Комментари хушас

31 Пуш, 2016

Йывăр çул хăратмасть

Тепĕр уйăхран Канаш районĕнчи Асхвари Сергей Андреевăн кил хуçалăхĕнче хур чĕпписем шиплетме тытăнĕç. "60-70 е 100 пуç пуçтарăнĕ-и - вăхăт çитеспе паллă пулĕ", - тет çамрăк фермер амăшĕ Екатерина Анатольевна. Производство инкубаторĕнче кăларнисене ятарласа кайса илеççĕ те ÿстереççĕ. 2-3 эрнерисене ырă-сывă çитĕнтерме вĕренсе çитнех çав.

Андреевсене ялта ĕçчен-лĕхшĕн хисеплеççĕ. Çĕр çинче вĕсем пек пуç çĕклеми тăрăшакансене асăнма ыйтсан лавккана кĕрен-тухан çынсем урăх никам ятне те калаймарĕç. Асхвасене кахал тееймĕн, çурчĕсем илемлĕ, типтерлĕ, анчах хула çывăхĕнче пурăннăран чылайăшĕ унта ĕçлет, çамрăксем вăрăм укçа шыраса инçете çÿреççĕ. Сергей Аркадьевич та пурнăçне вĕсем пекех пуçланă. Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухсан çара кайса килнĕ те Мускава çул тытнă. Çемьерен инçетри пурнăçа ырлама пулать-и вара? Ĕçлесе укçа пуçтарсан тăван çĕр çинчех тĕпленме шутланă. Ара, ашшĕ-амăшĕ мĕн ĕмĕр тăршшĕпе вите тулли выльăх усрасах пурнăçа ăнтарнине лайăх ăнланнă. Колхозра тăрăшнă чухне килте виçĕ ĕне сунă. Вăхăт иртнĕçемĕн вăкăрсем самăртма тытăннă. Ял пурнăçне суйласа илсен кĕçĕн ывăлĕ фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Ура çине тăма пуçланă кăна-ха вăл. Хальхи вăхăтра Андреевсен сăвакан 4 ĕне, çавăн чухлех вăкăр, ытти выльăх пур. Çуллана тухас умĕн çулсерен хур чĕппи туянаççĕ, ÿстерсе кĕркунне пасарта сутма тăрăшаççĕ. 400-450 килограма самăртса çитернĕ вăкăрсене пусма вăхăт çук, вĕсене тутар усламçисене тепĕр чух йÿнĕпех парса яма тивет.

Çĕртен тупăш илес тесен ун çине сахал мар укçа хывмалла. Хальлĕхе унтан-кунтан пуçтарăнаканнипе питĕрмелли "шăтăк" тупăнсах пырать. Килти фермăпах фермер çĕршыва тăрантараймĕ. Хуçалăха аталантарма малашне çĕнĕ вите тăвасшăн. Ĕçе кăçал пуçăнасшăн. Выльăх ытларах усрама, ăна апатпа тивĕçтерме май паракан техника йăлтах пур: трактор, ун çумне çаклатмалли агрегатсем, комбайн, тырă типĕтмелли механизм тата ытти те. Пурте çĕнĕ мар, анчах ĕçе пурнăçлама хăвачĕ çитет. Ял тăрăхĕн çĕрне 100 гектар ытла арендăна илнĕ, унсăр пуçне харпăрлăхри çĕр пайĕсем те пур.

Фермер хуçалăхĕпе ĕçлеме пуçласан патшалăхăн тĕл-левлĕ программине хутшăнса гранта тивĕçме икĕ çул заявка тăратнă. Шел, конкурс витĕр тухайман. Анчах Сергей Аркадьевич пуç усмасть. "Хуçалăха патшалăх пулăшăвне шанса кăна йĕркелемен вĕт. Хамăр вăйпах малалла талпăнăпăр", - тет. "Кредитпа усă курасшăн мар-и? Унсăрăн таса уйра ферма çĕклеме йывăр пулмĕ-и?" - ыйтатăп сăмаха çирĕп те татса калама хăнăхнă çамрăкран. "Ку таранччен банкран укçа-тенкĕ илсе курман", - хуравлать вăл. "Ĕçе пуçăнсан витене ашшĕпе ывăлĕ пĕр-ик çын тара тытсах туса пĕтерĕç. Иккĕшĕн те алли-ури ăста, тепĕр платникрен ÿксе юлмаççĕ", - палăртать Екатерина Анатольевна.

Аркадий Алексеевичпа ?вăл та пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă% пĕрле икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Асли малтан фельдшера вĕреннĕ, ун хыççăн ял хуçалăх академийĕнче пĕлÿ пухнă. Хăйĕн специальноçĕпе хулари организацире тăрăшать. Кĕçĕннишĕн чунĕ ыратнăран-ши: "Йывăр çул суйласа илчĕ", - тет хĕрарăм. Тепри суту-илÿпе тăрмашсах укçа тăвать имĕш, çĕр çинче пилĕк авса "хуçăлмасть". Ачисене хăйсем пек нушалантарас килмест пулĕ амăшĕн, анчах вĕсем тăван ялтан, килтен уйрăлманни, яланах юнашар пулни телей мар-и?

Ирина ПАВЛОВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.