. Халĕ темĕн тĕрлĕ радиостанци те пур. Вĕсен «тĕшши» пур-и е шăв-шавĕ ытларах-и — калама йывăр. Чăваш радиовĕ вĕсен хушшинче сумлăхĕпе, чăвашлăхĕпе, хăйĕн сăн-сăпачĕпе, çепĕç чĕлхипе, юрри-кĕввипе палăрать. Итлекенсене тыткăна илет. Çавăнпа Чăваш радиовĕсĕр пурăнма май çук пек туйăнать мана.
Пирĕн справка Маргарита Кирилловна Кабетова 1956 çулхи кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Тутарстанри Юдино поселокĕнче çуралнă. Куславкка районĕнчи Ырашпулăх, Кунер, Карач шкулĕсенче вĕреннĕ. 1981 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. 1973 çултанпа Чăваш радиовĕнче дикторта вăй хурать. «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» /1987/, «Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» /2002/ хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. |
— Маргарита Кирилловна, калăр-ха, мĕнле лекнĕ эсир радиона?
— Чăваш радиона вырнаçса пĕр вырăнта çакăн чухлĕ, 43 çул, ĕçлетĕп тесе нихăçан та шухăшламан. Эпĕ те, паллах, ыттисем пекех Чăваш радиовне итлесе ÿснĕ. Анчах вăл ăçта вырнаçнине пĕлмен. Тутарстанри Юдино поселокĕнче çуралнă эпĕ. Каярахпа пирĕн çемье Куславкка районĕнчи Ырашпулăха куçса килнĕ. Ачалăхăм манăн унта иртнĕ. Эпĕ шкул пĕтернĕ çул, 1973 çулта, Чăваш радиора нумай çул ĕçлесе пурăннă Серафима Ефимова диктор тивĕçлĕ канăва кайсан конкурс ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Хулана вĕренме кĕрес тесе килнĕччĕ. Пĕлтерÿ илтнĕ хыççăн аннен аппăшĕ Раиса Александровна мана радиона ертсе кайрĕ.
— Эсир вара кам пулма ĕмĕтленнĕ?
— Эпĕ мĕн ачаранах вĕрентекен пулма ĕмĕтленнĕ. Пединститута вĕренме кĕрес тесех килнĕччĕ те... Анчах шăпа урăхларах çаврăнса тухрĕ. Астăватăп-ха: конкурсра пĕр вырăна 33 çын пулнăччĕ.
— Çапах конкурса хутшăнни те ытахальтенех мар-тăр?
— Шкулта вĕреннĕ чухне сăвă пăхмасăр калакансен конкурсĕсене тăтăшах хутшăнаттăм. Районти, республикăри конкурссене те пĕрре кăна мар кайнă. «Эсĕ сăвăсене лайăх калаттăн, радиона кайса пăхар-ха, санран диктор пулмасть-ши?» — тесе ахальтен каламан пуль çав Рая аппа та. Дружина канашĕн председателĕ, каярахпа комсомол организацийĕн секретарĕ пулнă май учительсем мана концертсене ертсе пыма шанатчĕç. Конкурса кайни халĕ те асрах-ха. Кĕрсе тăтăмăр хайхи. Режиссера чĕнсе тухрĕç. «Ай пире шкул ачи кирлĕ мар. Пире аслă пĕлÿллĕ, пурнăçа пĕлекен çын кирлĕ», — терĕ вăл. «Юрĕ, сассине итлесе пăхар-ха эппин», — хушса хучĕ пĕр самант шухăша кайнă хыççăн. Çапла виçĕ тапхăр витĕр тухса шăп та лăп Чăваш радиовĕ çуралнă кун, юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче, мана ĕçе илчĕç.
— Вĕрентекен пулайманшăн, диктор ĕçне кÿлĕннĕшĕн ÿкĕнместĕр-и халĕ?
— Çук, кашни кун микрофон умне тулли кăмăлпа ларатăп. Вĕрентекенпе диктор маншăн пĕр пекрех пек туйăнать. Хăш чухне хама хам ăмсанатăп та. Ирех килсе микрофон умне ларса республика çыннисене ырă сунасси — мĕн тери телей, мĕн тери яваплăх. Гимн янăраса каять те чунра мăнаçлăх туйăмĕ вăранать...
— Диктор ĕçĕнче сире тата мĕн килĕшет?
— Эпир журналистсем çырса панине кăна вуламастпăр халĕ. Тÿрĕ эфирсем те йĕркелетпĕр. Пур информацие те пĕлсе, ăнланса, чун-чĕре витĕр кăларса итлекен патне çитерме тăрăшатпăр. Хăв та ăнланмастăн пулсан сана никам та ăнланаймĕ. Пысăк аудиторире калаçнă пек мар, ăшă калаçу мелĕпе усă куратпăр. Кампа кăна юнашар ларса калаçмастпăр-ши? Епле ан килĕштĕр-ха ĕçĕм?
— 40 çул ытла автан авăтиччен тăратăр? «Ирхи шăпчăк» пулма йывăр мар-и?
— Чăн та, ирхине тăватă сехетрех тăратăп. Тĕп хуламăрта çĕнĕ кăнтăр районĕнче пурăннă май ĕçе 1-мĕш троллейбуспа килетĕп. Канмалли кунсенче ĕçлеме тивнине те хăнăхнă ĕнтĕ. Чăваш радио яланах калаçтăр тетпĕр. Мăшăр та, ачасем те ăнланаççĕ мана, пулăшса, хавхалантарса пыраççĕ.
— Çемье пирки те пĕлес килет.
— Мăшăрăм Валерий Яковлевич Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрте çуралнă. Чулхулари медицина институтне пĕтернĕ, ĕмĕрĕпех санитари тухтăрĕнче ĕçлет. Икĕ ача, ывăлпа хĕр, пăхса ÿстертĕмĕр эпир. Яковпа Екатерина çемьеллĕ ĕнтĕ. Мăшăрпа иксĕмĕр 4 мăнукпа савăнатпăр.
— Хĕрарăмшăн пĕрремĕш вырăнта мĕн: ĕç-и е çемье-и?
— Эпĕ нихăçан та çемьене иккĕмĕш вырăна хуман. Маншăн вăл яланах пĕрремĕш вырăнта. Ĕçе питĕ юрататăп, кăмăллатăп пулсан та... Анчах эпĕ ăна иккĕмĕш вырăнта тесе пăсăк туса пымастăп. Мĕн май пур таран, мĕн пултарнă таран ĕçленĕ, вĕреннĕ. Вунсаккăр та тултарман хĕре республикăн тĕп микрофонне шанса панă çынсен шанăçне тÿрре кăларас тесе тăрăшнă. Мускавра радиопа телекурав ĕçченĕсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра вĕренни те маншăн телейлĕ самантсенчен пĕри. Эпĕ çавăн хыççăн хама тата лайăхрах туйма пуçларăм. Аслă юлташăмсене, мана ĕçе илнĕ Павел Крысина, унăн çумне Венера Большовăна, Серафима Ефимовăна, Авель Харитонова, Екатерина Дубровинăна, Александр Слепова, Надежда Неверовăна яланах ырăпа кăна аса илетĕп, тав сăмахĕ калатăп. Вĕсем мана питĕ нумай пулăшнă, вĕрентнĕ.
— Аçăрпа аннĕр сирĕншĕн питĕ хĕпĕртенĕ пуль...
— Шел, аттепе анне пурăнмаççĕ ĕнтĕ. Анне 68 çултах çĕре кĕчĕ. Пытармастăп: савăнатчĕç вĕсем. Канмалли кунсенче те ĕçлеме тивнĕрен яла тăтăшах каяймастăм. Халĕ çавăншăн ÿкĕнетĕп те. Атте кăмăлне ытлах палăртмастчĕ, анне мана итлесе яланах савăннă. Анне телефонисткăра ĕçленĕ. Питĕ хитре хĕрарăмччĕ, сасси уçăччĕ. Вырăс юррисене шăрантаратчĕ. Эпир, 4 ачи, аттепе аннене намăс кăтартман. Икĕ шăллăмпа пĕр йăмăк та пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă.
— Сирĕн калаçу шыв юххи пек...
— Эпĕ чăваш чĕлхине çав тери юрататăп. Тăван чĕлхе мана çăкăр çитерет. Хулара пурăнатăп пулсан та ытларах чăвашла калаçма тăрăшатăп. Чăваш кĕнекисене ăса хыватăп. Хыпарсене чĕре витĕр кăларса вулама тăрăшатăп. Çамрăксемпе ĕçленĕ чухне те чĕлхе туптанать. Сассăма радио итлекенсем йышăннă пулсан, ку таранччен итлесе пурăнаççĕ-тĕк — Турă паниех пуль.
— Ĕçлеме пуçласанах микрофон умне ларсан хумханнă-и?
— Çав тери хумханнă. Малтан тÿрех тÿрĕ эфира тухайман. Каярахпа ватă режиссер Иван Краснов: «Ачана ишме вĕрентес-тĕк — шыва пăрахмалла», — терĕ те мана студие кĕртсе лартрĕ. Пăлханнипе шалт хытса кайрăм, хамăн çухав чĕтреннине те куратăп вĕт! 10 минутлăх хыпара пĕр такăнмасăр, шăтăр-шăтăр вуларăм. «Маттур, выпуск çĕкленсе кайрĕ», — тесе хĕпĕртесе саламларĕ кайран. Хумхануллă самант нумай пулнă. Çыннăн яланах хумханмалла. Хумханма пăрахсан чулланатпăр. 40 çул ытла микрофон умне ларатăп пулсан та — вулакансем ĕненеççĕ-и, çук-и — эфира тухмассеренех хумханатăп. Эпĕ хамăн ĕçĕмпе яланах кăмăлсăр. Хамăн ĕçе шутсăр юратнăран манăн ялан тата лайăхрах тăвас килет. «Лайăххин чикки çук», — тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Çынсене ятарласа кăмăллаттарас тени мар ку. «Кашнинех юрама тăрăшмалла мар, ку тĕрĕс мар, сирĕн хăвăр пек пулмалла», — тетчĕç Мускавра вĕреннĕ чухне.
— Сире, ахăртнех, хулара радио итлекенсем палласа илеççех пулĕ... Калăр-ха, мĕнле йышăнатăр çакна?
— Пирĕн республика пысăк мар. Çавăнпа унта-кунта тухса çÿренĕ чухне ун пек самантсем пулнă. Мана вăл ытлах кăсăклантармасть. Эпĕ ун пек чухне айккинелле пăрăнма тăрăшатăп. «Палласа илтĕмĕр, анчах пырса калаçма хăяймастпăр», — тенисене те илтнĕ. Радио итлекенсем пирĕн пата час-часах шăнкăравлаççĕ. Çынсене ытларах çанталăк кăсăклантарать. Эпир калани çанталăкпа килĕшсе тăмасть пулсан ятлакансем те тупăнаççĕ. «Эпир хамăртан нимĕн те хушса каламастпăр», — тесе ăнлантаратпăр вара.
— «Паян çумăр çусан та пултарать, çумасан та пултарать. Мĕнле çăмăл меслет тупнă, апла та — йăнăш мар, капла та», — халăхра çакăн пек каланине те илтме тÿр килнĕччĕ...
— Никам та ун пек каламан. Ăна радио итлекенсем хăйсем тăрăхласа шÿте çавăрнă. Микрофон умĕнче интереслĕ самантсем пулмаççĕ мар-ха. Пĕррехинче эпир Авель Харитоновпа çанталăк çинчен вулатпăр. «Халĕ Шупашкарта ...» — малалла çырни çук. Мĕн тумалла? Пĕр-пĕрин çине пăхрăмăр... Пĕр самант шăп ларнă хыççăн: «Çанталăк ĕнерхи пекех!» — терĕ Авель Михайлович.
— Сирĕн чун киленĕçĕ пур-и?
— Тĕрлеме кăмăлăм пур. Çав ăсталăха вĕренесчĕ тетĕп. Вĕтĕ шăрçапа тĕрлекенсене ăмсанса пăхатăп. Ĕçтешсен хушшинче тĕрлекенсем те пур. Хальлĕхе эпĕ пахчара ĕçлеме кăмăллатăп. Пирĕн Муркаш районĕнче Ильинка патĕнче çурт пур, çавăнта çемьепе канатпăр. Пахчаçимĕç ÿстеретпĕр.
— Мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăр?
— Тăнăç пурнăç пултăр тетĕп çĕр çинче. Чăваш радиовĕ хăйĕн уçă сассипе, чăвашлăхĕпе, сăн-сăпачĕпе, хăйĕн çепĕç чĕлхипе тăван халăха яланах савăнтартăр. Пурте ырă та сывă пулччăр.
— Сире çывхарса килекен Радио кунĕпе саламлатпăр! Ĕçре ăнăçу, çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх сунатпăр.
Роза ВЛАСОВА