Комментари хушас

25 Пуш, 2016

Паха шыв ыйтма манăн ирĕк пур

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери шыв кунне паллă турăмăр. Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Генеральнăй Ассамблейи ăна 1993 çулта йышăннă. Патшалăхсене шыв пахалăхне упрама, унпа тĕрĕс усă курма чĕнсе каланă. Республикăри тивĕçлĕ органсем ĕçмелли шыва вараласран мĕнле хÿтĕлеççĕ-ха?

Ку енĕпе Çут çанталăка сыхлакан Шупашкар прокуратури аван ĕçленине палăртас килет. Çынсен ĕçмелли паха шывпа усă курмалли правине Раççей Конституцийĕнче çирĕплетнĕ. Ял-хулара пурăнаканăн унпа тивĕçтермешкĕн ыйтма ирĕк пур. Чылайăшĕ уççăнах ыйтать. Куншăн никам та ÿпкелеймест. Халăха ĕçмелли паха шыв парса тăрасси — хăйтытăмлăх органĕсен тивĕçĕ. Çакна «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелесси çинчен» саккунра палăртнă. Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен ку ĕçе пурнăçлама организаци суйласа илмелле. Унăн çĕр айĕнчен шыв уçлакан насуса, башньăна, пăрăх-колонкăна пăхса тăмалла. Анчах нумай ял тăрăхĕн администрацийĕ ыйтăва çав-çавах татса паман-ха. Тĕрлĕ сăлтава пула тăсса пыраççĕ. Ун пек объектсенче шывпа тивĕçтермелли гидрооборудованипе еплерех усă курнине, чĕртавар пахалăхне тĕрĕслемеççĕ, санитари-эпидемиологи лару-тăрăвĕпе кăсăкланмаççĕ. Администраци шыв хатĕр-хĕтĕрне юсаттарассишĕн, пахалăхне лайăхлатассишĕн юридици сăпатĕнчен ыйтаймасть. Хăйĕн ăшталанма тивет. Унăн пин ĕç! Хăшне маларах тумалла? Гидрооборудование пăхса тăма пĕр организаципе чылай çула килĕшÿ тусан çĕмĕрĕлнĕскере хăвăртрах юсасси иккĕлентермест.

Прокуратура пĕлтĕр тĕрĕсленĕ те Етĕрне районĕнчи Мучар, Мăн Сĕнтĕр тата Урпаш, Çĕрпÿ районĕнчи Йĕкĕрвар, Рынкă, Михайловка, Метикасси, Паваркасси, Куславкка районĕнчи Кармăш, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл, Урхас Кушкă ял тăрăхĕсен администрацийĕсем çынсене ĕçмелли шывпа тивĕçтерме организаципе килĕшÿ туманнине пĕлнĕ.

Тÿре федерацин «Шывпа тивĕçтересси тата хура шыва юхтарса кăларасси», республикăн «Чăваш Республикинчи вырăнти хăйтытăмлăха йĕркелесси» çинчен калакан саккунĕсене пăхăнмалла тесе кăтартнипе хăшĕ-пĕри килĕшмен, район сучĕн йышăнăвне пăрахăçлаттарма ЧР Аслă судне тавăç çитернĕ. Вăл районти тÿре йышăнăвне вăйрах хăварнă. Çак тĕслĕх ĕçмелли шыв хатĕр-хĕтĕрне пăхса тăма организаци тупман администрацисене васкама хистĕ-ши?

Вăтăр-хĕрĕх çул механизаторта тăрăшнă пенсионер насуспа шыв уçланине, вырăнти влаç ертсе пынипе ялти хастарсем çĕрĕк пăрăха çĕннипе улăштарнине ырламалла çеç. Çапах та вĕсем гидрооборудование тĕпрен çĕнетеймеççĕ. Вĕсене пăхса тăракан ятарлă предприятипе килĕшÿ тумасан тĕп юсав ирттерейместĕн.

Ялта нумайăшĕ пусă-çăл шывĕпе усă курать. Ытларахăшĕн пахалăхĕ лайăх. Анчах Роспотребнадзор этем организмне сиен тăвакан хими элеменчĕсем тытса тăракан ĕçмелли шыв объекчĕсене час-часах шута илет. Çынна чире яракан йывăр металсен çăралăхĕ нормативра палăртнинчен пысăкрах-тăк ун пек пусă-çăл шывĕпе усă курма юрамасть. Хăйĕн сывлăхĕшĕн кашнин тăрăшса пахалăха тĕрĕслеттермелле.

Çирĕплетнĕ йĕркепе килĕ­шÿллĕн çĕр айĕнчен шыв уçлакан объектсен тавра санитари хÿтĕлевĕн лаптăкĕ пулмалла, ăна проект туса çирĕплетмелле. Вăл Красноармейски районĕнчи «Коммунальник» обществăн, муниципалитетăн коммуналлă хуçалăхпа пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕн, республикăн «Лесная сказка» ача-пăча санаторийĕн, Йĕпреç районĕн «Водоканал» предприятийĕн пулман. Прокуратура ĕç пуçарсан çеç ЧР Çут çанталăк тата экологи министерствинче татса пама документсем хатĕрлеме тытăннă.

Пĕтĕм тĕнчери шыв кунĕ умĕн Байкал кÿллин экологи инкекне сÿтсе яврĕç. Северобайкальск хулинчи /24 пин çын пурăнать/, Иркутск облаçĕнчи Листвянка поселокĕнчи /2 пин çын/ предприятисемпе пурăнмалли çуртсенчен кăларса яракан хура шыва тасатса çитермесĕрех кÿлле чăмтарнăран çут çанталăк палăкне пысăк сиен кÿни çинчен пĕтĕм Раççейĕпех сÿтсе яваççĕ. Экологи хутшăнăвĕсене тишкерме инçе каяр мар. Производствăран кăларакан хими каяшĕ Атăла, Сăра, республикăри ытти шыв-шура пайтах варалать.

Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар халăхĕ куллен йăлара усă куракан ĕçмелли шывра этем организмне сиен кÿрекен хăшпĕр йывăр металл çăралăхĕ ирĕк паракан коэффициент кăтартăвĕнчен пысăкраххине тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ.

Шупашкарти «ЖКХ управленийĕ тата хăтлавĕ» муниципалитет предприятийĕ хура шыва тасатса çитермесĕрех Шупашкар управне, 4-5 юханшыва чăмтарать. Ленин районĕн сучĕ 2012 çулта асăннă управленирен шĕвек каяша тасату хатĕрĕсем витĕр кăларнă чухне лайăхрах сиенсĕрлетме ыйтрĕ. Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме кăçалхи утă уйăхĕччен вăхăт пачĕ.

Çут çанталăка сыхлакан Шупашкар прокуратури «Водоканал» обществăн Заовражнăйри тасату хатĕрĕсенчен Атăла юхтаракан хура шыва аванрах тасатма ыйтнăччĕ. Çитменлĕхе пĕтерме çĕнĕ тасату сооруженийĕ тăваççĕ.

Кÿкеçри «Теплоэнергосети» общество Çавал юханшывне пысăк тăкак кÿчĕ. Шупашкар район сучĕ предприятирен 4 млн тенкĕ шыраса илме йышăннă. Элĕкри «Тепловодоканал» ООО та район муниципалитетĕнчен тара илнĕ биологин тасату хатĕрĕнчен райцентрта пуçтарăнакан хура шыва тасатса çитермесĕрех Упаçырмине кăларса ярать. Общество тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарма тивнĕ. Шĕвĕ каяша кирлĕ пек сиенсĕрлетмен пирки Елчĕкри «Коммунальный сервис» общество — Хăнтăрла, Комсомольски районĕн тĕп больници — Кĕтне, Муркаш районĕнчи кирпĕч завочĕ Муркаш юханшывĕсене самаях вараланă. Тÿре асăннă организацисене сиен тăвакан хутăшсене нормăран ытларах кăларса яма чарнă.

Çавнашкал тĕслĕхсем татах илсе кăтартма пулать. Вĕсем кашни районтах. Тасату хатĕрĕсенчен ытларахăшĕ шĕвек каяша начар тасатать. Ку — республикăри çивĕч ыйтусенчен пĕри. Паян ăна татса пама май паракан программа начар пурнăçланать. Иртнĕ çулсенче Патăрьелти, Йĕпреçри тасату хатĕрĕсен объекчĕсене тĕпрен юсама, Вăрнар поселокне, Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи, Комсомольски тăрăхĕнчи кăнтăр енчи ялсене ĕçмелли шывпа тивĕçтерессишĕн федераципе республика хыснисенчен нумай укçа уйăрчĕç. Бюджетра кĕмĕл çителĕксĕр пухăннă пирки çак ĕçе вĕçлеме май килмерĕ. Ăна пуçлани те паха. Çĕршыв кризисран тухма тытăнсан йывăр урапа вырăнтан хускаласса шанатăп.

Чăваш Енри пĕтĕм шĕвек каяшăн 80 процентне Çĕнĕ Шупашкарти биологин тасату хатĕрĕ лайăх тасатса Куйбышев шыв управне юхтарать. Вăл хăйĕн тивĕçне çирĕплетнĕ инструкцие пăхăнса пурнăçлать. Çавăнпа прокуратура, патшалăхăн ытти органĕ ăна явап тыттармасть. Иртнĕ çулсенче предприятие питĕ нумай укçа хывса тасату технологине çĕнетрĕç. Ку енĕпе халĕ те ĕçлеççĕ. Çак сооружени Атăл çинчи хуласенче пурăнакансен тавне тивĕçлĕ. Хамăр район-хулари нумай объект та хура шыва тасатмалли çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе çынсен тав сăмахне тивĕçлĕ пуласса кĕтетпĕр.

Юрий МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.