Комментари хушас

26 Пуш, 2016

Çĕр вăрçтарать

«Çĕр вăрçтарать», — тени мĕн тери тĕрĕс сăмах пулнине патшалăх çĕр надзорĕн пайĕн инспекторĕсем кулленех тенĕ пек курса ĕненеççĕ. Вăрçтарать кăна мар, суда çитерекен хĕрÿ тавлашусем çуратать.

«Лаптăка шар кăтартаççĕ...»

Çĕр лаптăкĕн пĕр хуçин çырăвĕнчен пуçланчĕ те ку ĕç-пуç. Вăраха тăсăлса кайнă тавлашу Шупашкар районĕнчи темиçе лаптăкпа çыхăннă. Тĕрĕссипе, халĕ те пăнчă лартман-ха.

Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленине Типçырма çыннин ыйтăвĕ пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче çитрĕ. Вăл харпăрлăхри унăн лаптăкĕпе юнашар тăм карьерĕ пуррине пĕлтерет. Çав вырăна вара шăпах ун лаптăкĕ урлă машинăсем çÿреççĕ-мĕн, çул та хывнă. Çавна май лаптăкăн пысăк пайĕпе усă курма май çук, пулăхлă тăпрана сиен кÿнĕ.

Çакă кăна та мар, çыру авторĕн лаптăкĕнчи çиелти сийе тăм тухичченех хырса илнĕ. Тем вăхăтран лайăх сийе каялла сарса хунă-ха карьерта тăм кăларакан общество, анчах та арăш-пирĕш тата тăмпа хутăшнăскерĕн çиелти сийĕ ларнă. Кĕскен — лаптăкпа тĕллевлĕн усă курма тата унта ял хуçалăх продукцийĕ туса илме май çук.

Общество çĕр саккунĕсене пăсни тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттерме ыйтать Типçырма çынни.

Хирĕçле çыру

Административлă тĕпчев ирттересси куç кĕрет, мĕншĕн тесен пĕр вăхăталлах управление официаллă тепĕр çыру çитет: шăпах асăннă карьерта тăм кăларакан обществăран.

Илпеш тăрăхĕнче тăм кăлармашкăн унччен Çĕнĕ Шупашкарти строительство материалĕсен завочĕ лицензи илни пирки пĕлтернĕ çырура, каярахпа çав лицензие обществăна куçарнă. Эппин, карьерпа саккуна пăсмасăрах усă кураççĕ.

Анчах та, карьера, чăнах та, Типçырма çыннин лаптăкĕ урлă кăна çитме пулнине палăртать общество. Асăннă лаптăкпа хуçи тĕллевлĕн усă курманнине çирĕплетнĕ иккĕмĕш çырура. Çавна май тĕрĕслев ирттерме ыйтнă.

Пĕтĕмлетÿ

Типçырма çыннин 21500 тăваткал метр калăпăшлă лаптăкĕ — ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр. Анчах та тĕллевлĕн усă курнин палли те пулман унта. Пĕр тĕлте 25 бетон плити выртнă. Тепĕр çĕрте 2 метрлă тăм купи 0,17 га йышăннă. Çавăнтах трансформатор станцийĕ тата 5 çутă юпи асăрханă инспекторсем. Çул пуçламăшĕнче шлагбаум та вырнаçтарнă.

Уйрăм çын лаптăкне, чăнах та, асфальт çул икĕ пая уйăрса ярать. Çавăнтах гусеницăллă транспорт хатĕрĕсен йĕррисем палăрнă.

Йĕри-тавра хыт-хура: ама хупаххи, эмел курăкĕ, цикори, чăрăш курăкĕ, ытларах вара — мăян. 1,5 метр çÿллĕшлĕ çум курăк кăна-и, 3-5 çулхи йывăç-тĕм те ÿсет.

Апла лаптăк çинче ял хуçалăх культури туса илмен тата çĕр пахалăхне упраса хăварас тесе ятарлă ĕçсем ирттермен. Çакăнта иккĕленÿ çук.

Çĕр саккунĕсене пăхăнман хуçана административлă майпа явап тыттармалли пирки постановлени хатĕрленĕ инспекторсем.

Анчах та çакăнпа килĕшмен ял çынни Чăваш Республикин Аслă судне ыйту çырнă. Судья вара постановление тата миравай суд йышăнăвне вăйра хăварнă, çĕр тĕлĕшпе йĕркене пăснине çирĕплетекен факт пуррине çирĕплетнĕ.

Тăм кăларакан общество тĕлĕшпе пуçарнă ĕçе вара хупнă: йĕркене пăснине çирĕплетекен тĕслĕхсем пулман.

Суд практики

Çĕрпе тĕллевлĕн усă курманни тĕлĕшпе кăларнă постановление килĕшмен тĕслĕх çак кăна мар-ха. Пĕлтĕр, сăмахран, управление хирĕçле жалобăсене Шупашкар, Красноармейски, Муркаш тата Етĕрне район сучĕсенче пăхса тухнă. Управлени юридици сăпатĕнчи — 2 тата ахаль çын, тепĕр пуçлăх тĕлĕшпе административлă штрф тÿлеттересси пирки çырнă постановленисене вăйрах хăварнă.

Чăваш Республикин Аслă судĕнче аппеляци 4 жалобине тишкернĕ, 4 тĕслĕхĕнче те управлени постановленийĕсене пăрахăçлама сăлтав тупăнман.

Надежда ВАСИЛЬЕВА,

управлени ĕçченĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.