Комментари хушас

1 Ака, 2016

Савăнăç кÿрекен «Савăнăç»

Ульяновск облаçĕнчи Мелекесс районĕн культура пайĕн çумĕнче чăваш юррин "Савăнăç" халăх коллективĕпе иртнĕ çул Шупашкарта, Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче, паллашнăччĕ. Унăн ертÿçи, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕнчи "Браво, маэстро" премин "Наци коллективĕн ертÿçи" номинаци лауреачĕ Ирина Иванюкова çапла каласа кăтартнăччĕ:

— Ансамбле 1996 çулта йĕркелерĕмĕр. Çавăнтанпа чăвашсем тĕпленсе пурăнакан хутлăхсене тухса çÿретпĕр. 2002 çулта Мускавра Раççей кунне уявлама хутшăнтăмăр. Тăватă çултан каллех унта çитрĕмĕр, чăвашсен Раççей шайĕпе ирттерекен Акатуйĕнче пултăмăр. Шупашкар пирĕншĕн тăванран та тăван хула пулса тăчĕ, унта çулленех йĕркелекен халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри "Атăлçи çăлкуçĕсем" фестивальне пилĕк хут килтĕмĕр. Кашнинчех диплома тивĕçрĕмĕр. Тутарстанри Нурлатри "Уяв" фестиваль те пирĕн чуна çывăх. Халăх юррисене, ламран лама куçса пынисене, халăхра çĕнĕрен саратпăр-çке.

Ирина Николаевна пĕлтернĕ тăрăх — коллектив тăван районти культура пурнăçне хастар хутшăнать. Мелекесс хутлăхĕнчи Акатуй та ун вăйĕпех иртет. Ăна çулленех районти пĕр-пĕр чăваш ялĕнче йĕркелеççĕ. Темиçе çул каялла облаçри чăвашсен чи юратнă уявĕ Димитровградра иртнĕ. "Савăнăç" унта та хутшăннă, унсăр пуçне халăх ăстисен алĕç хатĕрĕсен куравне те йĕркеленĕ.

15 çынран тăракан ушкăнра — тĕрлĕ професси çыннисем, ытларахăшĕ — тивĕçлĕ канура. В.Буцаева, Л.Павлова, Е.Илюнгина, Ф.Елифанкин, И.Кошкина, Г.Коч-касов коллектив чăмăртаннăранпах унта. П.Улюкин, Н.Морозова, Т.Егорова, Т.Кошкина, С.Ларионова та нумай çул юрлаççĕ "Савăнăçра". Репертуарта — чăваш халăх юррисем. Вĕсене çывăхри ялсене тухса çырса илеççĕ, май тупса кÿршĕ районсенчи ялсене те çитеççĕ. Ял артисчĕсем чăваш композиторĕсен хайлавĕсене те шăрантараççĕ. Сăмахран, Николай Карлин композиторпа уйрăмах туслă. Ентеш вĕсене "Мелекесс-Çарăмсан" юрă парнеленĕ.

— Иртнĕ çул питĕ тухăçлă пулчĕ, — тет Ирина Николаевна. — Шупашкарта Пĕтĕм чăвашсен Акатуйне хутшăнтăмăр. Юпа уйăхĕнче Тольятти хулине Чÿклемене çитсе килтĕмĕр, чÿк уйăхĕнче Самарта Кĕр сăрине хутшăнтăмăр. Кăçалхи кăрлачра каллех Шупашкара чĕнсе илчĕç — Наци телерадиокомпанийĕн "Иксĕлми çăлкуçсем" фестивальне илем кÿтĕмĕр.

Надежда СМИРНОВА

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.