Комментари хушас

26 Ака, 2016

Промышленноç ÿснĕ, строительство чакнă

Республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен вырăнти тытăмĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркăна ĕнер ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн шалти ĕçсен çĕнĕ министрĕпе Сергей Неяскинпа паллаштарнинчен пуçларĕ. "Сергей Дмитриевич профессири çул-йĕрне çул çитменнисемпе ĕçлекен участок инспекторĕн должноçĕнчен пуçланă. Йĕркелĕхе тивĕçтерес ĕçе шалтан пĕлет", — терĕ Михаил Васильевич.

Хыпар пĕлтерчĕ: Шупашкар Раççейри экологи тĕлĕшĕнчен таса хуласен ТОП-10 йышне кĕнĕ. Михаил Игнатьев çак шая малашне те тытса пымалли, граждансемшĕн тăрăшса тавралăха хăтлăх кÿрес енĕпе ĕçлемелли пирки асăрхаттарчĕ.

Республикăн кăçалхи пĕрремĕш кварталти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕтĕмлетрĕ. Çулталăк пуçламăшĕнчи ырă туртăмсен шутĕнче вăл промышленноç производствин — 106,8% /Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 2-мĕш вырăнта/, ял хуçалăх производствин — 112,3%, халăхăн уйăхри вăтам ĕç укçин 103,4% танлашнă ÿсĕмне палăртрĕ.

Промышленноç производствин индексĕ электрооборудовани, электрон тата оптика оборудованийĕн производствинче — 21,2, апат-çимĕç туса кăларакан производствăра — 16,3, хими промышленноçĕнче 20,4% хушăннă. Резинăпа пластмасса изделисем туса кăларасси те 20% ÿснĕ. Ытти хăшпĕр производствăра та ÿсĕм пур.

Строительствăри ĕç-хĕл калăпăшĕ — 7,5 млрд тенкĕлĕх. Ку виçе пĕлтĕрхи кăрлач-пуш уйăхĕсенчипе танлаштарсан 81,1% чухлĕ. Мĕнпур çăлкуç шучĕпе пурăнмалли 63,4 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — иртнĕ çулхи çак тапхăртин 58,6% чухлĕ. Строительство министрĕ Олег Марков шучĕпе, çулла çурт-йĕр строительствин рынокне тăнăçлăх таврăнмалла, çулталăк кăтартăвĕсем тăрăх пĕлтĕрхи шая çитмелле.

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăйпитти çынсен йышĕнчи ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,9% пулнă, ĕçлев службин органĕсенче регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен шучĕ — 6,05 пин çын. "Трактор завочĕсем" концерн çу уйăхĕн 1-мĕшĕнчен хăйĕн ĕçченĕсен чылай категорийĕн ĕçне чарса лартасси çинчен пĕлтернине кура Михаил Игнатьев лару-тăрăва тимлĕ сăнаса тăма хушрĕ, ĕçлев центрне килекенсене вăхăтра квалификацие улăштармашкăн пулăшмалли пирки асăрхаттарчĕ. Михаил Васильевич кризис тапхăрĕнче хăйсен ĕçченĕсене шалу тÿлемен пуçлăхсене çивĕч критиклерĕ: "Çак процессене лăпкăн сăнаса тăма юрамасть. Хăйсен служба машинисене сутчăр, анчах ĕçлекенсен умĕнчи парăма татчăр".

Финанс министрĕ Светлана Енилина ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăн пĕрлештернĕ бюджетне 9,3 млрд ытларах тенкĕлĕх пурнăçлани çинчен пĕлтерчĕ. Хамăрăн тупăшсем 6,3 млрд тенкĕпе танлашнă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 3,8% ÿснĕ. Финмин ертÿçи республика тăкак обязательствисем валли вăхăтра укçа уйăрнине çирĕплетрĕ. Республикăн пĕрлештернĕ бюджетне çак уйăх пуçламăшĕ тĕлне 609,5 млн тенкĕлĕх профицитпа пурнăçланă.

Çурхи уй-хир ĕçĕсемпе ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарчĕ. Çурхи культурăсене 320,6 пин гектар акса хăвармалла. Тунтикун тĕлне 10 районта 846 гектар акнă. Вăрлăх çителĕклĕ, хуçалăхсене патшалăх енчен 420 млн тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ, çак кунсенче вĕсем тата 160 млн тенкĕ илĕç.

Михаил Игнатьев ял хуçалăх техникипе тухăçлă усă курмалли пирки аса илтерчĕ: "Хăватлă техника пĕр сехет те ахаль ан лартăр. Унпа хăш хуçалăхсенче машинăсем çитмеççĕ — унта тÿлевлĕ майпа усă курмалла. Кашни сехет хаклă. Кăçал пирĕн выльăх апачĕн пысăк саппасне хатĕрлемелле, 2017 çул валли апат-çимĕç саппасне тивĕçтермелле. Пĕтĕмпех профиль министрĕнчен, администрацисен пуçлăхĕсенчен, эсир ĕçе мĕнле йĕркеленинчен килет".

Çуллахи тапхăрта пушарсенчен сыхланас ыйтăва та сÿтсе яврĕç. Ку енĕпе тивĕçлĕ техника, çынсем пур. Канашлу эрнекун тата шăматкун Шупашкар лесничествин çуннă вăрман территорийĕсенче йывăç лартнине пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Йывăç лартма ЧР Пуçлăхĕ те, министрсем те тухнă. Пĕтĕмпе 6,5 гектар çинче хыр хунавĕсем лартса хăварнă. Михаил Игнатьев ку ĕçе малалла тăсассине çирĕплетрĕ: "Ырă йăла. Тĕллев — 5 çулта çуннă мĕнпур вăрмана çĕнĕрен чĕртесси".

К.АНТОНОВ

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.