Паралимпиада кĕтет
Куç курманнисен спорчĕн федерацийĕ малтан та пулнă-ха. Анчах вăл кирлех мар пек туйăннă-ши - хупăннă. 6-7 çул каялла саккунсем улшăнма пуçласан вара унăн пĕлтерĕшĕ çирĕпленнĕ. Çĕнĕ саккунсем тăрăх спорт министерстви спорт федерацийĕсемпе çеç çыхăнса ĕçлеме пултарать-çке. Çавăнпах республикăри куç курманнисен обществи /унăн ертÿçи Юрий Сергеев/ хăйсен уйрăмне йĕркелесси пирки пуç ватма пикеннĕ. Раççей спорт реестрĕнче те куç курманнисен спорчĕ пур-çке, 21 дисциплина кĕрет унта. Çапла чылай тăрмашнă хыççăн 2013 çулхи пушăн 21-мĕшĕнче йĕркеленех ăна. Çулталăк вĕçĕнче аккредитаци тухса тĕрлĕ ăмăрту ирттерме ирĕк илнĕ.
Раççейри куç курманнисен спорчĕн федерацийĕн Чăваш республикинчи уйрăмĕн ĕçне Дмитрий Фадеев йĕркелесе пырать. Федераци паянхи кун епле пурăннипе, çитĕнĕвĕсемпе, çитменлĕхĕсемпе паллашма шăпах унпа курса калаçрăмăр та.
- Куçĕ курманнипе сусăр шутланакансем, РФ сывлăх сыхлавĕн министерстви каланă тăрăх, йышлансах пыраççĕ иккен. Суккăр çуралакан ачасем те чылай, вăхăт иртнĕ май курма пăрахакан та пур. Республикăра суккăр çынсем халăхăн 1 проценчĕ пулĕ тесе шутлаттăм. Нумаях пулмасть ку цифра 3 процентпа танлашнине илтрĕм те тĕлĕнтĕм. 30 пин яхăн çын япăх курать е курмасть те иккен, - пуçларĕ калаçăва Дмитрий Валерьянович.
Çав вăхăтрах куç курман кашни ватă е вĕтĕ спортпа туслашаять. Ара, спортăн çăмăл тĕсĕсем те пур-çке - шашка, шахмат. Вĕсем ăс-тăна та аталантараççĕ, çирĕплетеççĕ. Çав вăхăтрах нумай вăй-хал илекеннисем те пур. Сăмахран - армрестлинг, пауэрлифтинг. Вĕсемпе тухтăр ирĕк парсан çеç туслашма юрать. Куç курманнисем йывăр тата çăмăл атлетикăна та кăмăллаççĕ.
- Федерацире 100-е яхăн спортсмен шутра тăрать. Вĕсем - спортпа чăннипех те туслисем, çитĕнÿ тăвакансем. Вĕсен хушшинче Раççей пĕрлештернĕ командин йышне кĕнисем те пур.
Çăмăл атлетсенчен виççĕшне уйрăммăн палăртас килет: Александр Николев, Александр Сорокин тата Святослав Евграфов. Вĕсем чăннипех те малалла туртăнаççĕ, ăнтăлаççĕ. Паралимпиадăна хутшăнас тĕллевлĕ. Кăçал Бразилире иртекен вăййа хутшăнма ĕлкĕреймеççĕ-ха, анчах малашлăха шанатпăр. Лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ вĕсем.
Сĕтелçи теннисĕ аталанса пырать. Тĕрлĕ шайри ăмăртура Чăваш Ен ятне çĕклекенсем пур, - çитĕнĕвĕсене палăртнă май хавхаланăвне пытармасть федераци ертÿçи.
Тренерсем çитмеççĕ
Чăннипех те пысăк çитĕнÿсем пирки калас пулсан, Лондонри Паралимпиадăна та аса илмелле. Унта Анна Сорокина Пушкăртстана «чапа кăларса» хутшăннă-ха, анчах ăна Чăваш Ен те хăйĕн хĕрĕ вырăнне хурать. Ара, вăл Шупашкарти куç курманнисен интернатĕче вĕреннĕ, кунта пурăннă чухнех çăмăл атлет Раççей чемпионĕ пулса тăнă. Кайран çеç пурăнма Уфана куçнă, çитĕнÿпе палăрнă. Малтанхи утăмĕсем вара пирĕн республикăна тивĕçнĕ.
- Елена Иванова та иртнĕ Паралимп вăййисенче виçĕ ылтăна тивĕçрĕ. Унта вăл урăх чирпе нушаланакан пек хутшăнчĕ пулин те малтан куç япăх куракансен интернатĕнчен вĕренсе тухрĕ. Çавăнпах ăна та эпир хамăрăн хĕр пек йышăнатпăр. Спортри пĕрремĕш утăмĕсене те вăл шăпах куç курманнисен хушшинче турĕ, - паллаштарчĕ Дмитрий Фадеев.
Пысăк çитĕнÿ тăвакан воспитанниксем федерацире татах та пур. Тренерсем те лайăх. Анчах сахал иккен. Çитмеççĕ. Çакă пăшăрхантарать те Дмитрий Валерьяновича. Çав вăхăтрах шанăç кÿрекенни те пур - çамрăксем ĕçе пысăк хавхаланупа пуçăнаççĕ.
- Куç курманнисемпе ĕçлеме пачах та йывăр мар. Пĕр чĕлхе тупмалли вăрттăнлăхĕсене, майĕсене çеç пĕлмелле. Республикăра куç курманнисен спортне аталантарассинче Василий Чернышов тÿпи пысăк. Халĕ вăл пирĕнпе çук ĕнтĕ. Василий Николаевич куç курманнисен интернатĕнче ĕçлесе унтан çирĕп утăмлă нумай çамрăка кăларнă. Шашка, шахмат, çăмăл атлетика енĕпе чемпионсем ÿстернĕ, - тет хăй те шахматла выляса нумай çитĕнÿ тунă Дмитрий Фадеев.
Халĕ вăл куç курманнисене çеç мар, сывă ачасене те шахматла выляма вĕрентет. Шашкăлла вылякансене хатĕрлекенсем пирки те ыррине çеç калать. Вĕсенчен уйрăмах Раççей чемпионĕсене хатĕрленĕ Андрей Унтинпа Вячеслав Суховича палăртать.
Ăнтăлмалла, малаллах туртăнмалла
- Куç курманнисене спортпа туслаштарас кăтартупа Раççейре вăтамрисем эпир. Кÿршĕллĕ Мари республики пиртен чылай малта паллах. Çамрăксем хастартарах унта. Хăш-пĕр регион спортăн пĕр тĕсне çеç тимлĕх уйăрать. Дагестанра, сăмахран, дзюдо аталаннă. Пирĕн те туртăнмалла, çÿлелле хăпармалла. Ĕçлемелли нумай-ха.
Спорт реестрне кĕнĕ 21 тĕсрен республикăра хăшĕ-пĕри çеç аван вăй илнĕ: шашка, шахмат, çăмăл атлетика, спорт туризмĕ. Йĕлтĕрпе ярăнассипе ишессине вăйлатма тăрăшатпăр.
Вăйăсене аталантарас килет. Сăмахран, футбол. Питĕ кăсăклă вăл. Галбол та çаплах. Вăл вара пирĕн патра пачах аталанман. Пĕлтĕр çеç шухăша путрăмăр кун пирки. Питĕ паха вăйă. Унта сасă кăларакан çăмхапа вылямалла. Вăл куç курманнисене тавралăхра хăйсене хăтлă туйма вĕренме пулăшать.
Куç курманнисемшĕн спорт пысăк çитĕнÿсен çăлкуçĕ пулмалла мар. Сусăрсемшĕн спорт - реабилитаци мелĕ. Уйрăмах халĕ кирлĕ çакă. Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăри куç курманнисен мĕнпур реабилитаци центрĕ хупăнать. Вĕсенчен чылайăшĕ совет тапхăрĕнченех ĕçленĕ, чылайăшĕ витĕмлĕхĕпе çĕршывĕпе палăрнă. Çавăнпах спорт малашне тата та кирлĕрех пулĕ. Футболпа гантболах илер, сасса илтсе епле куçмаллине хăнăхма пулăшаççĕ вĕсем. Çавăнпах пирĕн тĕп тĕллев чемпионсем хатĕрлесси çеç мар, куç курманнисене обществора хăйсене хăтлă туйма вĕрентесси, - палăртать Дмитрий Валерьянович.
Çак тĕллевпе куç курманнисен обществипе пĕрле нумай ĕç туса ирттереççĕ. 2010 çулта куç курманнисене компьютерпа ĕçлеме вĕрентес тĕллевпе компьютер класĕсем уçнăччĕ вĕсем. Тата ытти нумай проекта та пурнăçа кĕртеççĕ. Спартакиада ирттерес умĕн волонтерсене сусăрсемпе еплерех хутшăнмаллине вĕрентнĕччĕ. Тĕрлĕ семинар, тĕлпулу йĕркелеççĕ.
Йывăрлăхсене чăтаймасăр...
Спортра пысăк çитĕнÿсем тума ăнтăлакансенчен пĕри - Раççей чемпионĕ Александр Николаев. Муркашра çуралса ÿснĕ каччăна спортпа физкультура вĕрентекенĕ Василий Чернышов куç курманнисен интернатĕнче вĕреннĕ чухнех туслаштарнă. Çамрăк пултаруллине тÿрех асăрханă вăл.
ЧППУн истори факультетне вĕренме кĕрсен те сывă пурнăç йĕркинчен пăрăнман Саша, тренировкăсене куллен çÿренĕ. Диплом илсен çур çултанах пĕр ăмăрту хыççăн йĕкĕте Раççей пĕрлештернĕ командин йышне илнĕ. Икĕ çул пулнă вăл унта. Çав вăхăтрах Шупашкарти 2-мĕш коррекци шкулĕнче хăйĕн профессийĕпе истори вĕрентекенĕнче тăрăшнă. Паллах, çăмăл пулман. Ĕç хыççăн канмасăрах тренировкăна чупнă, каçхине урока хатĕрленме тивнĕ. Çывăрса та тăранайман. Организм ку йывăрлăха чăтайман. Сывлăхĕ хавшанăран çулталăк сипленме тивнĕ. Пĕлтĕр çулла вара Саша каялла спорта таврăннă.
- Малтан Шупашкарта урăх тренер патне çÿрерĕм. Анчах унăн мелĕсем тивĕçтермерĕç. Ун патĕнче кĕске дистанцисене парăнтаракансем хатĕрленеççĕ. Çавăнпах манăн пĕччен чупма тиветчĕ, - каласа кăтартать Саша.
Халĕ вăл Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕн çамрăк тренерĕ Роман Другов патĕнче хатĕрленет.
- Кунта куçнăранпа хама та лайăхрах туятăп, тренировкăри кăтартусем те курăмлă, хăвăртрах çитĕнеççĕ, хам та сисетĕп, - хавхаланăвне пытармарĕ яш.
- Куç курманнисемпе - Сашăпа тата Святославпа - тăватă уйăх каялла çеç ĕçлеме пуçларăм. Святослав кĕске дистанцисене чупать, Саша - вăрăммисене. Пултаруллă, маттур каччăсем. Саша - çирĕп тĕллевлĕ, тăрăшуллă. Кашни тренировка хыççăн ÿсĕмĕ палăрать. Çулла Шупашкарта иртекен Раççей чемпионачĕ иртет, унта хутшăнма хатĕрленетпĕр, çавăнпах куллен ирхи кÿлĕм 4 сехет, каçхи кÿлĕм 2 сехет вăй хуратпăр. Тепĕр чухне эрнере пĕрре мунчана та каятпăр. Çан-çурăма çăмăллатмалла-çке. Тĕнче чемпионатне лекесчĕ, - палăртать Николай Казаков хатĕрленĕ спорт мастерĕ Роман Сергеевич.
Юнашар - шанчăклă тус
Нумаях пулмасть тата малтан пĕччен чупнă Саша лидерпа - ертсе пыраканпа - хатĕрленме тытăннă.
- Çăмăл атлетикăпа 10 çул ытла туслă эпĕ. Кăçал Сашăпа хатĕрленме сĕнчĕç те килĕшес терĕм. Интереслĕ те кун пек. Пачах урăхла. Саша çитĕнÿ тăвас тăк вăл пирĕн пулать-çке. Халĕ чупнă чухне те хам çинчен кăна мар, тус çинчен те шухăшлатăп. Пăхса пыратăн, чупнă вăхăтрах сĕнÿсем паратăп. Икĕ уйăхра пысăк ĕç турăмăр. Пĕр-пĕрне хăнăхрăмăр, - шухăшне пытармасть спорт мастерĕн кандидачĕ Денис Гаврилов.
- Ертсе пыракан пурри чылай лайăхрах. Ăна хăвалатăп-çке. Малтанхи тренировкăсенче хама ăмăртури пекех туяттăм, ун хыççăн чупатăп-ха та. Спортзалра çутă тĕрлĕрех: çутă-тĕттĕм, çутă-тĕттĕм. Çавăнпах куçра вылять, çаврашкасем тухаççĕ, ориентир та çухалать. Иккĕн чухне хăвна çăмăл туятăн. Пырса тăрăнмасса пĕлетĕн - шанчăклă тус çумра, - тет Саша.
Ашшĕ кĕçĕн ывăлĕ 5 çулта чухнех вилнĕрен амăшĕ икĕ ачине пĕчченех ÿстернĕ. Тамара Михайловна аслă ывăлĕ спортпа туслашма тĕв тунине ырланă çеç, пачах хирĕçлемен. Пушшех те, тăванĕсем те хавхалантарса пыраççĕ.
Хăйĕншĕн çитме çук тĕллевсем пачах лартмасть Саша. Мĕн пултарнине кура çеç ĕмĕтленет. Кăçал Раççей чемпионатĕнче лайăх кăтартусемпе палăрса тепĕр çул тĕнче шайĕнчине хутшăнас шанчăкне пытармасть вара. Малашне, тен, Паралимпиада та йышăнĕ ăна.
Татьяна НАУМОВА.
Автор тата Д.Фадеев архивĕнчи сăнÿкерчĕксем.