Комментари хушас

5 Ака, 2016

«Калас тенине каласа пĕтерейместĕп паян...»

Михаил Алексеевич Васильев Вăрнар районĕнчи Айкăш ялĕнче çуралнă. Хусан университетĕнчен вĕренсе тухнă, журналист специальноçне алла илнĕ. Унăн сăввисем, калавĕсем, фельетонĕсем хаçат-журналта 1955 çултанпа пичетленеççĕ. Паллăрах кĕнекисем: "Хăнара", "Тумлам çути", "Çĕнĕ кĕвĕ", "Çĕре юратса", "Тăван ялăм", "Килте"... Михаил Васильев чĕрĕк ĕмĕр ытла журналист ятне çÿлте тытнă, çав шутран 16 çул Вăрнар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ. Михаил Алексеевич 1972 çултанпа — РФ Журналистсен союзĕн, 1998 çултанпа РФ Писательсен союзĕн членĕ. Пултарулăхри çитĕнĕвĕсемшĕн С.В.Элкер, И.Н.Ивник, А.В.Емельянов ячĕллĕ премисене тивĕçнĕ.

— Михаил Алексеевич, эсир публицист та, çыравçă та... Калăр-ха, ирĕклĕх тени ăçта ытларах: журналистикăра-и е писатель ĕçĕнче-и?

— Эпĕ хаçатра ĕçленĕ вăхăтра яланах ирĕклĕ çырнă. Никамран та хăраман. Паянхи кун хăраса çыратăп. Халĕ манăн цензор ăшăмра ларать. "Санăн ку сăмах, ку сăмах çаврăнăшĕ каймасть", — тесех тăрать. Паян эпĕ мĕн калас тенине каласа пĕтерейместĕп. Тĕрĕссипе, калаймастăп. Пĕрре редактора шеллес килет — ăна вăл пурпĕрех пичете ямасть. Тунмастăп: редакторта ку чухне эпĕ пĕр кун та лараймăттăм.

Эпĕ çыракан редактор пулнă. Манăн иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче пичетленнĕ фельетонсем /икçĕрĕшĕ тăрăх хăшне-пĕрне вăрахчен астумалăх явап тыттарнă/, "Вăйсăрлăх мĕнрен килет?", "Куллен витĕмлĕ пултăр", "Шавлать, кашлать... хут çинче" йышши статьясем, журналистсен пухăвĕсенче калани влаçрисене килĕшменнине туяттăм. Çакă статьясене парти органĕсенче сÿтсе явнă чухне те тÿрех курăнатчĕ.

1976 çул вĕçĕнче мана "ÿстерсе" пăхрĕç, обкомра тăватă пÿлĕмре тăна кĕртрĕç, Шупашкара лартса кайиччен пач систермесĕр парти райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ туса хучĕç. Оргпай пуçлăхĕ "юлташла" асăрхаттарчĕ: "Пире аякран йĕплеме аван, халь критиклесе пăх-ха..." Хаçата таврăнсан каллех çăварлăхлама хăтланчĕç. 1986 çулхи авăн уйăхĕнче парти райкомĕн пленумне редактор отчетне кăларчĕç. Мана хирĕç манăн фельетонăмсенчи виçĕ героя тан тăратрĕç. Пăтăрмах: "Редактортан каятăп, партирен тухатăп, "Журналиста" статья çыратăп", — тенĕ хыççăн ман пирки йышăнтарнă страницăна протоколран тăпăлтарса пăрахнипе вĕçленчĕ.

— Эсир ытларах мĕн çинчен çырнă?

— Çынсен шăпи, кун-çулĕ тĕп вырăнта пулнă. Вăрçа тÿснĕ çынсем уççăн калаçасшăнччĕ, тĕрĕссине каласшăнччĕ. Эпир вĕсен сăмахĕсене пытарман. Вăрнар тăрăхĕнче хăй вăхăтĕнче Александр Доманин, Николай Храмов, Михаил Петров, Николай Петров колхоз председателĕсенче ĕçлерĕç. Питĕ вăйлă ертÿçĕсемччĕ. Вĕсен ячĕсем пĕтĕм республика анлăшĕнче кĕрлетчĕç. Çав председательсем пирки çырнă очерксем "Коммунизм ялавĕ", "Советская Чувашия" хаçатсенче пичетленетчĕç. Кăмăл-сипет темипе те нумай çыртăм. Ватăсене çав тери пулăшас килетчĕ, вĕсен нуши пирки те тĕрленчĕк пайтах хайланă. Очерксемпе тĕрленчĕксене пухнă-ха, анчах кĕнеке хальлĕн кăлараймарăм. Мăн Явăш шкулĕн историйĕпе çыхăннă материалсене те пуçтартăм. Вĕсене кун çути кăтартасси пулмасть те ĕнтĕ...

— Çырас пултарулăх епле пуçланнă сирĕн?

— Кукамайăм Надежда Владимировна Арина Родионовна вырăнне пулнă. Чăвашла çав тери хитре калаçатчĕ. Чĕлхене атте те, анне те лайăх пĕлетчĕç. Вĕсене, Канашри педучилищĕпе Улатăрти педтехникум пĕтернĕскерсене, Калинин районне ачасене вĕрентме янă. Атте сăвăсем çырнă. Вĕсене /виçĕ тетраде/ халĕ те упратăп. Тен, аттен сăввисем те кăштах хĕтĕртнĕ пуль çырас туртăма аталантарма? Кукамай хитре калаçни те илĕртнĕ-тĕр. Эпĕ ăна итлеме шутсăр кăмăллаттăм. Çарта чухне те унпа калаçнисене аса илеттĕм. "Ытларах ыйтса пĕлмелле пулнă", — тесе те шухăшлаттăм. Эпĕ салтакран килсен нумай та пурăнаймарĕ вăл — 99 тултарса ĕмĕрлĕхех куç хупрĕ. Аттерен ман валли хăлхаллă хăмăр çĕлĕк, тĕрлĕ инструмент ещĕкĕ тăрса юлнă.

Шкула кайичченех хама ярăнмалăх — йĕлтĕр-тăркăч, качака валли курăк çумласа турттармалăх урапа ăсталарăм. Çар ретне тăриччен пÿрт пураласа хăпартма виçĕ хутчен те хутшăнтăм. "Аллу тÿрĕ, тĕрĕс каскалатăн", — тетчĕ Мăн Явăшсен колхозĕнчи стройгварди пуçлăхĕ Алексей Воробьев. Çавăнпах-ши, платник та, аграном та пулас килнĕ манăн. Уй-хире кукамайпа пĕрле 6-7 çулта чухнех тухнă, çурлапа тырă нумай вырнă. Пĕчĕк чухне юр çинче пÿрнепе, хăма çинче хĕрлĕ чулпа тĕрленĕ ÿкерчĕксене анне ырлатчĕ, хаваслантаратчĕ. "Тен, художнике вĕренĕн?" текелетчĕ... Анчах çырас туртăм çĕнтерчĕ. Манăн пирвайхи "Пĕчĕк Сантăр", "Павăл" сăввăмсем 1955 çулта Калинин районĕн хаçатĕнче пичетленчĕç.

— Кам-ши вăл — паянхи çыравçă? Тата мĕнле пулмалла унăн?

— Çыравçă, журналист, поэт, писатель, публицист... миссийĕ ĕмĕртен пĕрре: А.Пушкин калашле, сăмахпа çынсен чĕрине чĕртсе хыптармалла, мĕскĕнсен хÿтте илсе çавсен вăй-халне хушма пĕлмелле.

— Сире катаран лайăхрах курăнать. Писательсен союзĕн ĕç-хĕлне еплерех хаклатăр? Мĕнлерех ĕçлемелле унăн паян?

— Чăваш халăх поэчĕсен, халăх писателĕсен втĕмлĕ сăмахĕ республикăн тĕп хаçачĕсенче пулмаллах. Тахçан Ухсай Яккăвĕ пеккисене, "Коммунизм ялавĕ" тата "Советская Чувашия" хаçатсенче страници-страниципе кăларатчĕç. Çут çанталăк, экологи темипе çыратчĕç вĕсем. Халăха, хресчене шухăшлаттаракан ыйтусемпе лайăх çыратчĕç. Халĕ, шел те, хаçатра çавăн пек статья çукрах. Хĕсĕнсе пытанса ларнă вĕсем, ни кĕнеке кăлармаççĕ, ни халăх çине тухмаççĕ. Писательсем ялсемпе районсене ушкăнăн-ушкăнăн тухатчĕç. Союзсен паян, кăмăлĕсем пулсан та, алхапăл мероприятисем валли хал-хавал çитеймест. Тутарсем пенсие тухнă кашни çыравçа уйăхра пĕр пин тенкĕ, халăх çыравçине 10 пин тенкĕ хушса тÿлеççĕ. Литература журналĕ темиçе те. Çуллен çĕр-çĕр кĕнеке пичетлеççĕ. Пирĕн ятлă çыравçă та хăйĕн "чун çимĕçне" кĕлмĕçле укçи-пухчипе кăна майлаштарса кăларкалать. Чăваш писателĕсен икĕ тĕп журналĕнчен пĕри кăна /"Тăван Атăл"/ 1 пин ытларах экземплярпа çапăнать. "Ялав" иртнĕ ĕмĕрте 60-70 пин тиражпа чăвашлăхăн пĕтĕм анлăшне саланнă. Епле те пулсан ăна çĕнĕрен кăларма тытăнасчĕ. Ĕлĕк пропаганда бюровĕ пурччĕ. Халăх çине тухса çÿретчĕç. Пирĕн тăрăха кам кăна килмен-ши? Хамăр писательсемпе пĕрле ытти республикăри çыравçăсем те çитсе куратчĕç. Эпĕ Агакова, Хусанкая, Кăлкана, Шавлине, Краснов-Аслине чин малтан хамăр районта курнă. Хальхи çыравçăсен хăйсен пуçаруллăрах пулмалла тесшĕн эпĕ. Писательсен ĕлĕк поэзипе, драматургипе, прозăпа консультантсем пурччĕ. Вĕсем шкул ачисемпе çамрăксене пухса семинарсем йĕркелетчĕç. Эпĕ те ун пек семинарта çара кайиччен виçĕ хутчен пултăм. Хăй вăхăтĕнче Вăрнар тăрăхĕнчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа çырма нумай хавхалантартăм. Эпĕ сĕннипе журналистика анине кĕнисем те чылаййăн.

— Чăваш Енре писательсен союзĕсен шучĕ ÿснишĕн те чунăр ыратать-и?

— Вĕсем пĕр чăмăра пĕрлешессе тахçантанпах кĕтетĕп. Шел, Николай Федоров ĕçлемерĕ ку ыйтупа. Çыравçăсен юлашки съезчĕ умĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те пухса калаçасса кĕтнĕччĕ... Пире, чăвашсене, капла намăс курса çитет. Союзсене нумай çынна пухса тултарчĕç. Кашнинчех — çĕр ытла çын. Манăн шухăшпа, вĕсене пĕр вăя пĕрлештермеллех.

— Çамрăксем кĕнекене юратса вулаччăр тесен мĕн тумалла?

— Юлашки виçĕ çулта эпир хамăр тăрăхра Петĕр Ялкирĕн, Алексей Воробьевăн, Иван Ивникĕн, Мĕтри Кипекĕн юбилейĕсене палăртрăмăр. Тухса çÿренисем ачасене хавхалантараççĕ. Шкул ачисем тĕлпулусене хатĕрленнĕ май кĕнекесем вулаççĕ, сăвăсем вĕренеççĕ. Кĕçĕн Кипекри, Мăн Явăшри шкулсемпе тачă çыхăну тытатпăр. Чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕсемпе пĕрле пултаруллă ачасен сăввисене пухатпăр, вĕсене суйласа илсе район хаçатĕнче кун çути кăтартатпăр. Хам та хушăран вĕсемпе тĕлпулу урокĕсем ирттеретĕп.

— Михаил Алексеевич, паянхи литература аталанăвĕн шайне епле хаклатăр?

— Лаврентий Таллеровăн юлашки çулĕсенче çырнисенчи пек çивĕчлĕх çук паянхи хайлавсенче. Эпир халĕ литературăра кăвапаран аяларах антăмăр, пирĕн çÿлелле хăпармалла. Ялти пурнăç, тĕрĕссипе, çав тери йывăр ку чухне. Мăн Явăш та хавшарĕ. Нимĕнле предприяти те çук унта. Пĕтĕмпех арканнă. Çавсем пирки уççăн çыракан писатель те çук халĕ. Сергей Павлов кăмăл-сипет, психологи енĕпе аван произведенисем çырать, анчах ялти йывăрлăхсем пирки сăмах пуçармасть. Геннадий Максимов ку ыйтусене хускатать-ха, анчах вăл та унчченхисем çинчен ытларах çырать. Хальхи пирки нумайрах çырма сĕнес килет манăн ăна. Хаçатри статьясенче те, тĕрленчĕксемпе хайлавсенче те авторне курас килет. Ан тив, вăл хăй пирки нимĕн те ан калатăр, анчах туйăнтăр-курăнтăр.

— Михаил Алексеевич, эсир хăвăр паян мĕн çыратăр?

— Эпĕ "Çĕнтерÿ çулĕ" хаçат редакторĕ ыйтнипе публицистика статйисем çыркалатăп. Пурнăçри йывăрлăхсене пирĕн хаçатра мансăр пуçне хускатакан çук. Тепĕр чухне тÿсейместĕп те — çыру сĕтелĕ хушшине ларатăп. Литература çулталăкĕпе çыхăннă статьясем те кун çути курчĕç. Хатĕрлесе хунă "Килте тата ютра" кĕнеке чылай çул выртса кайрĕ. Килте текенни вăл — эпĕ совет çынни пулни, Совет Союзĕнче пурăнни. Ку самана мана йышăнмасть, çавăнпа вăл — ютра. Эпĕ икĕ çĕршывра пурăннă çын. Нумаях пулмасть тĕлĕк куртăм. Пирĕн пахчара, вăрман хĕрринче, çÿллĕ хăрăк юман пур. Унта пĕрмаях çăхан пырса ларатчĕ. Пахчана çитетĕп çеç — вăл та вĕçсе пырать. Юлташсем пек пулса кайрăмăр вĕт. Эпĕ пур та — вăл та пур. Каярахпа хайхи курăнма пăрахрĕ. Çухалчĕ çăхан. "Ку пĕтрĕ-ха", — шухăшларăм эпĕ.

Нумаях пулмасть тĕлĕкĕме килчĕ çав çăхан. "Эсĕ, ача чухне пĕрмаях вĕçеттĕн. Халĕ вĕçейместĕн. Сана урăх вĕçтермĕп", — терĕ вăл. Чăн та, тĕлĕксенче шутсăр вĕçеттĕм. Пĕр-пĕр тарăн çырма-тăк — ман вĕçсе каçас пулать. Вăрман урлă та вĕçнĕ. Тăшмансенчен те вĕçсе тарнă. Çăханăм çапла каларĕ-тăк — вăхăт çитсе пырать.

— Пурнăçа çĕнĕрен пуçлама май килнĕ-тĕк мĕнле професси суйлăттăр?

— Юлашки вунă çулта Иртеменкасси шкулĕнче ĕçлерĕм. Чăваш чĕлхипе литератури, тăван ен культури вĕрентрĕм. Ачасене питĕ юраттăм. Эпĕ нихăçан та "2" паллă лартман. Поэт-писатель шкулта çитĕннине яланах асра тытнă. Литература кружокне ертсе пынă. "Ачасем, калăр-ха, ку эрнере чăвашла мĕнле кĕнеке вуларăр?" — ыйтаттăм вĕсенчен. Пирĕн ачасем çулталăкне пĕрре район радиовĕпе эфира тухнă, сăвăсем вуланă. "Тантăшра" та пичетленеттĕмĕр. Учитель профессине те юратнă. Апла пулин те... çыракан çыннах пулаттăмччĕ пулĕ.

— Эсир, ялти писательсем, хăвăр валли альманах кăларасси пирки шухăшламан-и?

— Кун пирки, паллах, шухăшланă. Анчах, шел те, ĕç тухмарĕ. Район хаçачĕ çумĕнче А.Емельянов премине туса хутăмăр. Унпа калемçĕсене хавхалантараççĕ.

— Мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăр?

— Тепĕртак пурăнас килет. Манăн выртакан çав кĕнекесене мĕнле те пулсан кăларасчĕ. Тата тепĕр икĕ повеç пур. Те ĕлкĕреетĕп ĕнтĕ? 6-мĕш класра вĕренекен мăнукăм, Мария сăвăсем хайлать. Çырас ăсталăхне аталантарса ăна пичет ани çине тăма пулăшасчĕ.

— Мĕнле ыйту кĕтетĕр манран?

— "Мĕне ĕненетĕн?" — тесе ыйтатех пулĕ тенĕччĕ. Пуринчен ытла хама ĕненетĕп.

— Мĕнех, питĕ çирĕп кăмăллă çын эсир. Интереслĕ калаçушăн тавах.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.