Комментари хушас

24 Пуш, 2016

Алюминие тасатасси

Алюмини савăт-сапа, лавкка сентрисем çинче тĕрлĕрен çĕнĕ йышши çатма-кастрюль йăтăнса ларнине пăхмасăрах, кашнин килĕнчех паян кунчченех ĕçлет. Алюмини савăт-сапа лайăх енĕсене пула «пенсие» каяймасть те ĕнтĕ. Вăл çăмăл, хăвăрт ăшăнать, тÿсĕмлĕ, нумай çул усă курма юрăхлă.

Алюмини савăт-сапана тасатасси — хăйне евĕр ĕç.

— Вăйлă сĕлтĕпе /щелочь/ тата йÿçекпе /кислота/ алюмини савăта тасатма юрамасть, материала сиенлеме пултарать.

— Хытă, пралук мунчалапа хырсассăн савăт çинче йĕрсем юлаççĕ. Вăл илемсĕрленет.

— Ăнсăртран плита çинче ытлашши хĕрнĕ кастрюле тÿрех шыв айне ан тытăр. Вĕри алюмини сивĕ шыв лекнипе пĕрĕнет, форми улшăнма пултарать.

Савăт мĕнле вараланнине кура мĕнпе тасатассине суйлатпăр.

  • Кастрюле шыв ярса çулăм çине лартатпăр, шыв вĕриленсен тăкатпăр та çемçе губкăпа е пусма таткипе савăт-сапа çумалли хутăшпа сăтăрса тасататпăр.
  • Фарфор, кантăк çумалли шĕвексем алюмини савăта çума юрăхлă. Савăт йăлтăртатса тăракан пулĕ.
  • Вăйлăрах çунса хытнă тĕлсене тăварпа сăтăрса ямалла.
  • Тĕксĕмленнĕ кастрюле лимон сĕткенĕпе е уксуспа, тăпăрч шывĕпе тасатма меллĕ. Лимон кислотине е уксуса шывпа хутăштарса кастрюле ярса 10 минут вĕретмелле.
  • Силикат çилĕмпе /клей/ апат соди питĕ хăвăрт çĕнĕ тĕс кĕртеççĕ. 100 г çилĕме 5 литр шывра хутăштарса пысăк кастрюле вĕретме лартмалла. Вĕреме кĕрсен пĕр кашăк апат соди хушмалла. Çак хутăша алюмини савăт-сапана ямалла, 15 минут вĕретмелле. Унтан çулăма сÿнтермелле, савăт-сапана кăларса таса шывпа чÿхемелле, шăлса тасатмалла.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.