Комментари хушас

22 Ака, 2016

«Кашни кун эп тĕрлĕрен»

«Унăн ĕçĕсем сăнарлă тата тарăн шухăшлă пулнипе палăраççĕ. Вăл аваллăха нумай тĕпчет, çав вăхăтра хальччен упраннине çĕнĕ сĕм кĕртсе тата та аталантарать. Хăйĕн чĕлхиллĕ, хăйĕн туйăмĕллĕ, вĕри те хăватлă сăрă ăсти». Е тата: «Унăн ĕçĕсем сăнарлă, тарăн шухăшлă пулнипе палăраççĕ. Тĕррисенче — илем, ырăлăх, юрату. Хамăр тымарсене, йăла-йĕркене хисеплесен кăна çакăн пек ĕçсем тума пулать. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх, пултарулăх кирлĕ вĕсене куракан патне çитерме! Автор хăйĕн шалти тĕнчипе, çынсемпе килĕшÿре тата çураçура пурăнать, çулран-çул кăсăклăрах ĕçсем тăвать». Тепĕр шухăша та палăртасах килет: «Тĕрлĕ жанрпа ĕçлет. Ку — интереслĕ, астаруллă. Унăн ĕçĕсенче поэзи пурри те туйăнать. Вĕсем кашнинех ырă ĕç тума хавхалантараççĕ».

Çак сăмахсене йăлтах Шупашкарти Музейпе курав центрĕнче Раççей художникĕсен союзĕн членĕ, РФ тата ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Татьяна Шаркова ячĕпе каларĕç. Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче ăстан «Этнокультура пуянлăхĕн тата пултарулăхри йăла-йĕркен нумай енлĕхне упрассипе тата аталантарассипе çыхăннă ÿнер произведенийĕсен ярăмĕ» куравĕ уçăлчĕ. Экспозицире — Татьяна Васильевнăн литературăпа искусство енĕпе Чăваш Республикин Патшалăх премине илме тăратнă ĕçĕсем.

Пысăках мар выставкăра Татьяна Шарковăн пултарулăхне туллин уçса панă. Кунтах — тĕрленĕ чăваш çи-пуçĕ, кĕрÿ тутрисен пуххи, орнаментран пуян панно. Тата, паллах, чăваш пуканисем. Вĕсен йышĕнче — йăла-йĕркепе çыхăннисем те, вылямаллисем те пур. Пуканесем анатри тата тури чăвашсен тĕрĕ-эрешĕллĕ, капăрчăклă тумсемпе. Экспозицире 100 çул каяллахи пуканесем те пур. Вĕсене йывăçран, туратсенчен ăсталанă. Ку теттесен пуçĕ çук. Ачасене хăратас мар тесе юри туман-мĕн вĕсене. Ăстана пукане тĕнчи питĕ илĕртни куçкĕрет. Унăн пуканисем аваллăха упраççĕ, çав вăхăтрах паянхи пурнăçран та юлмаççĕ. Автор яланах шыравра. Чăваш ялĕсене экспедицисене çÿрет, ватă çынсемпе тĕл пулать, тĕпчет. Аваллăха хăй пултарнă май паянлăха куçарать. Выставкăра çĕнĕ ĕçсемпе пĕрлех маларах тĕрлĕ куравра палăрнисемпе те паллашма пулать. Кунта — тĕрленĕ пит шăллисем, сĕтел виттисем, салфеткăсем, хĕр тата хĕрарăм кĕписем, качча каякан пике пĕркенчĕкĕ...

Татьяна Шарковăна курав уçăлнă ятпа республикăри паллă художниксем, ЧНК тата «Елчĕк ен» ентешлĕх хастарĕсем, пĕр класра тата пĕр курсра вĕреннисем, хĕр тусĕсем, тăванĕсем ăшшăн саламларĕç. Сăмах илнисем пурте унăн ĕçĕсене пысăк хак пачĕç. Мана вара уйрăмах кĕрÿ тутрисем тыткăнларĕç. Ĕлĕкхи йăласене çухатмасăр паянхи тĕссене тата кăмăла хушса тĕрленĕскерсенчен куçа та илес килмест. Пĕри, «Ылтăн тутăр» ятли, ылтăн тĕссемпе пуян. Тепри хĕрлĕрех кĕрен тĕслĕ. «Кашни кунах эп тĕрлĕрен», — тет автор хăй пирки. Ку — тĕрĕсех. Пĕрешкеллĕх йăлăхтарать, çĕнĕлĕх вара яланах илĕртет. Татьяна Шарковăра иксĕлми вăй-хăват тапса тăрать. Çав хастарлăхпа вăл ыттисене те илĕртет, ĕçлеме, тăрăшма хистет. Пыл хурчĕ, пăрчăкан тейĕн… Халăх пуянлăхне упрассишĕн, ăна аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшăканскер хăех ахах пек… Унăн чаплă ĕçĕсенчен тĕлĕнме пăрахаймастăп. Куравра пулнă хыççăн пурнăçăмра çĕнĕ страница уçăлчĕ тейĕн.

Роза Власова.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.