Пăла юхать сарăлса… Сĕве патне васкаса
Патăрьел районĕнчи Каншелте пурăнакан Кирилловсене анкарти хыçĕнче çĕр ишĕлни темиçе çул ĕнтĕ канăç памасть.
- Вырăнти, районти ертÿçĕсене ку ыйтупа ывăнтарса та çитертĕмĕр пулĕ. Акă татах çуркунне çитрĕ, каллех çĕрулми лартмалла, пахча хĕррине вара çывхарма та хăрамалла. Трактор та, лаша та кĕреймест анкартине, çаврăнмалăх вырăнĕ те юлмарĕ. Иртнĕ çул сухаланă чухне тимĕр акапуç çырмана анса кайсан сехре хăпрĕ. Çакăн хыççăн пĕр тракторист та пахчана ура ярса пусас çук. Çу çитсен ачасем анкарти хыçĕпе пулла çÿреççĕ, çĕр тăрук ишĕлме пултарни пирки ялан асăрхаттаратăп шăпăрлансене, усалли ан пултăрах. Вăт, çакнашкал пурăнатпăр эпир Пăла хĕрринче. Çуркуннесерен шыв шăнкăртатса юхнă май юханшыв сарăлсах, пирĕн кил-çурт патнелле çывхарсах пырать, - чунне ыраттарсах калаçать кил хуçи арăмĕ.
Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 1-мĕш стр./.
Вырăнти ертÿçĕсем тăрăшнипе темиçе çул каялла Пăлана тракторпа пĕр енчен пĕвелесе шыв çулне пăртак тÿрлетме май килнĕ, колхозăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕ çине кăна кĕреймен. Анчах та çав çул çĕр шăнманнипе çулталăкранах татăлса кайнă пĕве.
Ыттисем пек лашапа та, тракторпа та мар, çип карса çĕрулмие кĕреçепе лартаççĕ Кирилловсем. Шăтса тухнă пахчаçимĕçĕ пĕрре мар çырмана ишĕлсе аннă вĕсен. Пулăхлă хура тăпра кашни çул шывпа юхса кайни канăç памасть вĕсене.
- Вырăнĕ илемлĕ пирĕн. Пахча хыçĕнче çăтмахри евĕр, шывĕ шăнкăртатса юхать, шăпчăксем юрă шăрантараççĕ. Анчах та çĕрĕ ишĕлет-çке, çакна пĕлсен пирĕн ывăла качча пыракан пулĕ-ши, кунта çĕрулми те ÿстерме çук тесе тиркешĕç, уншăн та кулянатăп. Ял çыннишĕн çĕр хаклă-çке. Валера ялтах юласшăн, хула пурнăçне килĕштермест, кунта унăн ĕмĕр пурăнмалла, - пăшăрханать Вера Владимировна.
Саркаланса юхакан Пăла уйрăмах çуркунне, пăр кайнă май, çырана вăйлă ишет. Йывăç лартни те усăсăр, вăл тымар ярса вăй илеймест, юхса çеç каять-мĕн.
- Эпĕ Каншеле Кĕçĕн Арапуçран 1973 çулта качча килтĕм. Ун чухне çĕр çав териех ишĕлнине астумастăп. Хальхи пысăк çырма вырăнĕнче пирĕн пахчаччĕ. Тепĕр енĕпе нимле хăва та, çирĕк те, çĕмĕрт тавраш та çукчĕ, вăрмантан çурхи шывпа юхса килсе никам лартмасăрах ĕрчет халь. 25 çул пире канăç памасть çак ыйту. Шыв çулне маларах пăрса ямалла пулнă çав, ун пирки вăл вăхăтра никам та шухăшламан. Техникăсăрах, çĕре кашни кун кĕреçепе чавсан та çак кукăра халĕччен тÿрлетме май килетчĕ, - кулянать Вера Кириллова.
Аякра мар пурăнакан Красильниковсен те юханшыва пула канăç çухалнă.
- Çĕр вăрттăн - тĕпĕнчен - ишĕлет. Мăнуксене пахчана та кăларма хăратпăр, кашни утăмне сыхласа тăратпăр, çырмана каясран хăрушă. Лупас кивелчĕ, ăна ăçта лартмаллине те пĕлместпĕр халь. Тĕрĕссипе, вырăнĕ те çук. Кĕркунне çĕнĕ мунча хăпартрăмăр, вăл та çырма хĕрринчех, лапка çинче милĕкпе çапăннă хушăра юхса кăна каяс марччĕ. Çулла ĕнене пахчана кăкарнăччĕ. Çĕр тăрук ишĕлсе аннă та хайхискер Пăлана кĕрсе ÿкнĕ. Çырмаран аран туртса кăлартăмăр, юрать, пăявĕ татăлнă, унсăрăн хамăр таврăннă çĕре çакăнса тăратчĕ ĕне, - кулянса калаçать Альбина. Вăл сусăр икĕ хĕрĕпе пурăнать. Йĕркеллех çуралнăскерсем кайран хавшама тытăннă-мĕн. Мăшăрĕ 15 çул каяллах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă хыççăн хуçалăха хĕрарăм пĕчченех тытать.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче улттăмĕш çул тăрăшакан В.Секретова та çак ыйту ĕçе вырнаçнă кунранпах канăçсăрлантарать. Кирилловсен анкартине пирĕнпе пĕрле вăл тепĕр хутчен пырса курчĕ.
- Пĕчĕк пĕве мар-çке, пирĕнтен кăна килмест. Каншел ялĕ айккипе юхакан Пăла юханшывĕн çулне йĕркелемеллин проект документацийĕ пур. Ăна 2011 çултах хатĕрленĕ. 2012 çулхи авăн уйăхĕнче проекта Чулхулара хÿтĕленĕ, ЧР строительство министерстви экспертиза витĕр кăларнă. РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен Пăла юханшывĕн çулне йĕркелеме 16 миллион тенкĕ укçа уйăрма палăртнă. 2016 çулта шăпах çак ыйтăва татса памаллаччĕ, кризис пирки-ши, хальлĕхе пĕр сăмах та шарламаççĕ, чăрмав сиксе ан тухтăрах, - ăнлантарчĕ Владимир Алексеевич.
Çапах та ыррине шанас килет. Каншелти Кирилловсемпе Красильниковсем ахальтен темиçе çул пăшăрханмаççĕ пулĕ. Çĕр хакне лайăх ăнланать ял çынни. Ĕмĕр-ĕмĕр пурăннă вырăна тăван ачи-пăчи валли упраса хăварма ĕмĕтленет. Пулăхлă хура тăпра çулсерен шывпа юхса кайса ахалех пĕтни те ыраттарать вĕсен чунне.
Елена АТАМАНОВА.