Комментари хушас

24 Пуш, 2016

Чун-чĕререн ĕненмесен

«Хресчен сасси» хаçатăн 6-мĕш номерĕнче Тутарстанри Пăлхар хулинчи Çветтуй Авраам чиркĕвĕнче вăй хуракан Владимир Головин протоиерей проповечĕн хăш-пĕр сыпăкĕсемпе паллаштарнăччĕ. Халĕ калаçăва малалла тăсар.

- Чиркÿри кирек мĕнле ĕç - Турра сăваплани. Вăл икĕ ăнлавран тăрать: Турă тата кĕлĕ туни. Анчах хăшĕ-пĕри ăна урăхла ăнланать. Вĕсен шучĕпе Турра кĕлĕ туни - «Турăшăн ĕçлени». Çапла шаманистсемпе суя тĕнлĕ çынсем калаççĕ.

Пĕррехинче чиркÿре ман пата арçын пычĕ те: «Пачăшкă, Турă мĕншĕн пулăшмасть?» - тесе ыйтать. «Мĕн?» - тетĕп эпĕ. «Чиркĕве кашни килмессерен Николай Угодник çветтуй патне çурта лартатăп... Çитменнине, кашнинче хулăнраххине... ялан пĕр ыйтупа. Кăтарту - çук. Турăшсем сутакан лавккана кайса тата хулăнрах çурта пама ыйтрăм, анчах вăл çук. Халĕ манăн мĕн тумалла? Мĕншĕн Николай Угодник эпĕ ыйтнине пурнăçламасть? Хулăнрах çурта тупса параймăр-ши?..» Унăн шучĕпе çурта мĕн чухлĕ хулăнрах хушу çавăн чухлĕ маларах пурнăçланать иккен.

Тепĕр тĕслĕх. Хĕрарăм чылай çурта туяннă та ăçта лартмаллине пĕлмест. «Ывăлăм, ĕнене пулăшакан турăш ăçтарах-ши кунта?» - ыйтать манран. Ĕни пăрулать иккен. Пăрăвĕ сывă, ĕни сĕт нумай антартăр тесе çурта лартасшăн. Служба пынипе калаçса тăма вăхăт çук унпа. Асап тÿснĕ Власи çветтуйран килти выльăх-чĕрлĕх ырă-сывă пултăр тесе пулăшу ыйтаççĕ кун пек чухне. Хĕрарăма ун еннелле кăтартрăм та малалла утрăм. Вăл вара, «ĕнен турăшне» тупнишĕн савăннăскер, мĕн пур çуртана шантала лартрĕ те парăмне татнăн кĕлĕ пĕтмесĕрех чиркÿрен тухса кайрĕ.

Вилекен çын патне чĕнсе илчĕç мана: «Халĕ сирĕнпе кĕлĕ вуласа çылăх каçарттаратпăр», - тетĕп ăна. «Манăн мĕншĕн çылăх каçарттармалла? Эпĕ никама та вĕлермен», - терĕ вăл. Унăн шучĕпе çылăх - çынна вĕлерни, ытти - çылăх мар. Вăл хăйĕн тĕнĕпе пурăнать-мĕн. Çавна май çылăха, ĕненĕве хăйнеевĕр ăнланать.

«Вăтăр çултан иртрĕм, анчах çак тарана çитсе те качча тухма ыйтакан çук. Мăшăрсăр пурăнма Турă пÿрнине ăнланатăп. Çавăнпа хама валли ача çуратасшăнччĕ ?çылăха кĕрсе нишлĕ ача çуратасшăн-и?%. Халĕ ăнлантăм çапла туни преступлени. Малашне мĕнле пурăнмалла, чун киленĕçне ăçта тупмалла?» - пăшăрханса пĕлтерчĕ пĕр хĕрарăм. «Ăçта ĕçлетĕн?» - ыйтрăм унран. «Шкулта, ăс-тăн тĕлĕшпе чирлĕ ачасене вĕрентетĕп», - пулчĕ хурав. «Ку санăн ĕç кăна мар, тĕп тивĕç, пурнăç... Турă сана тивĕçлĕ çул-йĕр тупса панă ĕнтĕ».

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.