Комментари хушас

26 Пуш, 2016

Сывлăх пулсан пурăнăпăр-ха

Елена ИОВЛЕВА. Чăваш халăх артистки

— Кĕçех çуркунне çитет. Çул уçăлнă май халăх дачăсене, пахчасене çÿреме тытăнать. Çĕре пушă вырттарма хăнăхман вĕт эпир, чăвашсем, çуркунне алла кĕреçе-кĕрепле тытатпăр та, мĕн юр çăвичченех чакаланатпăр. Яла кашни эрнерех çÿреме тăрăшатпăр-ха, анчах та бензин хакĕ ÿснĕ май автобуспа тăтăшах çула тухма çук. Лавккана кĕрсен те нимĕн туянма аптрамалла. Апат-çимĕç хакĕ кашни кун ÿссе пынăн туйăнать. Çитменнине халăхĕ валли ĕçĕ те çук. Çемйисене пăрахса Мускав, Хусан тăрăх çÿреме тивет арçынсен. Йĕркеллĕ-и çакă? Пасарта пурин валли те вырăн çитмест. Унта халăхĕ те ытлах çÿремест халь, кашни çурт çумĕнчех лавкка пур.

Ĕçлекенсен пенсине те чакарса хучĕç. Ĕмĕр тăршшĕпе тар тăксан та питĕ пĕчĕк-çке вăл. 7-8 пин тенкĕ мĕн валли çитет паян? Çавăнпах вăй çуккине, чирлине пăхмасăрах пенсие тухсан та ĕçлесшĕн çынсем. Юрать, çĕрулми туса илетпĕр. Чăваш халăхĕ çапах çукран пур туса, пус çумне пус хушса малалла тапаçланать, ачи-пăчине ÿстерет.

Тăван тăрăха пĕрмаях кайса çÿретĕп. 20 сотка çĕр çинче хам та темĕн тĕрлĕ çимĕç ÿстеретĕп. Ял халăхне пурăнма çăмăл мар. Выльăх ÿстерес тесе ырми-канми ĕçлеççĕ, ĕне-сурăх тытас тесе çăвĕпе мĕн чухлĕ утă çулаççĕ. Сĕтне ял çыннинчен ытла та йÿнĕпе, 1 литрне 12-15 тенкĕпе пуçтараççĕ. Эпир хулара шывпа хутăштарнă порошока, сĕт тетпĕр-ха ăна, 50-55 тенкĕпе туянса ĕçетпĕр. Ик-виç эрнере те пăсăлманран çапла хаклă-ши вăл?

Мана ялта шыв башнисем кивелни питĕ ку-лянтарать-ха. Тутăхнă пăрăх тăрăх хальлĕхе шывĕ килет-ха, каярах мĕн пулĕ? Вĕсене çĕнетме питĕ нумай укçа-тенкĕ кирлĕ теççĕ. Пирĕн халăх темле йывăрлăха та чăтса ирттерсе чун витĕр кăларма хăнăхнă. Çăмăл мар пулсан та, малалла пурăнма тăрăшмалла. Телевизор, компьютер умĕнче çеç лармалла мар, концертсене, театрсене çÿремелле. Театр чуна çăмăллатать, çунат хушать, пурăнма хавхалантарать. Ачасене те пĕрле çавăтса тухмалла.

Ытлашши нăйкăшас мар-ха. Сывлăх пулсан пурăнăпăр. Чи кирли — çемьере ăнлану, килĕшÿ пултăр, ачасем, мăнуксем таса-сывă çитĕнччĕр. Çĕр çине килнĕ çыннăн 100 çулах çитеймесен те, алла туя тытмасăр 85 çула çитиччен пурăнма тăрăшмаллах.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.