Комментари хушас

21 Пуш, 2014

Ĕмĕрхи ыйту: "Мĕншĕн?"

Пирĕн икĕ ывăл, асли улттăмĕш класра вĕренет, кĕçĕнни - пĕчĕк-ха. Эпĕ асăрханă тăрăх вăл пур япалана та сулахай алăпа ытларах тыткалама юратать. Юлашки вăхăтра ÿкернĕ, çырнă чухне ручка-кăранташа сулахай алăпа тытать. Темиçе хут та сылтăммипе "ĕçлемешкĕн" хистени пулăшмасть - пĕрмаях куççуль е нăйкăшу. Мĕн тумаллине те пĕлместĕп. Врачсемпе калаçса пăхмалла-и?

Ольга ФАДЕЕВА.

Красноармейски районĕ.

Хисеплĕ Ольга Никитична! Ачана вăйпах сылтăм алăпа "ĕçлеме" хистеме кирлĕ мар. Халĕ ку пулăм çине пурте лăпкăн пăхаççĕ ĕнтĕ, совет саманинчи пек садикре е шкулта "хистев" е "хушу" мелĕсем çук. Ученăйсем те çак шухăшпах килĕшеççĕ, "сулахайлă" ачасене "сылтăмлатма" кирлĕ мар - çут çанталăк вăйне никам та çĕнтереймест. Сулахай тытăмлă çынсем - сылтăм çурма пуç мимин пайĕ сулахаййинчен вăйлăрах пулнипе çеç ыттисенчен уйрăлса тăраççĕ. Çак пулăм вара этем çураличченех йĕркеленет.

Сулахайлăх йăхран йăха кашни ăру урлă куçса пырать, енчен те сирĕн ачăр "сулахайлă" тăк унăн мăнукĕсем те çавăн пек пулма пултараççĕ. Аса илĕр-ха, тен, сирĕн йăхра та "сулахайпа” ĕçлекен çынсем пулнă.

"Сулахайлă" çын хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăрать, шкулта вăл гуманитари наукисене кăмăллать. Пурнăçра ăна музыка, литература, бизнес ĕçĕ çăмăллăн "парăнать". Вĕсем çынпа хутшăнма юратаççĕ, тĕрлĕ информацие çăмăллăн йышăнаççĕ. Çавăнпа та кĕçĕн ывăлăрта эсир ÿлĕмрен çак енсене асăрхама пултаратăр.

Ывăлăр вăл мĕншĕн сулахай алăпа ытларах тыткалама, ĕçлеме юратни пирки ăнлантарма ыйтсан ăна сирсе ан ярăр. Лăпкăн кăна çакă çут çанталăкран килнине, кашни çын хăйне евĕрлĕ пулнине ăнлантарăр. Эпир пурте тĕрлĕрен-çке, пĕрисем хура, сарă, çырă çÿçлĕ, теприсем хура, кăвак, хăмăр куçлă. Çавăн пекех этем те, е сылтăмпа, е сулахайпа ытларах ĕç тума тăрăшать. Ку пачах та япăх япала мар, çитменлĕх те мар.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.