Комментари хушас

7 Ака, 2016

Ачасене - чĕрĕ юмах

Юмах чăннипех те чĕрĕлнине Шупашкарти Наци библиотекине килнĕ ачасем хăйсем курса ĕненчĕç. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аслă преподавателĕ Анастасия Федотова ятарлă проект-не пурнăçа кĕртес тĕллевпе çакăнта «Театр сехечĕ» вăйăпа кану программи йĕркеленĕ.

Пĕчĕк Шăши, вăр-вар Мулкач, чее Тилĕ, ырă кăмăллă Шапа, хаяр Упа, хăрушă Кашкăр «Теремок» юмаха тĕпе хурса лартнă спектакльте куракансен кăмăлне кайни пĕрремĕш самантсенчех сисĕнчĕ. Ачасем вара Тилле питех те килĕш-тернĕ.

Спектакль хыççăн сцена çине хăпарса артистсемпе ташлани, пĕрле савăнни пĕчĕккисен кăмăлне пушшех те çĕкленĕ.

Юлашкинчен библиотека ĕçченĕ Надежда Егорова спектакльте вылянă студентсене чĕререн тав туса асăнмалăх кĕнеке парнеленĕ. «Кĕнеке сирĕн яланхи çулташăр пултăр. Вулăр, аталанăр» — ачасемпе библиотека хушшинчи туслăха тепĕр хутчен çирĕплетекен паллă.

Туслăх вара яланах ырри патне илсе пырать. Кашни çакна ăнланни темĕнрен те хаклă.

Лада УСТАКОВА.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: спектакль саманчĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.