Сывлав органĕсен хăрушă чирĕ
Тĕнчере 9 млн ытла çын туберкулезпа нушаланать
Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕ — Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли кун. Пĕрремĕш хут ăна 1908 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Швецире йĕркеленĕ. Туберкулезпа кĕрешнин символне — шурă чечеке — сутни çынсене çак амак тĕлĕшпе тимлĕ пулма хистенĕ. Вĕсем асăннă чиртен сиплекен учрежденисене укçа-тенкĕпе пулăшмашкăн пуçаруллă хутшăннă. Ырă йăла каярахпа Норвегие, Финляндие, Дание, Германие, Европăн ытти çĕршывне куçнă.
Амака пĕрлехи вăйпа сирмелле
Раççейре туберкулезпа кĕрешмелли юхăм ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче вăй илнĕ. Шурă чечек кунне йĕркеличчен малтан нумай ĕçлеме тивнĕ. Çак тĕллевпе Пĕтĕм Раççейри лига туса хунă. Унăн уйрăмĕсем чылай хулара тымар янă. 1911 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçласа «Шурă чечек» кунне паллă тунă /шурă çеçке — сывă та таса ÿпкен сăнлавĕ/.
Çав тапхăрта ыркăмăллăх спектаклĕсем кăтартнă, урамсенче чечек сутнă, санаторисемпе сыватмăшсем, амбулаторисем, чахоткăпа чирлекенсене пурăнмашкăн бараксем тума укçа пухнă, халăха чир сиенĕ пирки ăнлантарнă.
ХХ ĕмĕр вĕçĕнче туберкулез тĕнчери халăхшăн тепĕр хут хăрушлăх кăларса тăратнă. Инфекци чирĕсене пула вилекенсем малярипе нушаланакансен хушшинче чи нумаййи пулсан, иккĕмĕш вырăнта — туберкулез. Унпа тĕнчере 9 млн çын ытла чирлет, çав шутра 3 миллионĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ тата туберкулезпа, ÿпке чирĕсемпе кĕрешекен пĕрлĕх 1982 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшне, Роберт Кох хăрушă амака пуçаракан микроба тупса палăртни çинчен сенсациллĕ докладпа тухса калаçнăранпа /1882 ç./ 100 çул çитнĕ куна Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли кун тесе палăртнă. Унăн тĕллевĕ — патшалăх тата общество организацийĕсене асăннă синкер тĕлĕшпе тимлĕрех пулма ыйтасси, ăна сирмешкĕн хушма ресурс уйăрасси, халăха хăрушă амак пирки ытларах пĕлтересси, чиртен хăйне тата ыттисене сыхлама вĕрентесси, пĕтĕмĕшле сиплев тытăмĕн медицина персоналне туберкулез тĕлĕшпе асăрхануллă пулма хăнăхтарасси.
Раççей Федерацийĕнче асăннă чире ачасемпе çул çитмен çамрăксен хушшинче малтанхи тапхăрта тупса палăртмалли тĕп меслет — вĕсене 8 çултан пуçласа 17 тултариччен туберкулинодиагностика туни тата туберкулезăн рекомбинантлă аллергенĕпе /диаскинтесчĕпе/ усă курса иммунизацилени. Çитĕннисен рентгенпа флюорографи тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Шел те, хальхи вăхăтра пациентсенчен чылайăшĕ, çав шутра — чир палли пуррисем те, медицина пулăшăвне илмешкĕн вăхăтра пымаççĕ. Сăмах май, бактерин пĕр «хуçи» çулталăкра ăна 5-50 çынна ертме пултарать.
Шурă чечек — тасалăх палли
Çулленех пуш-ака уйăхĕсенче пирĕн республикăра Пĕтĕм тĕнчери туберкулезпа кĕрешмелли кунпа çыхăнтарса «Шурă чечек» уйăхлăх ирттереççĕ. Çак тапхăрта халăха чир çинчен, унран сыхланмалли мелсем, сывă пурнăç йĕрки тытса пынин усси çинчен ăнлантараççĕ, инкеке сирме май килмен чухне медицина пулăшăвне вăраха ямасăр тивĕçмеллине аса илтереççĕ.
Асăннă тапхăрта Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче йĕркеленĕ Уçă алăксен кунĕсенче кăкăр кăшкарĕн органĕсене флюорографи мелĕпе, инçетри ялсенче пурăнакансен сывлăхне куçса çÿрекен установкăсем пулăшнипе тĕрĕслеççĕ.
Уçă алăксен кунĕсем Республикăри туберкулезпа кĕрешекен диспансерта кăçалхи пуш уйăхĕн 16, ака уйăхĕн 2, 9, 16-мĕшĕсенче — Шупашкар хулинчи Пирогов урамĕнчи 4-мĕш «В» çуртра, Çĕнĕ Шупашкар хулинчи Силикат урамĕнчи 6-мĕш çуртра, пуш уйăхĕн 26, ака уйăхĕн 2-мĕшĕсенче Канаш хулинчи Р.Люксембург урамĕнчи 29-мĕш çуртра иртеççĕ.
Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Республикăри туберкулезпа кĕрешекен диспансерта» «Туберкулеза профилактикăласси тата сиплесси» темăпа ирхине 8 сехетрен пуçласа 17-чен «хĕрÿ лини телефонĕ» ĕçлет. Шупашкарти уйрăмсене шăнкăравланисене врач-фтизиатрсем — /8352/ 58-03-86, Канашрисене — /83533/ 2-24-02, Çĕнĕ Шупашкартисене — /8352/ 73-28-03, Вăрмартисене /83544/ 3-02-10 телефонсемпе консультаци параççĕ.
Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче залив хĕрринче «Тухтăрпа уçăлса çÿрени» сиплевпе профилактика акцийĕ пулать, унăн тĕллевĕ — «Утса çÿрени — савăнăç. Пĕрлехи вăйпа туберкулеза парăнтаратпăрах». Ун чухне кирек кам та хăйне канăçсăрлантаракан ыйтăва врач-фтизиатра тата министерствăн штатра тăман тĕп специалисчĕсене пама пултарать.
Кăмăл тăвакансем уйăхлăх вăхăтĕнче çавăн пекех Республикăри туберкулезпа кĕрешекен диспансерта флюорографин пĕчĕк дозăллă хальхи йышши установкипе сывлăха тĕрĕслеттерме, врач-фтизиатрпа, министерствăн штатра тăман тĕп специалисчĕсемпе канашлама пултараççĕ.