Пĕрле чухне йывăрлăх та чăрмав мар
Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕ историе кĕрсе юлĕ. Çак кун Крым Раççейпе пĕрлешрĕ. Ку икĕ еншĕн те савăнăçлă пулăм. Владимир Путин, Крым Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ Владимир Константинов, Сергей Аксенов премьер-министр, Севастополь мэрĕ Алексей Чалый килĕшÿ алă пуснине курнă май чылайăшĕ савăнннипе куççульне чарайман. Крым çыннисем çак пулăма тахçантанпах кĕтнине пытармаççĕ. Каялла «амăшĕ» патне таврăннăшăн чунран хĕпĕртеççĕ.