Комментари хушас

5 Ака, 2016

Çынсене мĕнле депутат кирлĕ?

Пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ: кăçал авăн уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пĕрлехи сасăлав кунĕ иртĕ. Ун чухне Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн çиччĕмĕш суйлаври Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлăпăр.

Сасăлава хутшăнакансен çак утăма тĕплĕн шухăшласа тумаллине асра тытмалла, чи тивĕçлĕ кандидатсене суйлама тăрăшмалла: вĕсем Чăваш Ен интересĕсене федераци шайĕнче кирлĕ пек хÿтĕлеме, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем вара халăх пурнăçне лайăхлатакан саккунсем йышăнма пултарччăр. Паллах, чи тивĕçлисене суйласа илес тесен çынсен кандидатсем пирки тĕплĕнрех пĕлме ăнтăлмалла, вĕсен программисемпе çывăхрах паллашмалла.

Çынсене паянхи кун мĕнле депутат кирлĕ? Ку ыйтăва пирĕнтен кашниех тĕрлĕрен хуравлĕ, çапах чылай хуравра пĕр евĕрлĕрех сăмахсем те янăрĕç. Хальхи вăхăтра нумайăшĕ депутатăн тÿрĕ кăмăллă та яваплă, ăслă-тăнлă та анлă тавракурăмлă, хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал, йĕркеллĕ çын пулмаллине палăртать. Унăн суйлавçăсене лайăх пĕлмелле, вĕсен интересĕсене хÿтĕлемелле. Хăшĕ-пĕри суйлав умĕн халăха темĕн те шантарать, нумай калаçса чылайăшĕн кăмăлне хăйĕн енне çавăрать, ĕмĕчĕ пурнăçлансан вара сăмахĕсене çилпе вĕçтерет. Паллах, ун пеккисем тепĕр сасăлавра депутатсен йышне лекеймеççĕ. Хăй чăнласах та “халăх тарçи” пулнине сăмахпа мар, ĕçĕсемпе ĕнентерсе панисем вара парламент йышне тепĕр хут лекеççех.

Депутатсен тĕрлĕ проекта тишкерсе норма-право акчĕсем, саккунсем йышăннипе пĕрлех вĕсем мĕнле ĕçленине те сăнасах тăмалла. Пурнăçри улшăнусене тĕпе хурса вĕсене хушăмсем е урăхлатусем кĕртмелле. Паллах, депутатсен хăйсен округĕн тата регионăн аталанăвĕшĕн тăрăшмалла, социаллă аталану программисене хатĕрлес тата пурнăçа кĕртес ĕçе хастар хутшăнмалла. Хăйĕн шухăшĕсене халăх тата ĕçтешĕсем патне çитерме пултармалла. Тата, паллах, çынсемпе тăтăшах тĕл пулмалла, вĕсене хумхантаракан ыйтусене май килнĕ таран хăвăртрах татса пама тăрăшмалла, суйлавçăсен наказĕсене пурнăçа кĕртмелле.

“Суйлавçăсен наказĕсене пур­нăçа кĕртесси депутат ĕç-хĕлĕн никĕсĕ пулмалла. Шăпах çынсем пирĕн ума паянхи тата ыранхи кун валли тĕллевсем лартаççĕ. Çак ĕçе мĕнле пурнăçланинчен уйрăм депутатăн тата политика партийĕн ят-сумĕ килет”, — терĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ, “Единая Россия” партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕн заместителĕ Леонид Черкесов çак кунсенче праймериза хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явма йĕркеленĕ пресс-конференцире. Вăл 2015 çулхи суйлав кампанийĕ вăхăтĕнче партин Шупашкарти уйрăмне хулара пурăнакансенчен 1120 сĕнÿ-канаш килнине, вĕсенчен çуррине пĕлтĕрех пурнăçа кĕртнине, ыттисем те майĕпен чăна çаврăнса пынине пĕлтерчĕ. Çынсене çуртсен картишĕсене хăтлăх кĕртесси тата каçсерен çутатасси, çулсене юсасси, парковка тăвасси, транспорт тивĕçтерĕвĕн, капиталлă юсав ыйтăвĕсем тата ытти хумхантараççĕ. Алькешре пурăнакансем ача сачĕ туса пама ыйтнă, çапах ку ыйтăва пысăк укçа-тенкĕ кирлĕрен туххăмрах татса пама май çук. Леонид Ильич çав тăрăхра кăçалах садик хăпартма пуçламашкăн плансем пуррине систерчĕ. Çĕнĕ шкулсем кирлĕ текенсем те пур.

“Наказсене тишкернĕ май эпир çак ĕçе регион тата федераци шайĕсенче регламентламаннине туйса илтĕмĕр. Çынсен ыйтăвĕсемпе сĕнĕвĕсем халăхăн йывăрлăхĕсем çинчен тĕплĕнрех пĕлме май панине тата влаçпа граждансен хутшăну мелĕ пулса тăнине шута илсе пирĕн республикăра наказсене пурнăçламалли яваплăх пирки калакан саккун кирлĕ тесе пĕтĕмлетрĕмĕр. Çак пуçарупа эпир çывăх вăхăтра ЧР Патшалăх Канашне тухăпăр”, — каласа кăтартрĕ Леонид Черкесов.

Пуçарăва йышăнсан аванччĕ, ун пек чухне депутатсем суй­лавçăсен ыйтăвĕсене тата хăвăртрах, тĕплĕнрех пурнăçлама тăрăшĕччĕç. Халăха “пуш параппан çапакан” тата суйлавçăсем пирки черетлĕ сасăлав çывхарса пыракан тапхăрта çеç аса илекен депутат мар, таса кăмăлпа ĕçлекенни кирлĕ вĕт.

Ирина СЕМЕНОВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.