«Çак кунсем манăçран тухмаççĕ»
1986 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕ. Чернобыль, Припять хулисем, Украина, пĕтĕм Совет çĕршывĕ тарăн ыйхăпа çывăрнă. Çак шăплăха çур çĕр иртсе 1 сехет те 23 минутра хăрушă икĕ взрыв татнă. Чернобыльти атом электростанцийĕн тăваттăмĕш блокĕ сывлăша сирпĕннĕ.
Чернобыль асăннă станцирен 15 çухрăмра вырнаçнă, хулара 12 пин çын пурăннă. Припять вара - 0,5 çухрăмра, авариччен 49 пин çын кун кунланă унта.
Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче çĕршыв ертÿçисем Припять хулинчи çынсене эвакуаци тума палăртнă. 3 сехетре 1100 автобуспа 50 пин çынна хăрушă вырăнтан куçарса кайнă. Вĕсене пурне те 2-3 куна çеç яратпăр тесе лăплантарнă, анчах хăшĕ-пĕрин тăван кĕтесĕнчен ĕмĕрлĕхех уйрăлма тивнĕ.
Аварие пула сиксе тухнă ĕçсене пурнăçламашкăн çынсене пĕтĕм Совет Союзĕпех пуçтарнă. Ытларах Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă арçынсене. Вĕсене тепĕр хут салтак форми тăхăнтартнă та 6 уйăха çар комиссариачĕ урлă Чернобыле янă. Чăваш Республикинчен унта 2 пине яхăн çын ăсаннă. Муркаш районĕнчен вара - 38-ăн. Шел, халĕ вĕсенчен çурри çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Мĕн тăвăн? Радиаци çынна ырă тумасть.
Муркашра пурăнакан Юрий Михайлович Михайлов ?вăл Уйкас Янасал ялĕнче çуралнă% та Чернобыльти инкек пирки илтсен пĕр сăмахсăрах салтак форми тăхăннă. Вăл унта 1987 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа утă уйăхĕччен пулнă.
«Пире инкек кÿнĕ АЭС-ран 30 çухрăм аяккарах палаткăсене вырнаçтарчĕç. Пĕринче 120 çын пурăнаттăмăр, - аса илет иртнине Юрий Михайлович. - Вĕсене буржуйкăсемпе хутса ăшăтаттăмăр. Вут-шанкă турттарма Киев таврашнех каймаллаччĕ, 90 çухрăма. Апата хамăрах черетпе пĕçереттĕмĕр. Апат-çимĕç тенĕрен вăл çителĕклĕччĕ, ытларах тушенка. Минерал шывне те яланах паратчĕç. Эрнере икĕ хутчен - юнкунпа вырсарникун - мунча кĕртетчĕç. Пире ытларах виççĕмĕш энергоблока дезактиваци тума машинăпа турттаратчĕç. Радиаци виçине кура кунне 30 минутран пуçласа 2 сехет таран ĕçлеттеретчĕç. Ăçта пысăкрах - унта сахалрах вăй хураттăмăр. Пире кашнинех дозиметр панă. Радиаци 25 бэртан иртмелле марччĕ. Унтан пысăкрах пулсан киле яратчĕç. Манăн 20-рен иртмерĕ. Эпĕ çур çул чиперех ĕçлерĕм. Хăшĕ-пĕри килне каяс тĕллевпе радиаци пысăк çĕрте пулма тăрăшатчĕ. Çапла вара хăйсен ирĕкĕпе ăна çаклатса килĕсене каятчĕ. Анчах вăл ырă япала мар. Каярахпа вĕсем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç.
Ĕçленĕшĕн кунне 4 тенкĕ те 50 пус паратчĕç. Ăна эпир хамăра кирлĕ пек тăкакланă. Кашни кун 150 г шурă эрех панине те тунмастăп. Вăл юн çаврăнăшне лайăхлатнă. Унсăр пуçне организмран радиацие те кăларма пулăшнă. Авари пулнă хыççăн ĕçченсене 100 г спирт панă малтан, анчах ĕçнĕ хыççăн вĕсем техникăна итлеттерейменнине кура ку йăлана пăрахăçланă. Дезактиваци тунă çĕрте Вăтам Ази çыннисем те чылайччĕ. Вĕсене те çар комиссариачĕ урлă илсе килнĕччĕ. Украина хĕрĕсем хăйсен ирĕкĕпе укçашăн ĕçлеме пынисем те нумайччĕ. Пирĕн пата Мускавран артистсем те пыратчĕç. Пĕрер юрă шăрантаратчĕç те часрах каялла таратчĕç.
Эпĕ водительте ĕçленĕ май вутă, апат-çимĕç турттараттăм. Юханшывсенче питĕ пулă нумайччĕ. Хăшĕ-пĕри çур метр тăршшĕччĕ. Эпир дозиметрпа вĕсенчи радиаци шайне виçеттĕмĕр. Ытлашши сиенленменнисене ăшаласа çиеттĕмĕр.
Хуласемпе ялсенче пĕр çын та пурăнмастчĕ, урамсем пуш-пушăччĕ. Вăрçă хыççăнхи пекчĕ. Пиртен 700 метрта «Рыжий» вăрман пурччĕ. Радиаципе сиенленнĕ пĕтĕм техникăна унта турттаратчĕç. Хăш-пĕр çын вĕсен саппас пайĕсене, мотор таранах, кăларса илсе аякка кайса сутатчĕç, укçа тăватчĕç. Вĕсемшĕн çын сывлăхĕ нимĕн те мар».
Чернобыльтен таврăнсан Юрий Михайлов Муркашри «Сельхозтехникăра», каярах «Агроснабра» водительте ĕçленĕ. Ĕç стажĕ унăн - 40 çул ытла. «Пире, Чернобыльте пулнисене, патшалăх кÿрентермест, - тет вăл. - Пенси-пособи çителĕклех парать. Анчах та сывлăх хавшаса пыни кулянтарать. Ыратман вырăн çук, ыйхă та килмест. Ура сурнипе аптратăп. Чернобыль таврашĕ халĕ те куç умĕнчех. Унта ĕçленĕ вăхăтсем çĕрле ыйхăран вăрансан та аса килеççĕ. Эпĕ çапах та пурăнатăп-ха. Унта пулнисем чылайăшĕ пирĕн хушăра çук. Вĕсене яланах чĕресенче упрасчĕ».
Юрий Михайлович - 2-мĕш ушкăн инваличĕ. Тивĕçлĕ канăва вăл 50 çулта тухнă. Ăна «Вилĕмрен çăлса хăвар-нăшăн» медальпе чысланă. Хальхи вăхăтра вăл Муркашра çемйипе пурăнать. Мăшăрĕпе пĕрле виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ.
Александр МАКАРОВ.
Муркаш районĕ.