Комментари хушас

12 Ака, 2016

Халăх шанăçне тÿрре кăлармалла

- "Чи тирпейлĕ хула" ята тивĕçнĕ Шупашкарта кирек хăçан та хăтлă пулмалла. Çĕр пичĕ юртан тасалнă май ăçта килнĕ унта выртакан çÿп-çап тÿрех куçа тăрăнать. Кĕтсе тăмалла мар, тавралăха май килнĕ таран хăвăртрах тирпейлемелле. Ватă çынсем çак тасалăхшăн хальхи вăхăтра ĕçлекен влаçăн çамрăк ăрăвне тав тума пултарччăр, - республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнерхи канашлăва тирпей-илем теми ку тапхăрта тĕпре пулнине палăртнинчен пуçларĕ.

Ку ыйтăва иртнĕ тунтикунхи ларура та хускатнăччĕ. Çавна май Михаил Васильевич çак тапхăрта хулара туса ирттернĕ ĕç-хĕлпе кăсăкланчĕ. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пĕлтернĕ тăрăх - çак кунсенче экологи мероприятийĕсене 10 пин ытла çын хутшăннă. Çавăн пекех Леонид Ильич çитес вăхăтра хула территорине кăна мар, масарсене те тирпей-илем кĕртме, тăванĕсем пырса çÿремен вилтăприсене шута илсе хăтлăлатма палăртни çинчен каларĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа - "Чăвашавтотранс" предприяти ĕçĕ-хĕлĕ çинчен - транспорт министрĕ Владимир Доброхотов сăмах илчĕ. Предприяти транспорчĕ куллен 342 маршрутпа çула тухать, мĕнпур социаллă ушкăнри çынсене тивĕçтерет. Анчах юлашки вăхăтра предприяти йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ. Министр каланă тăрăх - иртнĕ çула 46 млн тенкĕ тăкакпа вĕçленĕ. Ĕç укçи вăхăтра парайманни, Пенси фондне взнос куçарайманни тата ытти кăткăс самант сахал мар унта. Çивĕч ыйтусене кĕске вăхăтра татса параймасан лару-тăру тата та йывăрланасси куçкĕрет. Министр предприятие "сыватмалли" меслетсем сĕнчĕ. Оптимизаци, тупăшсăр маршрутсенчен хăтăласси, тÿлев карттипе усă курасси тата ытти те çитес вăхăтра курăмлă çитĕнÿсем тума пулăшассине палăртрĕ вăл. Респуб¬лика Пуçлăхĕ çак ĕç-хĕле граждансен интересĕсемпе прависене хĕстермесĕр пурнăçа кĕртме сĕнчĕ. Калаçу кунпа кăна вĕçленмесси куçкĕрет, мĕншĕн тесен Михаил Васильевич виçĕ уйăхран министр докладне тепĕр хут итлесси çинчен асăрхаттарчĕ.

Çурт строительствине пая кĕрсе хутшăнакансене улталанă тĕслĕхсем çинчен сахалрах илтĕнкелет пулин те тепĕр чухне кăмăла хуçаканни сиксе тухатех. Акă тĕп хулари 14-мĕш микрорайонти 30-мĕш позицире хваттерлĕ пулас текен çынсем влаç органĕсенчен пулăшу ыйтнă. Халăх "Премиум Инжиниринг" подрядчике шанса 65 млн тенкĕ панă, анчах хваттерлĕ пулайман... Канашлăва çак çуртшăн яваплă предприяти директорĕсене те чĕннĕ. "Премиум Инжиниринг" çуртăн икĕ хутне хăпартрĕ те ĕçлеме пăрахрĕ. Çынсен шанăçне çухатас мар тесе çурта хамăр вăйпа тăрă айне лартрăмăр", - тет "Устра" ООО директорĕ Владимир Андреев. Укçа ăçта çухалнă? Ку ыйту республика Пуçлăхне кăна мар, ыттисене те кăсăклантарчĕ. "Премиум Инжиниринг" директорĕ Андрей Николаев халăх укçине ытти обћектсене хывнине çирĕплетет. "Йăнăш турăмăр, анчах эпир çынсене улталасшăн мар. Ыйтăва татса памалли çулсем шыратпăр", - тет халăх шанăçне тÿрре кăларайман А.Николаев. "Хăвăн хваттерне, ытти обћекта сут, анчах çынсене укçа тупса пар!" - сăмаха вĕçленнине палăртса хыттăнах каларĕ Михаил Игнатьев.

Çуркуннехи ял салтак юрри янăранипе илемлĕ. Çак вăхăтра республикăра призыв тапхăрĕ йăл илет. Кăçал Чăваш Енрен 1491 каччăна çар службине ăсатмалла. "Ака уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне 26425 яш учетра тăрать, 1750-шĕ тарса çÿрет, - пĕлтерчĕ Чăваш Республикин çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Александр Исаев. - 26 призыв комиссийĕ ĕçлет". Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнчен салтака юрăхлă пулнисене çар чаçĕсене ăсатма пуçлаççĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.