ĂШĂТАТЬ, АНЧАХ... СĂМСА ЮХАТЬ
Çанталăк тăрук ăшăтнă тапхăрта шăнса пăсăласран мĕнле хÿтĕленмелле-ха? Чирлесен мĕн тумалла? Çак сĕнÿсене шута илни вырăнлă пулĕ.
Сывлăш нÿрĕ
Юр ирĕлнĕ, тумла юхнă тапхăр сывлăхшăн сивĕ çанталăкран чылай япăхрах. Ăшă температурăра, питĕ нÿрĕ сывлăшра ОРВИпе грипа пуçаракан вируссемпе бактерисем тата вăйлăрах ĕрчеççĕ. Çав вăхăтрах нÿрĕ сывлăшра çын хăвăртрах шăнать, унăн иммун тытăмĕ хавшать, микробсем организма пĕр чăрмавсăрах лекеççĕ. Ура айĕнчи сĕлкĕше пула атă-пушмак ялан йĕпе. Тата ирĕлтернĕ вăхăтра атмосфера пусăмĕ чакать, ку юн тымарĕсене сиен кÿрет.
Сакăр-тăхăр сехет
Çывăрса тăранайман çынна инфекци хăвăртрах çакланать. Çавăнпа 8-9 сехетрен кая мар çывăрмалла. Вăраннă хыççăн тÿрех сиксе тăмалла мар — ку иммун тытăмне йывăрлăх кÿрет. Организма вăранса çитме памалла, куçа уçнă хыççăн тата темиçе минут выртмалла, хăлха чĕччисемпе çунаттисене массаж тумалла, çамкана, ĕнсене, хулпуççисене сăтăрмалла.
Сăмсапа кăна
Кашни ир сывлав гимнастики тумалла: сывласа кăлармалла та сывлава май килнĕ таран чарса тăмалла. Утиялпа пуç çийĕн витĕнсе сывлани усăллă. Кăмрăк йÿçекĕн газĕ сывлав çулĕсене сарать, сăмса лайăхрах ĕçлеме пуçлать. Урама тухиччен сăмса хăвăлĕсене оксолин маçĕ сĕрмелле, тулта сăмсапа кăна сывламалла.
Чĕре чикет-и?
Çанталăкăн куçăм тапхăрĕнче чĕре чирлĕ çынсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Атмосфера пусăмĕ чакнă май организмра кислород выçлăхĕ аталанать: пуç ыратать, чĕре чикет, канăçсăрлантарать.
Цитрус çиетпĕр
Лимон, апельсин, мандарин, грейпфрут — С витамин çăлкуçĕсем. Вĕсем сĕтел çинче яланах пулсан аван. С витамин иммун тытăмĕн ĕçне лайăхлатать. Ирсерен выç хырăмла пĕр касăк лимон тата пĕр апат кашăкĕ пыл хушнă ăшă шыв ĕçни усăллă.
Улшăнса тăрать
Атмосфера пусăмĕ пĕчĕк пулнине кура хăшĕсем юн пусăмĕ улшăнса тăнипе аптраççĕ. Вĕсен уçă сывлăшра ытларах пулма, нумайрах çывăрма тăрăшмалла. Кун тăршшĕнче тăварланă пулă е помидор, е тăварланă хăяр çини пулăшать.