Раççей тата Крым: эпир - пĕрле!
Иртнĕ ытлари кун Кремльте РФ Президенчĕ Владимир Путин, Крымăн Патшалăх Канашĕн председателĕ Владимир Константинов, республика премьер-министрĕ Сергей Аксенов тата Севастополь мэрĕ Алексей Чалый Крым Республикипе Севастополь хулине çĕнĕ субъектсен шучĕпе Раççей тытăмне йышăнасси çинчен калакан килĕшĕве алă пусрĕç. Ун умĕн Президент депутатсен, сенаторсен, регионсен пуçлăхĕсен тата граждан обществин представителĕсен умĕнче сăмах каларĕ. Истори пĕлтерĕшлĕ пулăмпа çыхăннă çав сăмахăн сыпăкĕсемпе вулаканăмăрсене паллаштаратпăр.
- Пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Крымра референдум пулчĕ, - палăртрĕ Владимир Владимирович, - вăл демократи процедурисемпе тата çĕр-шывсен хушшинчи право нормисемпе килĕшÿллĕн иртрĕ. Сасăлава суйлавçăсен 82% хутшăннă. 96% ытла Раççейпе пĕрлешессишĕн сасăлнă. Питĕ ĕнентерÿллĕ цифрăсем.
Мĕншĕн шăпах çак çула суйласа илнине ăнланмашкăн Крым историне, Раççей - Крымшăн, Крым Раççейшĕн мĕнешкел пысăк пĕлтерĕшлине пĕлни те çителĕклĕ.
Крымра пĕтĕмпех пĕрлехи историпе, мăнаçлăхпа никĕсленнĕ. Авалхи Херсонес - унта çветтуй Владимир кнеç тĕне кĕнĕ. Унăн чун паттăрлăхĕ - православие йышăнни - Раççей, Украина тата Белорусси халăхĕсене пĕтĕçтерекен пĕрлехи культура, цивилизаци никĕсне йĕркеленĕ. Крымра - вырăс салтакĕсен вил тăприсем, вĕсен паттăрлăхĕ 1783 çулта Крыма Раççей патшалăхне кĕртме май панă. Крым вăл - Севастополь, мухтавлă хула, тĕлĕнмелле шăпаллă хула, крепоç-хула, Вырăс тата Хура тинĕс çар флочĕ çуралнă вырăн. Крым вăл - Балаклава тата Керчь, Малахов сăрчĕ тата Сапун-ту. Çак вырăнсенчен кашниех пирĕншĕн сăваплă, вĕсем - вырăс çар мухтавĕн тата унччен пулман паттăрлăх символĕсем.
Крым - тĕрлĕ халăх культурисемпе йăли-йĕркин хăйне евĕрлĕ шăранчăкĕ те. Шăпах çавăнпа вăл ĕмĕрсен хушшинче пĕр этноса та çухатман, ирĕлтерсе яман пысăк Раççейпе пĕр сăнлă. Вырăссемпе украинсем, Крым тутарĕсемпе ытти халăх представителĕсем Крым çĕрĕ çинче хăйне евĕрлĕхне, йăли-йĕркине, чĕлхине тата ĕненĕвне упраса юнашар пурăннă, ĕçленĕ. Сăмах май, паян Крым çур утравĕ çинче пурăнакан 2,2 млн çынран 1,5 млн яхăн çын - вырăссем, 350 пинĕшĕ - украинсем, вĕсенчен ытларахăшĕ вырăс чĕлхине хăйсен тăван чĕлхи вырăнне хураççĕ. Тата 290-300 пинĕшĕ - Крым тутарĕсем, вĕсен пысăк пайĕ те, референдум кăтартнă тăрăх, Раççейпе пĕрле пуласшăн.
Вĕсемшĕн турă тÿре пултăр, анчах революци хыççăн большевиксем тĕрлĕ сăлтава пула Раççейĕн кăнтăр енчи истори никĕсленĕ самай пысăк территорийĕсене союзлă Украина Республикин йышне кĕртнĕ. Çакна унта пурăнакансен наци тытăмне шута илмесĕр тунă, паян çав территорисем - Украинăн кăнтăр-хĕвел тухăç пайĕ. 1954 çулта вара Крым облаçне те унăн йышне пама йышăннă. Хула союза пăхăнса тăнă пулин те пĕрлех Севастополе те панă. Çакна Совет Союзĕн коммунистсен партийĕн пуçлăхĕ Хрущев хăй пуçарнă. Мĕншĕн çапла тунă - Украина номенклатурин тĕревĕ кирлĕ пулнă-и е Украинăра 30-мĕш çулсенче массăллă репрессисем йĕркеленĕшĕн хăйĕн айăпне каçарттарас тенĕ-и - çакна историксем тĕпчеччĕр.
Пулма пултарайман пек туйăнни, шел те, чăнлăха çаврăнчĕ - СССР пайланчĕ. Ĕç-пуç питĕ хăвăрт пулса иртнĕ, çавна май граждансем çав пулăмсен синкерлĕхне, вĕсен сиенне ăнланса та ĕлкĕреймен. Раççейпе Украинăра та, ытти республикăра та çынсем çавăн чух çуралнă Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕ пĕрлехи патшалăхăн çĕнĕ форми пулса тăрасса шаннă. Вĕсене пĕрлехи валюта та, пĕрлехи экономика анлăшне те, пĕрлехи Хĕç-пăшаллă Вăйсене те шантарнă-çке. Анчах ку шантару шайĕнче кăна юлнă, пысăк çĕр-шыв вара çухалнă. Крым кĕтмен çĕртен урăх патшалăхра тăрса юлсан кăна Раççей хăйĕнне вăрланине кăна мар, çаратнине туйса илнĕ.
Пĕрлех çакна та йышăнмалла: Раççей суверенитетсен парадне çул панă май хăй те Совет Союзĕ арканассине пулăшнă. СССР пайланăвне çирĕплетнĕ чух Крым пирки те, Хура тинĕс флочĕн тĕп бази - Севастополь - çинчен те маннă. Миллион-миллион вырăс пĕр çĕр-шывра çывăрма выртнă, анчах чикĕ леш енче вăраннă, союз тытăмĕнче пулнă республикăсенче самантрах йышĕпе пĕчĕк нацие çаврăннă, вырăс халăхĕ вара тĕнчери пайланă чи пысăк халăхсенчен пĕри пулса юлнă. Тен, чи пысăкки те.
Украинăра çынсем улшăнусемшĕн мĕншĕн çине тăнине ăнланатăп. Никама пăхăнманлăх çулĕсенче влаç тарăхтарса çитернĕ, ăна курайми пулнă. Президентсем, премьерсем, Рада депутачĕсем улшăннă, анчах вĕсем хăйсен çĕр-шывне, хăйсен халăхне мĕнлерех хакласси улшăнман. Вĕсем Украинăна «сунă», полномочисемшĕн, активсемшĕн, финанс юхăмĕсемшĕн хăйсен хушшинче тытăçнă. Çав вăхăтрах влаçрисене ахаль çынсем мĕнле пурăнни, çав шутра Украинăн миллион-миллион гражданинĕ тăван çĕр-шывĕнче хăйсен малашлăхне курманни, вĕсен пурнăçа йÿнеçтермешкĕн укçа тума чикĕ леш енне ытти çĕр-шыва ĕçлеме çÿремешкĕн тивни кăсăклантарман. Палăртам: вĕсем пĕр-пĕр Силикон айлăмне мар, кулленхи вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлама çÿренĕ. Раççейре кăна пĕлтĕр 3 млн яхăн çын ĕçленĕ. Хăш-пĕр хаклав тăрăх - 2013 çулта вĕсен Раççейри ĕç укçи 20 млрд доллартан иртнĕ, ку Украинăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕн 12% патнелле.
Тÿррĕнех калам: Крымăн хăйĕн вырăнти хÿтлĕх вăйĕсем лару-тăрăва вăхăтра алла илмен тĕк унта та çынсем вилме пултаратчĕç. Турра шĕкĕр, апла пулмарĕ! Крымра хĕç-пăшаллă пĕр хирĕçÿ та пулман, çынсем вилмен. Мĕнле шухăшлатăр, мĕншĕн? Хуравĕ ансат: мĕншĕн тесен халăха, унăн кăмăлне хирĕç çапăçма йывăр, тĕрĕссипе, çапăçма май та çук. Çавна май эпĕ Украинăн çар служащийĕсене тав тăвасшăн, çак контингент пĕчĕк мар - туллин хĕç-пăшалланнă 22 пин çын. Кам юн юхтарма кайман, юнпа вараланман - Украинăн çав çар служащийĕсене тав тăватăп.
Çакăнпа пĕрлех, паллах, нумай шухăш çуралать. Пире Раççейĕн Крымри темле интервенцийĕ, агресси çинчен калаççĕ. Ку тĕлĕнтерет. Историре интервенци пĕрре те пулин пемесĕр, çынсем вилмесĕр пулнă пĕр тĕслĕхе те темшĕн-çке аса илейместĕп.
Пире паян санкцисемпе юнаççĕ, анчах эпир ахаль те чылай чару условийĕсенче пурăнатпăр. Вĕсем пирĕншĕн, пирĕн экономикăшăн, пирĕн çĕр-шывшăн самай пĕлтерĕшлĕ. Тĕслĕхрен, сивĕ вăрçă вăхăтĕнчех АПШ, унтан ытти çĕр-шыв СССРа тĕрлĕ технологисемпе оборудовани сутма чарнă - «каком списокĕсене» хатĕрленĕ. Паян вĕсене пăрахăçланă, анчах - ячĕшĕн кăна, чăннипе вара нумай чару халĕ те вăйра.
Пĕр сăмахпа, пирĕн XVIII ĕмĕрте те, XIX, XX ĕмĕрсенче те Раççее чарса пыма тытса пынă политика паян малалла тăсăлать темешкĕн сăлтав пур. Пире яланах пĕр-пĕр кĕтесе хăваласа кĕртесшĕн: пирĕн никама пăхăнман позицишĕн, уншăн çине тăнăшăн, икĕ питлĕ пулманшăн... Анчах пĕтĕм пулăмăн виçи пур. Украина тĕслĕхĕнче пирĕн анăçри ĕçтешĕмĕрсем çав чикĕ урлă каçрĕç, хăйсене кăнттам тытрĕç, яваплăх тата профессионализм пирки манчĕç.
Мана европеецсем, чи малтанах нимĕçсем ăнланасса шанатăп. Аса илтерем: ФРГпа ГДРа пĕрлештерес енĕпе экспертсен çÿллĕ шайĕнче пынă политика консультацийĕсен вăхăтĕнче Германин ун чухнехи тата хальхи союзникĕсен ретĕнчи çĕр-шывсем те пурте пĕрлешÿ идейине ырламан. Пирĕн çĕр-шыв вара, пачах тепĕр майлă, нимĕçсем наци пĕрлĕхĕ патне ăнтăлнине чунтан тата татăклăн ырланă. Эсир çавна манманнине, Германи гражданĕсемпе вырăс тĕнчин ăнтăлăвне, истори никĕсленĕ Раççей хăйĕн пĕрлĕхне тавăрас тенине ырласса шанатăп.
Украинăра халĕ пулса иртекен ĕçсемшĕн, çынсем асапланнăшăн, вĕсем паян мĕнле пурăнмаллине, ыран мĕн пулассине пĕлменшĕн пирĕн чун ыратать. Пирĕн пăшăрханăва ăнланмалла: эпир ахаль çывăх кÿршĕсем кăна мар-çке, эпир, тĕрĕссипе, эпĕ кун пирки нумай хут каланă, пĕр халăх. Киев - вырăс хулисен амăшĕ. Авалхи Руç - пирĕн пĕрлехи тымар, эпир пур пĕрех пĕр-пĕринсĕр пурăнаймăпăр.
Тепĕр самант çинчен те калам. Украинăра миллион-миллион вырăс çынни, вырăсла калаçакан граждансем пурăннă, пурăнĕç, Раççей вара вĕсен интересĕсене яланах хÿтĕлĕ - политика, дипломати, право хатĕрĕсемпе усă курса. Çапах чи малтанах Украинăн хăйĕн çав çынсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлессишĕн çине тăмалла. Çакă - Украина патшалăхĕн тăнăçлăхĕн тата çĕр-шывăн территори пайланманлăхĕн никĕсĕ.
Эсир социологи ыйтăмĕн юлашки кăтартăвĕсене пĕлетĕр, ку ыйтăма Раççейре çак кунсенче ирттернĕ: граждансен 95% Раççейĕн Крымра пурăнакан вырăссен тата ытти наци представителĕсен интересĕсене хÿтĕлемелле тесе шухăшлать. 83% ытларахăшĕн шухăшĕпе - çак позици пирĕн хăш-пĕр патшалăхпа тытакан хутшăнусене кăткăслатнине пăхмасăр çапла тумалла. Пирĕн çĕр-шыв гражданĕсен 86% иккĕленмест: Крым халĕчченех Раççей территорийĕ, Раççей çĕрĕ пулнă. Питех те пĕлтерĕшлĕ тепĕр цифра - вăл Крымри референдум кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕ: 92% яхăн йыш - Крыма Раççейпе пĕрлештерессишĕн.
Çапла вара Крымра пурăнакансен тата Раççей гражданĕсен питех те пысăк, тĕп йышĕ Крым Республикипе Севастополь хули Раççей Федерацийĕпе пĕрлешнине ырлать.
«Российская газета»,
2014, пуш, 19.
***
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ, Крым Республикипе Севастополь хулин уполномоченнăй представителĕсем Раççей тытăмне икĕ субъекта йышăнни çинчен калакан килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ кун Шупашкарти Республика тÿремĕнче çакна ырласа йышлă митинг иртрĕ. Чăваш халăхĕ Крымпа тата Севастопольпе пĕрле пулнине палăртакан акцие политика партийĕсем, хула ертÿлĕхĕ тĕрлĕ общество организацийĕсемпе тата учрежденисемпе пĕрле йĕркеленĕ. Митингра сăмах калакансем - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, республикăри травматологипе ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев, Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Морис Яклашкин, Шупашкар хулинчи истори учителĕсен ассоциацийĕн ертÿçи, 44-мĕш лицейре истори вĕрентекен Елена Егорова, Раççей Геройĕ, "Раççей халăх фрончĕ" юхăмăн регион штабĕн çум ертÿçи Евгений Борисов, Владимир Путин Президентăн Чăваш Енри шаннă çынни, "Вăрçă ветеранĕсем" общество организацийĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Геннадий Матвеев - истори пĕлтерĕшлĕ пулăма ырланине, çĕр-шыв ертÿлĕхĕ хăйĕн чысне-сумне тĕнчери патшалăхсен умĕнче тата çÿллĕрех шая çĕкленине палăртрĕç. "Крым хăйĕн истори çĕр-шывне, хăйĕн чĕлхин тĕнчине хăйĕн ирĕкĕпе, мĕн тунине ăнланса таврăнчĕ. Раççей пулăшнипе.
Анăçпа АПШ пирĕн патшалăхăмăрсене, унăн историне, вĕсен ирĕклĕхне, Раççейĕн малашнехи шалти ĕç-хĕлне, унăн йышăнăвне хирĕç тем пек шăл хăйрасан та текех вĕсен сĕмсĕр ĕмĕчĕ пурнăçланас çук. Крым Раççейпе пĕрлешрĕ, ку пулăма историрен никам та кăлараймĕ, хуратас тесен те сăрри çитмĕ. Эпир халĕ пĕрле! Яланлăхах!" - чăн чăнлав пек янăрарĕç çак сăмахсем митингра. Кун çумне нимех те хушса калаймăн. Уяв-акци сĕмне художество пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрри-кĕввипе ÿстерчĕç.
Юрий СТЕПАНОВ