Комментари хушас

24 Пуш, 2016

Хастаррисенчен пĕри вăл

— Актера вĕренме кайсан хăвна çеç мар, пире те чунтан савăнтарăн. Санăн ĕмĕтÿ пурнăçа кĕрĕ. Эпир куншăн мăнаçланăпăр çеç, — терĕ амăшĕ пĕррехинче Катьăна.

Юратнă çынни кун пек калани хăпартлантарчĕ хĕрачана. Ара, чăнах... Тĕрлĕ кино пăхнă чухне тĕп сăнарсемпе пĕрле вылянăн туять хăйне. Çавăнтах пăшăрханать, савăнать...

— Эх, унччен, алла професси иличчен пурăнмалла-ха. Çитменнине, çиччĕмĕш класра çеç вĕренетĕп, — лăплантарчĕ вăл хăйне самантрах.

Катя Козлова Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнче ăс пухать. Вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пырать, спортра çитĕнÿ тăвать, общество ĕçĕсенче те хастар. Юрра-ташша, паллă сăвăçсен сăввисене пăхмасăр илемлĕ вулама ăста. Юратнă поэт — Юрий Сементер. Кĕçĕн класра чухнех унăн сăввисене килĕш-тернĕ пĕчĕкскер. Тăваттăмĕшĕнче вара çамрăк сăвăçсен конкурсĕнче 1-мĕш вырăна тухнă вăл.

— Ун чухне те Юрий Сементер сăввипе сцена çинче хам пултаруллă пулнине çирĕплетрĕм, — хăпартланать мал ĕмĕтлĕскер.

Пĕрремĕш класа çÿрекен Диана йăмăкĕ те аппăшĕнчен тĕслĕх илет. Вăл та кирек ăçта та пултарулăхĕпе палăрать. Шкула çÿричченех саспаллисене палланă, кĕнекесемпе туслă пулнă.

— Манăн та Катя аппа пекех пуласчĕ. Унпа мăнаçланатăп, хăпартланатăп, — тет хĕрача йăл кулса.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.