Комментари хушас

7 Ака, 2016

Ялта çерçи выçă вилмен

Елчĕк районĕнчи Таяпа Энтрири Петровсен пахчинче техника паркĕ тейĕн: тракторсем, груз турттармалли машина, комбайн, культиватор. Кунтах тырă склачĕ, пысăк цистернăсем. Вĕсенче çунтармалли-сĕрмелли материалсем упраççĕ иккен.

- Хаклă пурлăх куç умĕнче пулнине нимĕн çитмĕ. Пахчаçимĕç валли унсăр та çĕр çителĕклĕ, - терĕ Анатолий Петров.

Трактор умĕнче виçĕ арçын чакаланать. Ку ялтанах-мĕн, фермера пулăшма килнĕ вĕсем. «Юсавлах-ха, çуракиччен тепĕр хут тĕрĕслесшĕн. Уя тухсан унпа аппаланма вăхăт çук», - ăнлантарчĕç механизаторсем.

- Удобрени, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, техника çителĕклĕ. КамАЗ, МТЗ трактор, комбайн йăлтах Раççей ял хуçалăх банкĕнчен илнĕ кредит укçипе туяннă. Çывăх вăхăтра çĕнĕ культиватор çитмелле. Пĕрне тÿлесе тататăп та каллех кивçене кĕретĕп. Хальхи вăхăтра кивĕ техника çукпа пĕрех. Çакă ĕç тухăçлăхне ÿстерет, перекетлĕрех те, - каласа парать Анатолий Васильевич. - 2-3 çултан хăй хакне кăларать кредит.

Пысăк мар фермер хуçалăхĕнче хăвăн укçупа кăна çаврăнма, çĕкленме кансĕртерех. Унсăр пуçне процент ставкине патшалăх саплаштарнă чухне мĕншĕн усă курмалла мар?

Хуçалăх çĕрсен пысăк пайне халăхран арендăна илнĕ. «Лаптăксене йăлтах регистрациленĕ, докуменчĕсене йĕркеленĕ», - терĕ вăл.

Усă куракан çĕр 500 гектар, çав шутра кĕрхисем - 200. Çурхи культурăсем 300 гектар çинче акса хăвармалла. 10 тонна элита çурхи тулă туяннă. Иртнĕ çул уй-хирте тыр-пул кăна мар, çĕрулми, кишĕр ?пĕрер гектар%, севок сухан ?10 гектар% та туса илнĕ.

- Пахчаçимĕçе кĕркунне, уй-хиртенех сутрăмăр. Ун чухне йÿнĕрех пек туйăнчĕ, халĕ вĕсен хакĕсем чакса кайнине шута илсен тĕрĕсех турăмăр пулĕ тетĕп. Упрама пирĕн хранилище çук.

Лаптăк ÿссе пынă май тепĕр комбайн илме палăртать фермер. Ĕçлекенсем пур. Чăн та, ял çыннисене ытларах ĕççи вăхăтĕнче явăçтарма тивет. Çулталăкĕпех ĕç тупса пама йывăр.

- Ака-сухана улттăн тухмалла: механизаторсем, заправщик, водитель. 300 гектара пĕр эрнере акса пĕтермелле. Унччен лаптăксем пĕр вăхăтра типсе çитейменнипе кансĕртерехчĕ. Шурлăхлă вырăнта ĕçлеме те вĕренсе çитрĕмĕр ĕнтĕ.

Таяпа Энтри тăрăхĕнче ĕçчен те хастар çынсем пурăнаççĕ. Аслă урам икĕ енĕпе капмар çуртсем. Асăннă ял район центрĕпе юнашар вырнаçнипе нумайăшĕ унти предприяти-организацире тăрăшать. Çапах çĕр çинче тар тăкакансем те сахал мар. Елчĕк районĕнче çумкурăкпа хупланнă лаптăксем асăрхаймăн. «Пулăхлă çĕре пушă вырттарсан намăс», - теççĕ кунта.

- Тепле пысăк укçа парсан та Мускавра ĕçлейместĕп. Çĕр çинчех вăй хурас килет. Ача-пăчана, мăнуксене те ĕçе явăçтаратăп. 4 мăнук каникула килсенех тракторсем патне чупать, кăсăкланать. Çитĕннĕ май уй-хирте те пулăшма тытăнĕç, - пĕлтерчĕ Анатолий Васильевич.

Таяпа Энтрире фермер, хушма хуçалăхсем лайăх аталаннă. Пĕр-пĕринпе тупăшса ĕçлеççĕ темелле. Анчах йывăр вăхăтра яланах пулăшма тăрăшаççĕ. «Ялта кĕрĕк арки йăваласа лараймăн, ĕç хăвăн хыççăнах çÿрет, - терĕ фермер. - Çĕр çинче ĕçлеме вăй çитмесен хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усрама май пур. Сĕт сутса та самай тупăш илеççĕ паян. Ялта çерçи выçă вилмест».

Лариса НИКИТИНА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.