Пăр питĕ çÿхе - асăрханăр!
"Чăваш Енри юханшывсенчи пăр çÿхелсех пырать, ун çине кĕни сывлăхпа пурнăçшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарать", — асăрхаттараççĕ çăлавçăсем. Шел, вĕсен сĕнĕвĕсене хăшĕ-пĕри ăша хывасшăн мар, çавна пулах шар курать.
Акă ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарта пурăнакан 26-ри арçын юлташĕпе пĕрле Атăлăн сулахай çыранне çуранах çитме шут тытнă, шыв куçĕ тĕлне çитсен путма пуçланă. Вĕсене республикăри çăлавпа шырав службин çăлавçă-матросĕ Марина Петунина, постра тăраканскер, асăрханă. Тавралăха бинокльпе сăнаканскер пăр айне çынсем анса кайнине аякранах курнă. Путакансене çăлма ятарлă караппа васканă. "Арçынсем çырана çитме 1 километр юлсан инкеке лекнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те эрех ĕçни палăрнă. Юрать, çакскерсене вăхăтра курнă. "Васкавлă пулăшу" машини çитиччен çăлавçăсем шар курнисене пĕрремĕш пулăшу панă. Пĕрне больницăна васкавлăн ăсатнă, тепри унта кайма килĕшмен", — пĕлтерчĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пресс-служби.
Шăпах çакнашкал "экстремалсене" асăрхаттарас тĕллевпе Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн инспекторĕсем профилактика рейчĕ тăтăшах ирттереççĕ. "Çак кунсенче эпир çăлавпа шырав службин ĕçченĕсемпе пĕрле Атăл акваторийĕ тăрăх ятарлă караппа çÿрерĕмĕр. Первомайски поселокĕ çывăхĕнче нумай пулăçа асăрхарăмăр. Вĕсене пăр айĕнчен пулă тытмалли тапхăр вĕçленнине ăнлантартăмăр, пурнăç кăртăшран хаклăраххине, кашнинех килĕнче çывăх çыннисем кĕтнине аса илтертĕмĕр. Хăшĕсем каланине итлеççĕ, япалисене пуçтарса каялла каяççĕ. "Эпир кунта миçе çул ĕнтĕ пулла çÿренĕ, яланах йĕркеллĕ пулнă. Хăрама кирлĕ мар", — текенсем те пур. Шел, пирĕн ун пеккисене явап тыттарма ирĕк çук, вĕсене хăрушлăх пирки аса илтерме çеç пултаратпăр, брошюрăсем паратпăр. Çурхи пăр ултавлă: пĕрре пăхсан çирĕп пек туйăнать, пĕр утăм сулахаялла е сылтăмалла тусанах шыв куçне лекме пулать. Шыв хытă юхакан, çăлкуç тапакан вырăнсенче пăр питĕ çÿхе. Çавăнпа ун çине кĕме ан тăрăшăр", — каласа кăтартрĕ Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн Пĕчĕк карапсен патшалăх инпекцийĕн центрĕн Шупашкарти уйрăмĕн патшалăх инспекторĕ Сергей Аршинов. Вăл çакнашкал тĕслĕхсем питĕ хурлăхлă вĕçленме пултарнине палăртнă май кăçал пуш уйăхĕнче Муркаш районĕнче пулнă инкеке — çăмăл машина пăр айне анса кайнăран икĕ пулăç путса вилнине, виççĕмĕшĕ çеç çăлăннине — аса илтерчĕ.
"Çÿхе пăр çине ăнсăртран кĕрсен тăхтаса тăмасăр каялла таврăнмалла. Килнĕ çулпах, урана пăр çийĕпе шутарса /çĕклемесĕрŸ утмалла. Пăр айне анса кайсан сехĕрленсе ÿкмелле мар, алăсене икĕ еннелле сарса пăр катăкне тытмалла, кăкăрпа ун çине выртмалла, унтан урасене черетпе асăрханса хăпартмалла. Пуçа йĕпетме тăрăшмалла мар. Шыва анса кайнă çынна пулăшас тесен пăр çине выртмалла, алăсемпе урасене аяккинелле сармалла, шыв куçĕ çывăхнелле асăрханса шумалла. Путакана вĕрен, шарф е урăх япала ывăтса памалла та çирĕп пăр çине тухма пулăшмалла", — сĕнеççĕ çăлавçăсем.
Специалистсем сывлăш температури виçĕ тата ытларах кун нуль градусран ăшăрах тăрсан пăр çирĕплĕхĕ питĕ хăвăрт чакнине, шăпах çакнашкал условисенче пăр айне анса каяс хăрушлăх палăрмаллах пысăкланнине пĕлтереççĕ. Çавăнпа хальхи вăхăтра кунсерен çÿхелсе пыракан пăр çине кĕмелле мар.
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА