Çитсе курăр курава
"Вут-çулăмра эпĕ хамăн тĕллеве — вут-çулăм çулне пÿлессине — тупрăм" — шăпах çак ятпа Чăваш наци музейĕн музей-курав центрĕнче курав уçăлчĕ. Ăна Раççей пушар хуралĕн çулталăкне тата республикăри пушарнăйсен хăюлăхĕпе паттăрлăхне халалланă.
Куравра çăлавçăсен тумтирĕпе тата вĕсем куллен усă куракан япаласемпе, çыхăну хатĕрĕсемпе, истори экспоначĕсемпе, тĕрлĕ çулта тухнă пысăк пушарсен вăхăтĕнче тунă сăнÿкерчĕксемпе, вут-çулăма малтанхи тапхăрта сÿнтермелли хатĕрсемпе, информаци стенчĕсемпе паллашма пулать. Унтах пĕтĕм Раççейри ача-пăча пултарулăхĕн "Неопалимая купина" конкурсне пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе тăратнă чи лайăх ĕçсене те курма пулать.
Мероприятие уçнă май унăн пуçаруçи, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-службин пуçлăхĕ, шалти служба полковникĕ Ольга Нягина çак курав çынсене кирек мĕнле лару-тăрура та этемлĕхе çухатмалла маррине, инкеке лекнисене яланах пулăшма тăрăшмаллине аса илтерессе шаннине пĕлтерчĕ. Чăваш наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова МЧС ĕçченĕсемпе пĕрле куравсем йĕркелесси йăлана кĕме тытăннине палăртрĕ. Сăмах май, кăçалхи ака уйăхĕнче Чăваш тĕррин музейĕнче МЧС ĕçченĕсен пултарулăх ĕçĕсен "Хавхалану сюжечĕсем", Наци библиотекинче "Вут-çулăмпа кĕрешес енĕпе вĕсемпе танлашакан çук!" кĕнеке-предмет тата ытти курав уçăлнă. Вĕсене пурне те чи малтан Раççей пушар хуралĕн çулталăкне /МЧС тытăмĕнче халалланă. Пушар хуралĕн ветеранĕ, шалти службăн отставкăри полковникĕ Василий Нягин Чернобыльти инкек çинчен кĕскен аса илчĕ, республикăра тухнă пысăк пушарсем çинчен каласа кăтартрĕ. Çакнашкал синкерсем текех ан пулччăр тесен вĕсемпе кĕрешмешкĕн яланах хатĕр пулмалла терĕ.
Курава /сăмах май, вăл пĕр уйăх ĕçлĕ уçма хутшăннисене тĕп управленин "Служу Отечеству" ансамблĕн ертÿçи Андрей Барабанов тата "Акация" культура керменĕнчи "Салам" ушкăн хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА