Комментари хушас

26 Ака, 2016

Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнче, чаплă хуралта...

2015 çулта Раççей Общество палати халăхăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи паттăрлăхне ĕмĕрлĕх упрас тĕллевпе регионсенче «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи хуралçă салтак» акци ирттермешкĕн пуçару туни пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Ĕнер, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче çак акци иккĕмĕш хут уçăлчĕ.

Унăн тĕллевĕ — ачасемпе çул çитмен çамрăксене патриот пулса çитĕнтересси, халăхăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи мухтавлă паттăрлăхне ăса хывтарасси.

Мероприятие ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Республикинчи Общество палатин председателĕ Алексей Судленков, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ Николай Паштаев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă хисеплĕ ентешсем тата ветерансем, Афганистан вăрçине хутшăннисем, Шупашкарти шкулсенче вĕренекенсем, Ачасен полици академийĕнче ăс пухакансем хутшăнчĕç. Ăна отставкăри полковник Сергей Чехов ертсе пычĕ. Сумлă мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине, Афганистан вăрçине хутшăннă ветерансене, «Çĕнтерÿ ялавĕ умĕнчи хуралçă салтак» акцие хутшăнакансене курма питĕ хавас эпĕ. Çĕршыв кăçал Аслă Çĕнтерÿ 71 çул тултарнине паллă тăвать. Чаплă куна чыслă кĕтсе илме хатĕрленсе çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парассипе çыхăннă тĕрлĕ мероприяти ирттерме тытăннă ĕнтĕ. Вĕсем ачасемпе çамрăксене Тăван çĕршыва юратма, аслисене хисеплеме вĕрентеççĕ, историе тĕпчеме хистеççĕ. Çакăн йышши мероприятисем кăçалхи ака-çу уйăхĕсенче, уйрăмах Çуркуннепе ĕç уявне тата Çĕнтерÿ кунне паллă тунă чухне, республикăри мĕнпур шкулта, колледж-техникумра тата институт-университетра иртмелле», — терĕ Михаил Васильевич.

Раççейĕн тата Чăваш Республикин гимнĕсем янăранă хыççăн Ачасен полици академийĕнче ăс пухакансен пĕр ушкăнĕ Çĕнтерÿ ялавне йăтса вĕренекенсен стройĕ тата хисеплĕ хăнасен умĕнчен утса иртрĕ. Унтан сăваплă акцие хутшăнакан кашни уйрăмах Çĕнтерÿ ялавĕ пачĕç. Савăнăçлă çак саманта вăрçă ветеранĕсем те хутшăнчĕç. Академин вĕрсе калакан инструментсен оркестрĕ, параппанçă-хĕрсен ушкăнĕ марш янăраттарни мероприяти сумне тата та ÿстерчĕ.

«Çакăн пек акци йĕркелесе эпир ветерансене вĕсен Çĕнтерÿ ялавĕ шанчăклă алăра пулни пирки калатпăр. Çамрăк ăру Тăван çĕршыва юратса ÿсет. Вĕсем ăна хÿтĕлеме яланах хатĕр. Çĕнтерÿ кунĕнче «Вилĕмсĕр полк» акцие те хаваспах хутшăнатпăр. Ветерансене вăрçăра çĕнтернĕренпе 71 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп», — терĕ Алексей Судленков.

Ачасен полици академийĕнче вĕренекенсем вăрçă ветеранĕсене чечек çыххипе чысларĕç. «Сире пурсăра та çывхарса килекен Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе саламлатăп. Эпĕ те вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Связист пулнă. Тăватă ордена тивĕçнĕ. Çĕнтерÿ çăмăллăн пулман. Çĕнтерÿ ялавĕ те çăмăллăн лекмен. Пирĕн паттăрлăх пирки ан манăр. Тăван çĕршыва яланах юратăр, унпа мăнаçланăр. Лайăх вĕренĕр, тĕрлĕ енлĕ аталанма тăрăшăр, спортпа туслă пулăр», — çамрăксене ырă сунчĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ Петр Теплов.

Роза ВЛАСОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.