Комментари хушас

15 Ака, 2016

Илĕртет асамлă уçлăх

Этем космоса вĕçме пуçланăранпа - 55 çул

 Йăлана кĕнĕ тăрăх Авиаципе космонавтика кунĕ Шупашкарта Юрий Гагаринпа Андриян Николаев космонавтсен палăкĕсен умне чечек кăшăлĕсем хунинчен пуçланчĕ. Ку миссие Шупашкар хулин пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Филимонов, РФ Афган вăрçин инваличĕсен пĕрлĕхĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Геннадий Матвеев, ветерансемпе хула çыннисем, вĕренекенсемпе студентсем пурнăçлама тивĕç пулчĕç.

- Ку уяв пире хамăр вăя ĕненме, пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Космонавтсем пек хăюллă та паттăр пулма, ĕмĕтсем патне ăнтăлма вĕрентет. Космонавтика пуласлăхĕ - çамрăксем. Çитĕнекен ăру та Юрий Гагаринпа Андриян Николаев пуçланă ĕçе малалла тăсĕ, - терĕ Леонид Ильич уявпа саламланă май.

Çав кунах хулара Пĕтĕм Раç­çейри "Пуçна çĕкле" акци иртрĕ. "Роскосмос" корпораци пуçарнăскере шкул ачисем хутшăнчĕç.

Космонавтика кунне пирĕн мухтавлă ентешĕмĕрĕн тăван ялĕнче те анлăн паллă турĕç. Шуршăл çĕрĕ çине ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Никоноров, РФ Ветерансен союзĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Николай Семенов, Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн регионти уйрăмĕн представителĕ Виктор Горбунов тата ыттисем çитсе килчĕç. "Виççĕмĕш космонавтăн тăван кĕтесне пурте юратаççĕ. Вăл çĕр-çĕр хăнана ăшшăн йышăнать. Туристсем те час-час килеççĕ, çавăнпа Асăну комплексĕ туризм об<екчĕ пулса тăчĕ. Андриян Григорьевича чăваш халăхĕ хисеплет, сума сăвать. Вăл пирĕн республика ятне тĕнче шайне çĕклерĕ. Эпир те, пирĕн ачасемпе мăнуксем те унран тĕслĕх илсе хастар пулма тăрăшаççĕ”, - палăртрĕ Константин Геннадиевич.

Совет çынни Юрий Гагарин уçлăха пĕрремĕш хут тухнă кун Пĕтĕм Раççей халăхĕшĕн чаплă уяв пулса тăчĕ. Космоса парăнтарнă çынсемпе пĕрле çак куна 55 çул эпир чыслăн кĕтсе илетпĕр.

Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.